Республикӑра
![]() Куславкка районӗнче пулӑ хуҫалӑхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасшӑн. 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗртен-пӗрре пулнӑ. Анчах каярахпа хуҫалӑха пӑрахӑҫланӑ, таврара хӑмӑш ӳсме тытӑнна. Пилӗк ҫул каялла вара лару-тӑру улшӑннӑ. Хуҫалӑха вырӑнти усламҫӑ туяннӑ. Халӗ унта 250 тонна таран сутмалли пулӑ тата пулӑ лӑкки ӗрчетеҫҫӗ. Пулӑ хуҫалӑхӗнче карп, амур, хулӑн ҫамкаллӑ пулӑ ытларах ӳстереҫҫӗ. Унта вӑлча сапмалли пӗвесем те пур. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхра карпсене пӗтӗҫтереҫҫӗ те гибридсем ӗрчетеҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Хуҫалӑхра 300 тонна таран пулӑ ӗрчетме тытӑнасшӑн. Кунсӑр пуҫне комбикорм цехӗ уҫӑсшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланасран профилактика ӗҫӗ ирттересси пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра ҫак амак сарӑлнӑ, чылай хуҫалӑхри чӑх-чӗп, хур-кӑвакал вилнӗ. Кӑҫал ун пек ан пултӑр тесе килти чӑх-чӗпе вакцинаци тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе республикӑри пур районта та пурнӑҫлаҫҫӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ енӗпе лару-тӑру лайӑхах. Ҫапах сыхӑ пулмаллах, мӗншӗн тесен республика урлӑ тискер кайӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ. Вӗсем вара чир пуҫаракан инфекци илсе килме пултараҫҫӗ. Вакцинацие тӳлевсӗрех ирттереҫҫӗ. Укол тусан кайӑк-кӗшӗкӗн иммунитечӗ ҫирӗпленет, ҫапла майпа вӗсене чир ҫыпӑҫмӗ. Иммунитет 12 уйӑх упранӗ. Прививка тунӑ хыҫҫӑн кайӑк-кӗшӗк какайне 21 кунран ҫиме юрать. Ҫӑмартине вара хӑрамасӑрах ҫиме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пуху саманчӗ Паян «Хавал» пӗрлӗхӗн пухӑвӗ иртрӗ — унта аякран ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институтӗнче вӑй хуракан Андрей Чемышев та пулчӗ. «Хавал» Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекин электронлӑ вариантне хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа кӳленесшӗн. Аса илтеретпӗр, ку ӗҫе вӗсем унченех пуҫарнӑччӗ, ятарлӑ сайт та хатӗрленӗччӗ. Александр Блинов каласа панӑ тӑрӑх вӗсен сӑмах кӗнекине оригиналлӑ орфографипе электронлӑлатасшӑн, ҫавна май ҫармӑс чӗлхеҫине сӗнӳпе пулӑшма ыйтнӑ. Ҫармӑссем ку енӗпе чӑн та пысӑк утӑмсем тунӑ — сахал мар словарьсем сканерласа тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Андрей Чемышев Йошкар-Олари чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институчӗ паянхи кун мӗнпе ӗҫлени пирки те каласа пачӗ — вӗсем Яндекс.Тӑлмач валли вырӑсла-ҫармӑсла текстсем хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ — 2020 ҫул вӗҫне унти сӑмахсен йышне 20 миллиона ҫитересшӗн. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен институчӗ миллиона яхӑн тӑракан сканер туяннӑ, кӗҫех чӗлхе корпусӗ валли ятарлӑ сервер хута ярӗҫ. |
Культура
![]() Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Амадей Моцартӑн «Волшебная флейта» (чӑв. Ылтӑн флейта) икӗ пайлӑ оперине кӑтартӗҫ. Ку вӑл видеокӑтарту пулӗ. Ӗҫе Саймон Мак-Бёрни хатӗрленӗ. Унпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев паллаштарӗ. Оперӑна вулавӑшра кӑтартассине регионсен аталанӑвӗн «Содружество» (чӑв. Пӗрлешӳ) фончӗ Экс-ан-Прованс опера фестивалӗпе, Orange, TV Arte фондпа, Раҫҫейӗн Францири институчӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Проект вӑхӑтӗнче хальхи опера ӳнерӗнчи пӗлтерӗшлӗ те ҫӗнӗлле 5 ӗҫпе паллаштарӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Ариодант» кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – «Электра», юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче – «Кармен», чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – «Царь Эдип / Симфония псалмов». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче скандинави уттине кӑмӑллакансем тӑваттӑмӗш хут пухӑнӗҫ. Сӑлтавӗ те пур: «Атӑл ҫинчи сывлӑх» фестиваль иртӗ. Ҫак мероприятие Атӑл кунне тата Пӗтӗм тӗнчери скандинави уттин кунне халаллӗҫ. Ятарлӑ икӗ туя йӑтса тухнӑ ҫынсем дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтрах медицина тата спорт тытӑмӗнчи специалистсемпе калаҫма пултарӗҫ. INWA инструкторӗсем Наталья Безлюдная тата Инна Киселева ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Мероприятие хисеплӗ хӑна, Скандинави уттин пӗтӗм тӗнчери федерацийӗн комитечӗн ӑслӑлӑх пайташӗ, Андрей Волков килӗ. Мероприятие Хусанти, Ярославльти, Йошкар-Олари тата ытти хулари скандинави уттин клубӗсем те хутшӑнӗҫ. Фестиваль 10 сехетре пуҫланать, старт – 11 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла. Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук. Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти арҫын республикӑна спирт продукцийӗ илесе килнӗ те ӑна хулара, ун ҫывӑхӗнчи ялсенче сутнӑ. Анах халӗ унӑн усламӗ пӑчланнӑ. Ӑна оперативниксем ярса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Машиностроительсен тӑкӑрлӑкӗнчи оперативниксем пӗр гаражра ухтару ирттернӗ. Унта 17 пине яхӑн кӗленче, 100 миллилитрлисем, тупнӑ. Кӗленчесенче этанол пулнӑ. Пакунлисем пӗтӗмпе 300 ытла курупка туртса илнӗ (2 677 литр спирт). Арҫыннӑн кунашкал тавар туянма, упрама тата сутма лицензи пулман. Саккуна пӑсса этил спиртне кӳрсе килнӗшӗн, упранӑшӑн тата сутнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва «Ю.А.Гагарин ячӗллӗ урам» ят пама сӗнни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти тепӗр чарӑну ятне те улӑштарма сӗнӳпе тухнӑ. «Волга Айс» акционерсен обществи «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят партарасшӑн. Кун пирки предприяти Шупашкар хула администрацине пӗлтернӗ. Ҫавна май администраци «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме шутланӑ. Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырать. Эсир те унта хутшӑнма пултаратӑр. «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят парассине эсир ырлатӑр-и? Ҫак ыйтӑва хуравламалла. Сасӑлав вӗҫленсен пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят парассипе ӗҫлекен комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ. Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк ялӗ Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче хыпарланине, каярах хӗр виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян акӑ тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикене вӗлернӗ тесе шухӑшлакан ҫынна тытса чарнӑ. 15-ри хӗре 2001 ҫулта ҫуралнӑ Елчӗк каччи хур тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Яш тунман имӗш. Пике виллине Елчӗкӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ пӗвинче тупнӑ. Хӗрӗн пуҫне амантнӑ. Ӑна ҫын суранлатнӑ тесе шухӑшланӑран ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |