Республикӑра
![]() Пӗлтӗр рспубликӑра пурӑнакансем, уйрӑмах хуҫалӑх тытакансем, сехӗрленсе ӳкрӗҫ. Ара, кайӑк-кӗшӗк грипӗ чылай чӑх-чӗпе тӗп турӗ. Кӑҫал ку мурпа кӗрешме хатӗрленеҫҫӗ – профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енри патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак чире пуҫаракан инфекци хӑрушлӑх тухас пур-ха. Республика урлӑ тискер кайӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ, шывра ишекен кайӑксен йӑвисем те пур. Ҫавӑнпа профилактика ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Халех пӑшӑрханмалли ҫук, специалистсем лару-тӑру йӗркеллине пӗлтереҫҫӗ. Республикӑна кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен тумалли вакцина илсе килнӗ. Ӑна федераци хыснинчи укҫапа туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ. Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать. Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пермь хулинчен Шупашкара кайма тухнӑ автобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Пермь Онлайн» порталта пӗлтереҫҫӗ. Инкек Ижевск хулинчен 10 ҫухрӑмра пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне автобусра ҫунӑк шӑршӑ тухнӑ. Ҫакна сиссен водитель салонри пассажирсене часрах эвакуациленӗ. «Эпир салонра варринче лараттӑмӑр, ҫунӑк шӑрши кӗрсе кайрӗ, ҫаврӑнса пӑх та хыҫалта тӗтӗм. Водитель тӳрех чарӑнчӗ, пурте часрах урама тухрӗҫ. Юлашки пассажирсем тухнӑ чухне автобус вӑйлах ҫунатчӗ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗне пӗр пассажир. Инкекре никам та шар курман. Автобус вара самаях сиенленнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтерме пуҫланӑ, ҫапах транспорт вӑйлах ҫунса кайнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре урам ачисем ӑмӑртнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пӗр урам ачисен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Олеся Саксонская «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта капла тупӑшӑва ҫулсеренех йӗркплеҫҫӗ. Пуҫаруҫи — район центрӗнчи «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексӗнче тӑрӑшакан Николай Максимов. Максим Горький урамӗнче пурӑнакан тӗрлӗ ҫулхи ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хаваспах хутшӑннӑ. Тин ҫеҫ утма хӑнӑхнисем те ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни-астарнипе тупӑшнӑ. Кӳршӗллӗ урамсенче пурӑнакансем те старта тухнӑ. Николай Максимов пӗр ачана та кӳрентермен: грамотӑсемпе, пылак кучченеҫсемпе тата медальсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ. Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ. Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ. Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ. Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1992-1994 ҫулсенче И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ушкӑнӗ хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин орфографине йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ. Тата сӑмахӑн кӗскетнӗ формисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин тасалӑхне, тӗрӗс калаҫассине пӗтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять. Чӑваш чӗлхин 1938 ҫулхи чӑн орфографине аркатма пулӑшакансем камсем пулнине Чӑваш халӑхӗ пӗлмелле, вӗсем ҫаксем: - А.П.Хусанкай — 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине пӑрахӑҫласа «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырса хатӗрленӗ тӳнтерле орфографие вӑя кӗртес ӗҫе хирӗҫ каймасть. - П.С.Краснов — 1992 ҫулта халӑх депутачӗ пулнӑ. 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине хӳтӗлес вырӑнне «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырнӑ Тӳнтерле орфографишӗн сасӑлать. - А.П.Леонтьев — 1992-1994 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Вӑл тӑрӑшнипе хаҫатра учительницӑсем И.А.Андреевпа Ю.М.Виноградов ҫырнӑ Тӳнтерле орфографие мухтаса статьясем нумай кӑларчӗҫ. |
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Россельхознадзор специалисчӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури йӗркеленӗ рейда хутшӑннӑ. Вӗсем Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасара тӗрӗслеме ҫитнӗ. Пасарта паллӑ мар вырӑнтан кӳрсе килнӗ ҫимӗҫсене тупнӑ: Пекин купӑсти – 12 килограмм, панулми – 36,85 килограмм, помидор – 64,45 килограмм, мандарин – 9,35 килограмм, помело – 11,85 килограмм. Пӗтӗмпе - 134,5 килограмм. Вӗсене ӑҫтан илсе килнине палӑртайман, мӗншӗн тесен этикеткӑсем пулман, кирлӗ документсем те тупӑнман. Ҫапла майпа ҫак ҫимӗҫсене туртса илнӗ те тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар. Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ. Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Вилӗмсӗр полк» Раҫҫейри кашни хуларах иртнӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та. Пӗлтӗр акцие 30 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ. Кӑҫал вара ҫын сахалрах пухӑннӑ – 22 пин ытла. «Вилӗмсӗр полк» патриотлӑх акцийӗ Шупашкарта кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртнӗ. Портретсем йӑтнӑ колонна Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗпе, Хӗрлӗ лапампа утса Юханшыв порчӗ таран ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 2 ҫухрӑм ытла. Сӑмах май, Шупашкарта 3125 ветеран (вӗсен йышне ветеранпа танлаштарнӑ ҫынсене те кӗртнӗ) пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Чӑваш Ен мисӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн Культура керменӗнче иртнӗ. Жюри пайташӗсем республикӑри чи илемлӗ те пултаруллӑ пикене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 33 пике хутшӑннӑ. Республика шайӗнче иртнӗ конкурсӑн тӗп корони Ҫӗнӗ Шупашкар пикине – Ульяна Балясниковӑна – лекнӗ. Ҫӗнтерӳҫе 30 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Ульяна 17 ҫулта, кӑҫал юпа уйӑхӗнче 18 ҫул тултарать. Вӑл 170 сантиметр ҫуллӗш. Пике бал ташшисемпе кӑсӑкланать. Палӑртса хӑвармалла: Ульяна Балясникова кӑҫал «Ҫӗнӗ Шупашкар мисӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑл унта иккӗмӗш вице-мисс ятне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |