Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енре асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ: ҫил вӑйланнӑ, хӑш-пӗр районта ҫумӑрпа пӗрле юр та ҫунӑ. Ӗнер ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 13 муниципалитетра 34 ялти хӑш-пӗр ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе 9 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 33 объект шар курнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, электричество линине йӗркене кӗртнӗ, ҫынсен килӗсенче халӗ ҫутӑ пур. Вӑйлӑ ҫиле пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха сирес тесе 87 ҫын, 27 техника ӗҫленӗ. Ҫав кунах, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫынсен килӗсене ҫутӑ панӑ. Лару-тӑрӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри профсоюзсем малашне професси кунне палӑртма тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута, (ӑна «О Дне профсоюзов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинчи профсоюзсен кунӗ) тенӗ) Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗне вырнаҫтарнӑ. Хушу йышӑннине саккунсен ярӑмӗнче ҫеҫ мар, хыпарсен колонкинче те курӑнмалла вырӑнта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ датӑна палӑртни профсоюзсем ҫынсен ӗҫри правине хӳтӗлессине ӳстерессе, социаллӑ ыйтусемпе килӗштерсе ӗҫлессине лайӑхлатасса, Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑха витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтеперӗн хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, профсоюзсен професси кунне ҫулсерен авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ. Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле. Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал ялсенче пурӑнакан 116 ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатӗ. Ҫак тӗллевпе, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 114,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫурт-йӗр тумашкӑн е хваттер туянмашкӑн паракан социаллӑ тӳлеве чи малтанах ялта пурӑнакан е ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсем тивӗҫӗҫ. Яла пурӑнма куҫакан, унта ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсем те ҫак пулӑшӑва тивӗҫме пултараҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр кунашкал пулӑшупа 6,68 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ, 40 ҫын пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Вӗсен йышӗнче 24-шӗ – агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем, 6-шӗ – медик, 7-шӗ – вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем, 3-шӗ – вӑй-хал культурипе спорт, культура тытӑмӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе канашлу ирттернӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Васильевич наставниклӑх институтне аталантарасси пирки, хушӑва алӑ пусни ҫинчен пӗлтернӗ. Влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав ирттерме ҫеҫ тунӑ. Малашне вара ку енпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекенсем наградӑсем те илейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав ирттерме тытӑннӑ. Ыйтӑвӗ ҫапларах: Улатӑрта Хаяр Иван палӑкне лартнипе килӗшетӗр-и эсир? Ҫапла, улатӑрсем ҫак палӑка лартасшӑн ахӑртнех. Унччен ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑнччӗ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмерӗ. Чылай хула ку палӑка лартма хирӗҫ-мӗн. «Ҫыхӑнура» форумра пӗри ҫапларах комментари ҫырнӑ: «Ку Грозный хуласем тӑрӑх вирус пекех ҫӳрет». Сасӑлава тишкерес тӗк, Улатӑрсем вара палӑка вырнаҫтарассине хирӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне унта 48 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 44-шӗ палӑка хулара курасшӑн. Палӑртмалла: сасӑлава хула администрацийӗн культура, национальноҫ ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Николаев ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине малашне Александр Николаев ертсе пырӗ. Чӑваш Ен Правительствин председателӗн ҫумне ку пукана парассине ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ведомствӑна Владимир Иванов ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫре 2 ҫул пулнӑ, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александр Николаев Чӑваш Ен правительствинче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вара вӑл ШӖМре вӑй хунӑ, полковник ятне илнӗ. Транспорт министрӗ пуличчен Александр Николаев полицин оперативлӗ ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшмен. Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ ҫав ҫын маларах тӗрмесенчи йӗркене пӑхса тӑрассипе тӑрӑшнӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫапла тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ. Прокурор пулнӑ ҫын капла йышӑнупа килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторти хӑйӗн паллакан ҫыннисем патне пынӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ. Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ. Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан». Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова. «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов. «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Елен Нарпи ҫыравҫӑн «Хӗл лариччен» кӗнеки пичтеленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе Ольга Иванова редакциленӗ, художникӗ – Ирина Калентьева. Кӗнекене Елен Нарпин тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автор кӑмӑл-сипет ыйтӑвне хускатнӑ май этем чунӗ ырӑпа усал хушшинче пӗрмай кӗрешнине кӑтартса панӑ. «Хӗл лариччен» повеҫре, акӑ, Эллинӑпа Сергей юратӑвӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Хӗр каччӑна шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах килӗштернӗ. Юрату хӗтӗртнипе вӑл каярах ӗҫре те ҫитӗнӳ тӑвать. Хӑйӗн хӑш-пӗр калавӗнче автор сӑнарсен пурнӑҫне темле вӑй витӗм кӳнине те палӑртнӑ. Елен Нарпин ҫӗнӗ кӗнекине аслӑ ҫулсенчи шкул ачисемпе аслисем валли ҫырнӑ. «Хӗл лариччен» тиражӗ — 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |