Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ. «Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ. Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енӗн Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ. Куҫ курманнисен пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти уйрӑмӗн пайташӗсем валли йӗркеленӗ мероприятие «Ытарайми чӑваш чӗлхи» ят панӑ. Уява Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫнӑ. Мероприятие пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итленӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗн уявне ертсе пынӑ Надежда Григорьева вулавӑш ӗҫченӗ чӑваш букварьне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑскер чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халалпа паллаштарнӑ. Вулавӑша ҫӳрекен Светлана Федорова Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан интернат-шкулта 6-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Зинаида Катерова чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Раҫҫейри тата Пэпӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Галина Никитина та чӑвашла юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, пӗвесене тата пушар тухсан усӑ курмалли пӗвесене тасатмалли проектсене пуҫаруллӑ бюджетировани программине кӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри темиҫе пӗвене (списока ҫынсем хӑйсем сӗннӗ) тасатма палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫынсен унашкал пуҫарӑвӗсем ведомствӑна килнӗ, анчах саккун ҫуккине пула вӗсене конкурса кӗртеймен. Кӑҫал ҫак районсенче пӗвесене тасатма палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑшра, Красноармейски районӗнчи Анаткасра, Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Костер ялӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра, Канаш районӗнчи Сухайкассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкарта, хӑш-пӗр районта тилӗсем курӑнма тытӑннӑ. Шупашкарта «Лента» микрорайон ҫывӑхӗнче ҫак чӗрчуна асӑрханӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче те тилӗ чупса ҫӳренӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫӗрле ӗҫе кайма хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл урнӑ чирпе аптӑрать. Кӑнтӑрла чӗрчун шкул ҫывӑхӗнче ҫӳренӗ, машинӑсем чарӑнса ӑна сӑн ӳкернӗ. Тилӗ вара вырӑнтан хускалмасӑрах тӑнӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсем ҫынсем пурӑнакан вырӑна килни сисчӗвлентермелле. Урнӑ чирпе чирлӗ чӗрчун питӗ ачашланасшӑн е хӑйне тискер тытать. Ҫавӑн пекех унӑн ҫӑварӗнчен сурчӑк нумай тухать. Ял-хула ҫывӑхӗнче тискер чӗрчуна курсан вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтермеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫ сыхлавне пӑхӑнманнисем пуринчен йышлӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернине шута илсен ҫапларах пӗтӗмлетме пулать. Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫав кун умӗн тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсем производствӑра инкек тӳснине тишкернӗ. Ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ инкексем тӗлӗшпе 2018 ҫулта пуҫиле 19 ӗҫ пуҫарнӑ. 2017 ҫулта ун пек фактсем, сӑмах май, 23 пулнӑ. Ӗҫре вилнӗ тӗслӗхпе пӗлтӗр пуҫиле 10 ӗҫ пуҫарнӑ (2017 ҫулта — 5). Ӗҫ сыхлавне Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑснӑ тӗслӗхсемпе 8 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара производствӑри инкекре виҫӗ ҫын вилнӗ. Шупашкарта 7 инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Елчӗк районӗсенче — пӗрер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен арҫынни 10 ҫул вилнисен йышӗнче шутланнӑ. Анчах вӑл чиперех утса ҫӳренӗ. Арҫын Хабаровскри суд тӗрӗс мар йышӑну тунине 10 ҫул ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Хӑй чӗрӗ-сывӑ пулнине арҫын суда хӑй тӗллӗн ӗнентереймен. Чылай вӑхӑт усӑсӑр тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран Надежда Прокопьевӑран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн специалистсем унпа ҫыхӑннӑ, кун пек лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ, суда тавӑҫ ҫырма пулӑшнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Ҫӗмӗрле районӗн арҫыннине суд чӗррисен йышне кӗртнӗ. Ҫапла майпа арҫын документсем илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр дачӑра пушар алхаснӑ. Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла асӑрханӑ. «Ҫулӑм малтан пӗр ҫуртра алхасатчӗ, анчах вӑл кӳршӗ пӳртсене хӑвӑртах ҫитрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кинемей ҫӳп-ҫап е типӗ курӑк ҫунтарнӑ, асӑрхаса ӗлкӗреймен. Ҫапла пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Пушар мӗнле сӑлтава пула тухнине Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Ведомство асӑрханулӑх пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Ҫуркунне ҫынсем тавралӑха тирпейлеҫҫӗ. Чылайӑшӗ типӗ курӑка пуҫтарса тӑпра айне тӑвас вырӑнне ӑна ҫунтарать. Кун пек чухне пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хуллинче Туслӑх аллейи пулӗ. Паян унта йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ. Тавралӑх ешерессипе ҫыхӑннӑ акцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Алла перчеткепе алса тулӗ тӑхӑнса, кӗреҫе-витре йӑтса тухнисем ҫавна май — чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ветерансем. Вӗсенчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та юлман. Вӑл та Шупашкарти Президент бульварӗнче йывӑҫ лартнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова та акцие хутшӑннӑ. Вӑл, сӑмах май, парламентарисене Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Туслӑх аллейи республикӑн тӗп хулине илем кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта, Ҫӗрпӳре тата Шупашкар районӗнче ача пахчисем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 396,1 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Документа ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ҫӗрпӳ хулинче 240 шӑпӑрлан ҫӳремелӗх ача пахчи пулмалла. Ӑна тумашкӑн 162,1 миллион тенкӗ парӗҫ. Шупашкарта вара 160 шӑпӑрлан вырнаҫмалӑх ача пахчи хута ярасшӑн. Ку тӗллевпе 145,3 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ҫӗнӗ ача пахчине вара 110 пепке ҫӳрӗ. Унти строительство валли 88,6 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: 2018-2019 ҫулсенче 17 ача пахчи тума Чӑваш Ен хыснинчен – 2,4 миллиард, федераци хыснинчен 1,8 миллиард тенкӗ ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус; Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт; Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт; Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт; Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт; Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт; Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт; Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт; Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт; Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт; Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт; Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт; Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт; Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт; Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт; Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт; Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт; Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт; Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт; Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |