Республикӑра
![]() Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус; Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт; Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт; Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт; Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт; Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт; Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт; Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт; Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт; Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт; Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт; Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт; Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт; Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт; Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт; Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт; Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт; Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт; Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт; Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт; Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи икӗ кун Шупакшар ҫыннисемпе хула хӑнисене экскурсие чӗнеҫҫӗ. Маршрута «Нарспи. Истории и легенды» (чӑв. Нарспи. Истори тата халапсем) ят панӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулин администрацийӗпе Шупашкарти Музейпа туризм центрӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Шупашкарӑн историлле пайӗпе утса иртес кӑмӑллӑ кирек епле ҫын та унта хутшӑнайӗ. Шупашкарӑн кун-ҫулӗпе, чӑваш халӑх историйӗпе, К. Ивановӑн вилӗмсӗр поэмипе, чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе тата ыттипе ҫывӑхрах паллашас тесен ҫу уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри Константин Иванов палӑкӗ патӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. Маршрута профессионал гид ертсе пырӗ. Ҫула тухнисене кӑсӑклантаракан ыйтусене те вӑл уҫӑмлатма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Интервью
Культура
ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ
«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене монографи концепцийӗн авторӗсенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертсе пыракан ӗҫтешӗ Виталий Григорьевич Родионов профессор хуравлать. – Виталий Григорьевич, палӑртса хӑварни ытлашши пулмӗ: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) кӑларнӑ 2 томлӑ кунашкал монографи Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрин те ҫук. – Чӑнах та, пирӗнпе кӳршӗллӗ е инҫетерех тӗпленсе пурӑнакан халӑхсем ҫакнашкал тӗпчевсем кӑларайман-ха. Мӗншӗн? Ку ыйтӑва пирӗн хуравламалла мар. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки кунсенче ҫанталӑк аван тӑчӗ. Ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах хваттерте сывлӑш уҫӑрах пулать тесе савӑнма иртерех-ха. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкуна ҫанталӑк сивӗтет. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тинех тахҫантанпах кӗтнӗ ҫумӑр ҫӑвӗ: 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 5-10 литр шыв лекӗ. Ыран ҫанталӑк хӗвеллӗ тӑрӗ, улшӑнмӗ: сывлӑш температури 18-23 градус пулӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил вӑйланать, каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Вырсарникун кӑнтӑрлаччен ҫумӑр вӑйланӗ, сивӗтӗ. Ҫил самай вӑйлӑ вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ҫӗрле ҫӗр шӑнма та пултарать. Тунтикун вара каллех типӗ ҫанталӑк килӗ, ҫил чарӑнӗ. Ҫапах ҫанталӑк питех ӑшӑ тӑмӗ: 10 градусран иртмӗ. Ҫӗрлесерен вара шӑнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Николаев депутат Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Ачана чӑвашла кӗнеке парнеле» акци пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна йӗркелеме Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова сӗннӗччӗ. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, вӗҫленчӗ. Акцие хутшӑннӑ май Альбина Егоровна Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ачисемпе тӗл пулнӑ. Унта вӗренекенсем валли вӑл чӑвашла кӗнекесем илсе кайнӑ. ЧР парламенчӗн Экономика политики, агропромышленность копмлексӗн тата экологи комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен 11-мӗш классемпе курнӑҫнӑ. ЧР парламенчӗн Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулта 8-мӗш тата 10-мӗш классенче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Николай Курчаткин Ҫӗрпӳри 1-мӗш тата 2-мӗш, Кӑнарти шкулсенче пулнӑ. Акцие ҫавӑн пекех Федерацин травматоллоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, ЧР парламенчӗн ертӳҫин ҫумӗ – Бюджет, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Юрий Кислов, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗр арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти микрозайм офисне питне маска тӑхӑнса, ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хайхискере укҫа кирлӗ пулнӑ-мӗн – унта ӗҫлекен хӗрарӑма сейфа уҫса кӑтартма, нухрата кӑларса хума хушнӑ. Анчах хӗрарӑм ҫухалса кайман: унӑн сейф уҫҫи ҫуккине пӗлтернӗ, кун вырӑнне арҫынна кредит илме сӗннӗ. Вӑрра кӗнӗ арҫын нимсӗрех тухса утнӑ. Микрозайм ӗҫченӗ вара арҫын пирки полицие часрах пӗлтернӗ. 20 ҫулти каччӑна темиҫе уйӑхран Ярославльте тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫамрӑкскер ҫав кун савнийӗ патне урӑх хулана кайма тухнӑ-мӗн, анчах укҫи пулман. Ҫавӑнпа вӑл микрозайм офисне ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку тӑрук пулса тухнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, каччӑна арестленӗ. Ӑна куншӑн 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче ҫул ҫитменнисен йышӗнче наркотик сутакансен шучӗ кӑҫал, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ хут ӳснӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа наркотик тата психотроплӑ хутӑшсем сутнӑшӑн ҫул ҫитмен 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе 70 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кунашкал 23 тӗслӗх кӑна пулнӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи малтанхи виҫӗ уйӑхра икӗ ҫамрӑка суд тунӑ та ӗнтӗ. Пӗрне, 17 ҫултискере, наркотик сутнӑшӑн 3 ҫул та 10 уйӑхлӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Унӑн тантӑшӗ полици ӗҫченӗсен аллине амфитамин сутнӑшӑн ҫакланнӑ. 88 грамм спайса 34 хутаҫа хурса вӑрттӑн вырӑнсем урлӑ сутма ӗлкӗрнӗ ҫав ҫамрӑка суд колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 2012 ҫултанпа Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 430 яхӑн тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ. Пӗлтӗр «Земство фельдшерӗ» программа ӗҫлеме тытӑннӑ – 32 фельдшер ялта ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа акушерсемпе медицина сестрисем те яла ӗҫлеме кайма пултарӗҫ. Ҫакна ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Тӳлеве тӗллевлӗ килӗшӳпе вӗреннӗ медицина ӗҫченӗсем те тивӗҫеҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пирӗн республикӑран 65 тухтӑр тата 41 фельдшер заявкине ырланӑ. Каласа хӑварар: яла ӗҫлеме кайнӑ тухтӑрсене – 1 миллион тенкӗ, фельдшерсене (унта халӗ акушерсемпе медицина сестрисем те кӗреҫҫӗ) 500 пин тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Японири Токио хулинче 2020 ҫулта иртекен ҫуллахи Олимп тата Паралимп вӑййисене Чӑваш Енӗн 20 спортсменӗ хутшӑнма пултарать. Вӗсенчен 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин тӗп йышӗнче, ыттисем резерври йышра пулма пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑну тӑрӑх Олимп тата Паралимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан спортсменсене укҫан хавхалантарӗҫ. Ҫапла майпа ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Татьяна Архипова, Анжелика Сидорова, Клавдия Афанасьева, Екатерина Ишова, Алина Прокопьева ҫӑмӑл атлетсем, Ирина Калентьева, Ольга Терентьева маунтинбайкерсем, Владислав Поляшов гимнаст, Мария Кузнецова кӗрешӳҫӗ, Александра Козловӑпа Александр Мышов йывӑр атлетсем уйӑхсерен 30-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Вӗсем Олимпиадӑна хутшӑнма пултаракансен тӗп йышне кӗнӗ. Елена Наговицына, Марина Максимова, Надежда Мокеева, Марина Новикова, Кирилл Фролов ҫӑмӑл атлетсем, Вероника Чумиковӑпа Евгения Захарченко кӗрешӳҫӗсем, Ирина Баймулкинӑпа Яна Мохина йывӑр атлетсем резерври йыша лекнӗ, ҫавна май уйӑхсерен 15-шер пин тенкӗ илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Шупашкарта пурӑнакан каччӑн салтака каяс килмен – тарса ҫӳренӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарлать. Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ. Салтак аттине тӑхӑнассинчен тарса ҫӳренӗ каччӑна нумаях пулмасть суд тунӑ. Судья приговор вуланӑ: ҫамрӑкӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапах ку ҫар ретне тӑрассинчен хӑтармасть. 20 ҫулти каччӑн 2018 ҫултах салтака каймалла пулнӑ. Ун патне повестка килнӗ, анчах вӑл ҫар комиссариатне палӑртнӑ кун пыман. Унӑн килте юлма сӑлтав та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |