Чӑваш чӗлхи
![]() «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2019» акци кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехетре иртӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнерӗнпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче диктант текстне суйласа илнӗ. «Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче. Апла пулсан, кӑҫалхи диктанта Владислав Николаев тексчӗпе ҫыртарӗҫ. Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ. Диктанта ытти ҫулти пекех тӗрлӗ аудиторире ҫыртарӗҫ. Текста «Тӑван радио» тата «Наци радиовӗ» эфирӗсенче те вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ. Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ. Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман. Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ. Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман. Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне арҫын ачана илсе килнӗ. Хайхискер ӑҫта пурӑннине астумасть. Халӑх тетелӗсенче тата мессенджерсенче ача тупӑнни пирки тӳрех хыпар сарӑлнӑ. Халӗ пӑшӑрханмалли ҫук ӗнтӗ: ачан ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ. 7-8 ҫулсенчи пек курӑнакан арҫын ача шкул хыҫҫӑн аслашшӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Тахӑш самантра ачан пуҫне троллейбуспа ярӑнма шухӑш кӗрсе кайнӑ. Ватӑскер вара мӑнукӗ ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Кайран ҫеҫ кун пирки ачан амӑшне пӗлтернӗ. Арҫын ача троллейбуса ларнӑ. Юлашки чарӑнура ҫынсем вӑл пӗччен пулнине асӑрханӑ та полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Пӗчӗкскере полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Пакунлисем социаллӑ педагогсемпе ҫыхӑннӑ, лешсем амӑшне тупма палӑшнӑ. Амӑшӗ ачине полици уйрӑмне пырса илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ушкӑнӗ ҫак кунсенче — Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче. Унта «Театральный мост Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн театр кӗперӗ) акцие йӗркеленӗ май тухса кайнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пулнӑ. Унти «Ак Барс» ҫамрӑксен центрӗнче вӗсем Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче артистсем Тӗмен облаҫне ҫул тытнӑ. Гастроле йӗркелеме Тӗмен облаҫӗн правительствипе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Спектакльсене Заводоуковск тата Тӗмен хулисенче кӑтартӗҫ. Заводоуковск хулинче паян «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ вырӑсла камите лартма палӑртнӑ. Тӗменти драма театрӗн сцени ҫине «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльпе ыран тухӗҫ. Каярах Самар тӑрӑхӗнчи Димитровград тата Тольятти, ҫавӑн пекех Самар хулинчи куракан патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин команди Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнӗпе хоккей выляссипе юлташла ӑмӑртнӑ. Пӑр ҫине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухнӑ. Чӑваш Патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнне хавхалантарма аслӑ шкул ректорӗ Андрей Макушев ҫитнӗ. Матч хӗрӳ иртнӗ. Хоккей вылякан тӳре-шарапа студентсене курма пынисем вӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Ӑмӑртура кам кама ҫӗнтернине палӑртман. Командӑсем пӗрне-пӗри саламланине, лайӑх вылянӑшӑн тав тунине ҫеҫ каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗ ҫамрӑк корреспондентсене пухас йӑлана юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен вӑй илтернӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗ тухма тытӑннӑранпа 90 ҫул, «Тетте» журналне кӑларма пуҫланӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ слёт ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче иртӗ. Издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш слет 2014 ҫулта пулнӑ. «2018 ҫулта иккӗмӗшне йӗркелерӗмӗр. Кӗҫех виҫҫӗмӗшне ирттерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ наци медиахолдингӗн «Контактри» «Тантӑш-Тетте-Самант» пабликӗнче. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи слёт хӑйне евӗрлӗ пулӗ. Слёта кӳршӗ регионсенчи тӗрлӗ халӑх ачисене йыхравланӑ. Пушкӑртстанран икӗ ача килмелле, Тутарстанран — улттӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — пӗр ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Вадим Николаев Чӑваш Ен сенаторӗсем Николай Федоров тата Вадим Николаев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. 2018 ҫулта Николай Федоров 5 миллион та 181 пин те 887 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Танлаштармашкӑн: 2017 ҫулта унӑн енчӗкӗ кӑшт нумайрах хулӑнланнӑ – 5 412 464 тенкӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара пӗлтӗр 641 пин тен 315 тенкӗ тупӑш илнӗ. Федоровсен пӗрлехи харпӑрлӑхра хваттер, дача пур. Николай Васильевичӑн вара хӑйӗн ҫинче 265 тӑваткал метрлӑ хваттер, пурӑнмалли мар пӳлӗм, ГАЗ М-21 автомобиль шутланать. Арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче вара – икӗ ҫӗр лаптӑкӗ, икӗ ҫурт, виҫӗ хваттер тата машина вырӑнӗ. Вадим Николаев пӗлтӗр, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 1 миллион тенке яхӑн ытларах ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи тупӑша вӑл 5 636 984 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ пӗлтӗр 2 032 277 тенкӗ тупӑш илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултараҫҫӗ. Кун пирки Патшалӑх Думин экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗ Владимир Бурматов каланӑ. Депутатсем Тӗп прокуратурӑна тарифсене тӗрӗслеме сӗннӗ. Шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр регионта ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултарӗҫ. «Протокол порученине пурнӑҫланипе килӗшӳллӗн эпир тӗп прокуратурӑна ыйтупа тухрӑмӑр. Вӑл питӗ лайӑх ӗҫлерӗ, тӗрӗслевсем ирттерчӗ, хӑш-пӗр регионта йӗркене пӑсни тупӑннӑ», - пӗлтернӗ Владимир Бурматов. Тарифсене йӗркеленӗ чухне йӗркене пӑсни ҫак регионсенче палӑрнӑ: Чӑваш Ен, Мӑкшӑ Республики, Якути, Тутарстан, Алтай, Перьм, Приморье крайӗсем, Иркутск, Пенза тата Сарӑту облаҫӗсем. Тарифсене вӑтамран 14,5 процент чакарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ. Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |