Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ. Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?.. Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗчӗк шалупа та ҫырлахма хатӗр. Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх служби (вырӑсла кӗскетсе каласан, Роструд) ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакансем епле шалу пирки ӗмӗтленнине тишкернӗ. Ҫак танлаштарӑмра пирӗн республика чи аялти рете йышӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 17833 тенкӗ тӳленипе ҫырлахнине пӗлтернӗ. Роструд «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) вакансисен банкне тишкернӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен чи пӗчӗк шалу ыйтакан субъектсен шутне ҫавӑн пекех Киров тата Ерӗнпур облаҫӗсем кӗнӗ. Вӗсенче 22 пин тенкӗрен сахалтарах шалупа ҫырлахма хатӗр. Чукоткӑра пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 50 пин те 51 тенкӗ ӗҫлесе илесшӗн. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 70 пин тенкӗ таран тӳлеме шантараҫҫӗ. Мускавра 45 пин те 365 тенкӗпе тар тӑкма хирӗҫ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Права илмесӗр руль умне ларни мӗнпе вӗҫленет? Ҫапла, чылай чухне инкекпе. Паян Канаш районӗнче авари пулнӑ, руль умӗнче ҫап-ҫамрӑк каччӑ ларнӑ. Унӑн водитель прави пулман, ҫапах вӑл ҫула тухма шикленмен. Ирхине 4 сехет те 52 минутра «вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларакан каччӑ «Энӗш» автоҫулпа пынӑ чухне атомобиле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Тӑвай районӗн каччи аварире вилмеллех суранланнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ, ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Аса илтерер: 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аваришӗн самосвал водительне айӑплани пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен республикӑра маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл мӗнлерех иртнӗ? Ку ыйтӑва тӳре-шара сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов палӑртнӑ тӑрӑх, ППЭ тапхӑрӗ йӗркеллех иртнӗ, пӑлӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май килнӗ. Малтанхи тапхӑрта 260 ытла ҫын хутшӑннӑ, пӗтӗмпе 675 экзамен тытнӑ. Ҫапах экзаменсен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулман мар. Тӗслӗхрен, хими экзаменӗнчен пӗр ҫынна кӑларса янӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑшӑн унӑн кӑтартӑвӗсене шута илмен. 260 ытла ҫынран 123-шӗ экзаменра чи пӗчӗк балл та пухайман. 51 ҫын 80 баллӑх тытнӑ, пӗр ҫын вара 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Акан 19-мӗшӗнче республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑ. Тӳрех каласа хӑварар: муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑ. Республика конкурсӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» ята Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри воспитатель» вара – Вӑрмар районӗнчи «Родничок» ача пахчин воспитателӗ Антонина Юнатанова. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Ирина Иванова илнӗ. «Ҫулталӑкри психолог» - Канашри транспортпа энергетика техникумӗн вӗрентекенӗ Дина Мифтахутдинова, «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Шупашкарти 27-мӗш шкулти Наталья Иванова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Ангелина Антонова ҫӗнтернӗ. Чи лайӑх педагогсем республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫентерӳҫӗсене Элтепер премине параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Паташлӑх Канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитет. Ҫавна май юбилей тӗлне тӗрлӗ тӗслӗ кӗнеке кӑларасшӑн. «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ. 25 ҫул – пулӑмсенче, фактсенче, сӑнӳкерчӗксенче» ятлӑ пулӗ вӑл. Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх Канашӗ кӗнеке кӑлармашкӑн 555 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӑна 500 эземплярпа 21 кунра кӑлармалла. Кӗнеке-альбома заказчик материалӗсемпе кӑларӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин текста редакцилемелле, сӑнӳкерчӗксене хитрелетмелле, корректура, верстка тумалла. Ҫапла майпа кашни экземпляр 1110 тенке ларӗ. Альбомра 312 страницӑран сахалрах пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн ҫумӗ ял тӑрӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выписка хатӗрлесе панӑ. Унта вӑл хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан 1997 ҫулта 0,26 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ евӗр туса кӑтартнӑ. Лешӗ ҫав хута тӗпе хурса тивӗҫлӗ органсенче ҫӗре хӑйӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ку ӗҫ-пуҫ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах халӗ ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене. Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ. Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш ҫыравҫисем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑлнӑ районӗнче пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула литература журналӗн хастар авторӗсем тухнӑ. Калем ӑстисем кӳршӗллӗ региона ытахальтен кайман. Шӑмат кун унта Николай Ларионовӑн «Подвиг во имя матери» кӗнеке-альбомне хӑтланӑ. Вӑл ӗҫе автор Надежда Сандркина спорстменкӑна халалланӑ. Надежда — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхӗпе ҫыхӑнӑва татман. Кӗнеке авторӗ Николай Ларионов пирки каласан, вӑл Тутарстанра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл — «Ульяновская правда» хаҫат эксперчӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн редколлегийӗн пайташӗ. |
Политика
![]() Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Леонид Ватковские паян ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫапла йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ. Леонид Ватковские ку должноҫе 2018 сулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна ку пукана ун чухнех вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Леонид Ватковский Ольга Ланцова вырӑнне ӗҫлеттерме йышӑннӑччӗ, мӗншӗн тесен лешӗ декрет канӑвне кайнӑччӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ Леонид Ватковский Шупашкарти ликерпа водка савучӗн директорӗ пулнӑ Геннадий Ватковский ывӑлӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. «Стратегия» коммерци банкӗн Шупашкарти филиалне хупиччен вӑл унта ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Ватковский Чӑваш Енӗн бильярдного спорчӗн федерацине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |