Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗр рабочийӗсем инкеке лекнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах «М-7» ҫулӑн 698-мӗш километрӗнче 11 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Икӗ автомобиль ҫапӑннине пула тӑватӑ ҫын аманнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Вольво» грузовик Хусан еннелле ҫул тытнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ҫул хӗрринче ларакан «ГАЗель» машина ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ автомобиль ҫул-йӗр юсакансен пулнӑ. Грузовик пырса ҫапнипе «ГАЗель» ҫул айккине сирпӗнсе кайнӑ. Ун умӗнче тӑракан икӗ рабочи тата кабинӑри водитель аманнӑ. Грузовика тытса пынӑ арҫынта суранланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри пилӗк районта ҫуракине тухнӑ. Паянхи куна илсен Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ районӗсенче ҫуртри культурӑсене акаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра сеялкӑсем хире тухайман-ха. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи ака ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫӑннӑ. Паян республикӑри 16 районта кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 9 районта нумай ҫул ӳсекен курӑк уйӗсенче те удобрени сапаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи ку вӑхӑтра кӗрхисене апатлантарма пуҫлайман. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене те пӗлтӗр каярах юлса сӳрелеме тытӑннӑ. Кӑҫал, акӑ, 9 районта ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 14 районти хуҫалӑхсем тӗштырӑ эмеллеҫҫӗ, 8 районта ҫӗр улмине яровилизацилеме кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакансене паян Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев йышӑннӑ. Вырӑнтисем мӗн калаҫнине итлеме республика прокурорӗ Василий Пословский тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп прокуратуринчен килнӗ ҫын халӑха йышӑнни пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче хыпарланӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатакансем пулнӑ. Варпуҫсене, акӑ, унти шыв нуши пӑшӑрхантарать. Муркашсене нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗрне управляющи компани юсаманни тарӑхтарать. Йышӑнӑва пынисем ҫул-йӗре юсас тата тытса тӑрас ыйтусене те хускатнӑ-мӗн. Ҫынсем палӑртнӑ кашни ыйтӑвах тӗрӗслеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче чи лайӑх воспитательсене тата педагогсене чысланӑ. Вӗсене кубок, диплом тата хаклӑ парнесем панӑ. Каҫал «Ҫулталӑкри воспитатель» ята Шупашкарти 130-мӗш ача пахчин воспитателӗ Ольга Лихова, 128-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен Татьяна Волчкова тата 158-мӗш ача пахчинчи Елена Хураськина тивӗҫнӗ. «Педагог-профессионал» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ тата призер ячӗсене ҫаксем илнӗ: 106-мӗш ача пахчинчи логопед Екатерина Спиридонова, 25-мӗш ача пахчинчи вӑй-хал культурин инструкторӗ Мария Самотаева, 11-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Светлана Сергеева. Палӑртмалла: кӑҫал конкурса 105 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте машинӑсем ларнине час-часах курма пулать. Чылайӑшӗ иртсе ҫӳреме чӑрмантарать. Анчах мӗн тӑвӑн? Водительсен, ахӑртнех, «тимӗр урхамахне» стоянкӑна лартса укҫа тӳлес килмест. Машинӑсем тротуар ҫинче ларни Алексей Лапшин автоблогера та канӑҫсӑрлантарать. Вӑл урама видеокамерӑпа ятарласа тухнӑ, тротуар ҫинчи машинӑсене хӑваланӑ. Ленин проспектӗнчи 59-мӗш ҫурт тӗлӗнче унашкал водительсем кашни кунах тупӑнаҫҫӗ – вӗсен Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи стоянкӑра укҫа тӑкаклас килмест ахӑртнех. «Ҫуран утмалли ҫул», «Машина лартма юрамасть» паллӑсем те хӑратмаҫҫӗ вӗсене. Блогер водительсене кун пирки кӑмӑллӑн кӑна асӑрхаттарать, ҫакна видео ӳкерет. Водительсем камера курсанах машинисене хускатса тротуар ҫинчен каяҫҫӗ. Видеона пӑхас тӑк, «Дагестан халӑхӗн общини» удостоверение кӑтартнӑ ҫын кӑна турткаланса тӑнӑ. Хайхискер машинӑран тухнӑ, тротуар ҫине сура-сура блогера ыйту ҫине ыйту панӑ: видеона хӑвах полицие ярса паратӑн-и, куншӑн сана тӳлеҫҫӗ-и, ним тума аптӑранӑран ҫапла ӗҫлетӗн-и? Ҫапах Алексей Лапшин ҫак ҫынна йӑлтах лӑпкӑн ӑнлантарса панӑ, кайран тин лешӗ машинине тротуар ҫинчен куҫарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ. 2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ. «Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарта Хевеш пасарӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм ирхи 4 сехет тӗлнелле ялкӑшма тытӑннӑ. Пасарти пӗр хутлӑ ҫуртра ҫулӑм ялкашнӑ. Ҫулӑм тухнине хуралҫӑ асӑрханӑ, вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ тӗле икӗ суту-илӳ точки ҫунма пуҫланӑ. Пушарнайсем ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑран кӑна сӳнтернӗ. Кун валли ултӑ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Пушар икӗ павильона тӗп тунӑ, юнашартисен вара, виҫҫӗшӗн, шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнле тухнине Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ. Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман. Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Анатолий Тимофеев Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ. Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ. Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Семенов артист ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юбилей каҫне йыхравлать. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1972 ҫултанпа тӑрӑшать. Артист ӑсталӑхне Шупашкар районӗн ҫынни Ленинградри (халӗ Питӗрти) А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка, кинематографи институтӗнче туптанӑ. Ҫур ӗмӗре яхӑн театрта ӗҫлекенскер сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑплать. Кӑра та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын сӑнарӗ уйрӑмах ун валли тейӗн. Владимир Семенов Чӑваш АССР халӑх артисчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ. Юбилей каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан артиста саламлӗҫ, кайран «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Владимир Семенов Летяев рольне калӑплать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |