Хулара
![]() Полицин лини пункчӗн ӗҫченӗсен самолетран арҫынпа хӗрарӑма хӑйсене тивӗҫлӗ тытманшӑн кӑларса яма тивнӗ. 1966 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1976 ҫулта кун ҫути курнӑ хӗрарӑм экипажа киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ҫавна май экипаж командирӗ кӑшкӑрашакан пассажирсемпе вӗҫме хирӗҫленӗ. Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Победа (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани самолечӗн борчӗ ҫинче пулнӑ. Арҫын бортпроводницӑна хитре мар сӑмахсемпе кӳрентернӗ, кун хыҫҫӑн экипаж командирӗ полици нарядне чӗнсе илнӗ. Транспорт полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 13-мӗшенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм халӑхсем хушшинчи олимпиада иртнӗ. Унта Казахстанпа Туркменистанран та хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑс-тӑна 25 ҫула ҫитичченхи 412 ачапа ҫамрӑк тӗрӗсленӗ. Олимпиада «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе иртнӗ. «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» ятлине чӑваш чӗлхипе литературипе 2018 тата 2019 ҫулсенче иртнӗ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем — пурӗ 57-ӗн — хутшӑннӑ. Йышра Тутарстанри 16 ача пулнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи — 1 ача. «Чӑваш чӗлхин илемӗ» ятлине шкулсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекен 355 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Инҫет мелӗпе йӗркеленӗскерте хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем, Тутарстанрисем, Пушкӑртстанрисем, Казахстанпа Туркменистанрисем те пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта минӑсем лартни пирки хыпар сарӑлма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кунашкал пӗлтерӳсем организацисен электронлӑ почтине килнӗ иккен. Аса илтерер, усал хыпар «Меридиан» суту-илӳ комплексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри тӗп пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртри пульницӑна хӑратнӑ. Те чӑнласах калаҫҫӗ, те юри сехре хӑптараҫҫӗ — тӗрӗслемесӗр пӗлеймӗн. Оперативлӑ тытӑмсем вырӑна ҫитсе лару-тӑрӑва хакланӑ, мина шыранӑ. Тавах, никам та нимӗн те хуман. Суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун пирки паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Руслан Фаршатов «Ҫурхи вӑрманта» юрлама вӗренет Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑна «Поехали!» телеканал ушкӑнӗ килсе ҫитмелле. Кун пирки Инстаграмра mininform21 аккаунтра пӗлтернӗ. Пӗрремӗш каналӑн медиаушкӑнне кӗрекен йыш пирӗн тӑрӑхра пӗр эрне пулӗ. Ҫав вӑхӑтра телеканал «Звуки всюду» (чӑв. Пур ҫӗрте те сасӑ) ҫӗнӗ проект пӗри валли аудио- тата видеоматериал пухӗ. Хӑйне евӗр акустика ҫул ҫӳревне хунӑ май программа авторӗсем тӗрлӗ ҫӗршыва хулана ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ. Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗҫывӑх кунсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, архитектура палӑкӗсемпе, сайра тӗл пулакан производствӑсемпе, пултаруллӑ ҫынсемпе паллашӗ. Журналистсем Шупашкарта «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Проект ертӳҫи Руслан Фаршатов репетицие пуҫланӑ та. |
Республикӑра
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарта XXIII Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ вӗҫленчӗ. Вӑл гала-концертпа хупӑннӑ. Фестиваль «Аттила» спектакльпе уҫӑлнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑччӗ. Фестиваль программине хупнӑ гала-концерта хӑнасем, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем: Берлинти патшалӑх балечӗн артисчӗсем Ксения Овсяник тата Денис Виейр, Тутарстанри М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнчи Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо — хутшӑннӑ. Гала-концерта курма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кайнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Республикӑри районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те унта ҫитнӗ иккен. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра хыпарланӑ, ҫавна сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетнӗ. Концерт умӗн пуҫлӑхсем театр фойинче пӗр рете тӑрса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ. Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2002 ҫулччен Шупашкарта Хула прокуратури пулнӑ, кайран ӑна пӗтернӗ. Кӑҫал ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫлесе кайӗ. Хушӑва Раҫҫей тӗп прокурорӗ Юрий Чайка пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский Наци телекуравне каласа панӑ. Хулари район прокуратурисем пӗтессине пӗлтермест ку. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫлӗҫ. Хула прокуратурине хулари патшалӑх учрежденийӗсене тӗрӗслесе тӑма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ. Прокуратура Правосуди ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнче пулӗ. Унта халӗ статистика пайӗ вырнаҫнӑ. Ку ҫуртрах Мускав тата Ленин районӗсен прокуратурисем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чебоксарик Хулан палли — Кӑвал чӗппи — валли ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. «Уҫӑ хула» порталта пынӑ сасӑлав вӗҫленнӗ. Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа йышӑннӑ Кӑвакал чӗппи мӗн ятлӑ пулӗ-ха? Аса илтерер, 10 ятран пӗрне суйламалла пулнӑ: Чеба, Волгарик, Чебруша, Тарават, Савик, Жемчужинка, Чеб, Чебокряшка, Чебоксарик, Чебик. Чылайӑшне Чебоксарик ят килӗшнӗ. Сасӑлава хутшӑннӑ 1580 ҫынран 22 проценчӗ уншӑн сасӑ панӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ Чебӑпа Савик ятсем пӗрешкел процент пухнӑ — вӗсемшӗн пурӗ 13 процентшар сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хусанкай урамӗ Шупашкарта ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пиллӗкри ача машина айне лекнӗ. Турра шӗкӗр, сывлӑхне ытлашши сиен кӳмен. Пульницӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Хусанкай урамӗнче каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. «Киа Спектра» автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ачи ҫул ҫинчи «зебра» текен вырӑна кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машина хытӑ кайман пулин те хӑвӑрт чарса ӗлкӗреймен. Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫиччен ҫывӑхра машинӑсем пуррипе ҫуккине пӑхмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан чарӑну павильонӗсем вырнаҫтарасшӑн, ҫавна май хула администрацийӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Пӗтӗмпе 14 павильон вырнаҫтарма палӑртнӑ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тусан тавара 30 кунра илсе килмелле. Электронлӑ аукционра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр павильон 210 пин те 635 тенке ларӗ. Пӗтӗмӗшле хак – 2 миллион та 948 пин те 890 тенкӗ. Павильонсем ятарлӑ алюмини профилӗнчен пулӗҫ, вӗсем ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫмӗҫ, граффити лармӗ. Конструкци вӑйлӑ ҫиле, ҫил-тӑмана чӑтӗ. Тӑрри поликарбонатран пулӗ, шалта 4 ҫынран ытларах вырнаҫмалли сак лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |