Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти ҫул-йӗре юсакан предприятисенчен пӗрин, «Дорэксӑн», пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Иванов асфальтпа 700 пине яхӑн перекетлеме пултарнине хавхаланса пӗлтернӗ. Ҫак сӑмах Шупашкарӑн сити-менеджерне шухӑша путарнӑ. Яваплисене вӑл асфальт пахалӑхне тӗрӗслеме хушнӑ. Алексей Ладыков асфальт перекетлекенсене ырламан. Ҫакна вӗсен мала хумалла маррине, материал пахалӑхне чи малтанах тӗпе хумаллине палӑртнӑ. «Дорэкс» предприяти асфальта «Дорстройсервисран» туяннӑ иккен. Ҫавӑнпа та асфальт пахалӑхне шӑпах ҫав предприятире тӗрӗслӗҫ. Асфальта ҫеҫ мар, ӑна туянмалли аукциона епле ирттернине те. Асфальта мӗнле материалтан хатӗрленине те хаклӗҫ.

Ҫула сарнӑ чух усӑ курнӑ материала лабораторие ярӗҫ. Унсӑр пуҫне — асфальт материалне те.

«Дорстройсервис» предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ-мӗн. Унӑн хуҫи — Александр Юрьевич Данилов.

 

Ҫутҫанталӑк

Малтанах синоптиксем ҫу уйӑхӗ сивӗ килессе пӗлтерчӗҫ. Анчах хӑвӑрах куратӑр: урамра ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе сивӗтмест-ха.

Ыран кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче сывлӑш температури 23-28 градус таранах ӑшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче тата шӑрӑхрах пулӗ: сулхӑнра термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Чӑн-чӑн ҫулла!

Хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк хӑҫанччен тӑрассине хыпарламан. Ахӑртнех, Уйӑх тулнӑ кун, 19-мӗшӗнче, ҫанталӑк улшӑнӗ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан арҫын 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 3 ҫуллӑха водитель прависӗр юлнӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Хайхискер кун пирки арӑмне пӗр сӑмах та шарламан.

Арҫын айӑпне пытарас тесе 50 пин тенкӗ кредит илнӗ те суя права туяннӑ. Арӑмӗ вара ҫакна пӗлмен те.

Хайхискер суя правапа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярӑнса ҫӳренӗ. Ҫав кун ӑна Пӑрачкав районӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ, суя права пулнине асӑрханӑ.

Хальхинче унӑн уголовлӑ майпа явап тытма тивӗ. Куншӑн ӑна 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, 2 ҫуллӑха тӳрленмелли ӗҫе яма е 6 уйӑх таран арестлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне вара арӑмӗ те йӑлтах пӗлӗ.

Суя правана кам сутнине палӑртайман-ха.

 

Республикӑра

Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, режиссер тата «Мумук» рольне калӑпланӑ Валерий Иовлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки унӑн хӗрӗ Наталья Иовлева «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ Валерий Иовлевпа сывпуллашас текенсен ыран, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта 13 сехет валли пымалла.

Валерий Васильевич 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1970-1990 ҫулсенче Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, вун-вун роле калӑпланӑ. Чылай ача ӑна «Чӑваш Ен» ПТРКпа пынӑ кӑларӑмри Мумук пек астӑвать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/id20593498
 

Политика

ЧР Патшалӑх Канашӗ 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет, ҫавна май депутатсем банкета пухӑнӗҫ. Уява концерт залӗнче йӗркелӗҫ, унта 265 ҫын килмелле.

Кун валли ятарласа аукцион ирттернӗ. Малтанхи хака 850 пин тенкӗ тесе палӑртнӑ, анчах унта хутшӑнакансем ӑна 638 пин тенке ҫитернӗ. Аукционра Питӗрти «Камелия» тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ.

Банкетра стандартлӑ апат хатӗрлӗҫ: тӗрлӗ ассорти, салат, пӗрремӗш блюдо – пельмень, пулӑ шӳрпи, купӑста яшки е солянка, иккӗмӗш апат – ҫӗрулмипе е пахча ҫимӗҫпе пӗҫернӗ какай е пулӑ. Десерт – виҫӗ тӗслӗ канихвет. Эрех-сӑра списокра ҫук.

Банкет ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. 1-1,5 сехетре 20 номер пулмалла, мероприятие ертсе пыракансен чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пӗлмелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ ҫамрӑк арҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӑл айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ.

22 ҫулти ҫамрӑка сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласа суд тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Колони ӗҫченӗ унта айӑплава ирттерекен пӗр ҫынна 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен пӗр сим-карта тата виҫӗ карас телефонӗ кӗртсе панӑ. Уншӑн лешӗ тав тумалла 13 пин тенкӗ тӳленӗ.

Колонин ӗҫченӗ унсӑр пуҫне тата тепӗр тӑватӑ телефон илсе кӗртсе пама пулнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ пама пулнӑ. Анчах банкри счет ҫине 1,5 пин тенкӗ ҫеҫ куҫарса панине кура телефонлӑ туман.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Тӑван Ен» сӑнӳкерчӗкӗ
«Тӑван Ен» сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри районсем тӑрӑх ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Регион ертӳҫи хуҫалӑхсенче ҫур акине епле ирттернипе паллашас тӗллев лартнӑ.

Чи малтанах вӑл Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче пулнӑ. Предприятин пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин ҫуртрисене акса пӗтересси нумай юлманнине ӗнентернӗ. Кӗрхисен пӗтнӗ лаптӑкӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен акнине пӗлтернӗ. Усӑ курман ҫӗрсене тара илсе те унта акаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ районти тепӗр хуҫалӑх, «Приволжское» (ертӳҫи — Константин Григорьев) ятли, акана тухман та иккен. Ҫавӑншӑн Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева асӑрхаттарса каланӑ. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменшӗн те район ертӳҫине сӑмах лекнӗ.

Элтепер ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар тата ытти хӑш-пӗр районта пулнӑ.

 

Культура

Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Кӑнтӑр Корейӑри кино ӑсти хаклӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртнӗ. Унта кинофестивальпе ҫыхӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «ытти чухне унта чикӗ леш енчи фильмсене ячӗшӗн кӑна кӑтартнӑ пулсан, кӑҫал вара Австрали, Польша, ытти патшалӑх картинисем пуласса шантарнӑ». Программӑна 90 ытла мероприяти кӗртнӗ, ҫав шутра 10 илемлӗ фильм, этника тата регион киновӗн 12 картини пулӗ. Конкурссемпе ӑсталӑх класӗсем, тӗлпулусем иртӗҫ.

Регионти кино конкурсӑн тӳрисен ертӳҫи пулма Кӑнтӑр Корейӑри киноведа, Хонг Санву режиссера шаннӑ. Илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюрине Раҫҫей тата Узбекистан киносценарисчӗ Ольдеша Агишев ертсе пырӗ.

Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ.

 

Культура

Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчин хастарӗсем Шупашкарти Богдан Хмельницкий ҫӑви ҫинче пулнӑ. Унти масарта Чӑваш халӑх поэчӗ, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗн тата Ленин орденӗн кавалерӗ Ҫемен Элкер ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна, чӑваш классикне сума сӑвакансем унӑн вил тӑпри ҫинче пулнӑ.

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, чечек хума Ҫемен Элкерӗн нумай енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ.

Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Унӑн хайлавӗсене пилӗк томпа пухса кӑларнӑ (1960-1964) тата «Хурапа шурӑ» кӗнекере (1994) пичетленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.

Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен.

 

Страницӑсем: 1 ... 1780, 1781, 1782, 1783, 1784, 1785, 1786, 1787, 1788, 1789, [1790], 1791, 1792, 1793, 1794, 1795, 1796, 1797, 1798, 1799, 1800, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...