Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӑн ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Унта Олег Ладыковпа тата унӑн пӗлӗшӗпе Никита Шумиловпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ. Вӗсем тантӑшӗсене хӗненӗ. Олег Ладыков вара пӑтӑрмах вырӑнне пырса ҫитнӗ пакунли ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пуҫтахланни ырӑ япала марри каламасӑрах паллӑ. Анчах ҫамрӑксем ҫапӑҫаҫҫӗ, мирлешеҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те шар курнисем каҫарнӑ иккен. Айӑплисем вӗсене укҫан та саплаштарнӑ. Апла пулин те прокурор Алексей Ладыков ывӑлне 2,5 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма ыйтнӑ. Олег Ладыков пӗлӗшне 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Сити-менеджер ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва суд паян ҫеҫ вуланӑ. Политикӑн ывӑлне ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Ладыковӑн эрех сутакан кафе-ресторана кайма юрамӗ. Ларура Алексей Ладыков сити-менеджер та пулнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ирина Трифонова Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Константин Малышев текех унта ӗҫлемест. Юлашки ҫулсенче «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тытӑмӗнче пулнӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫултанпа редакторта тимленӗ ҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ. «Сувар» хаҫатри улшӑну ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен пулса иртнӗ. Редактор тивӗҫӗсене халӗ Ирина Трифонова пурнӑҫлать. Тутарстанри чӑвашсен пичет кӑларӑмӗнче вӑл та чылайранпа, тата тӗрӗсрех каласан, 1997 ҫултанпа, тӑрӑшать. Ирина Трифонова — Тутарстан чӑвашӗ. Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ, вӑл Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи туризм академийӗнче те ӑс пухнӑ. «Сувар» хаҫата ытти тӑрӑхра юратса вулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем пуҫланнӑ. Паян 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем географипе тата вырӑс литературипе экзамен тытнӑ. Пӗр вӗренекене аудиторирен кӑларса янӑ. Географие – 142, вырӑс литературине 251 ҫын тытнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен штатлӑ режимра иртнӗ. Ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулнӑ: шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн пӗр ҫынна, вырӑс литературипе экзамен тытаканскере, аудиторирен кӑларса янӑ. Палӑртмалла: аудиторисенче онлайн мелпе сӑнав пырать. Экзаменсем утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн. Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ. Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Сӑрҫи» заповедник ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сӑвӑссене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн энцефалит вирусне тупса палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: ку вируса Чӑваш Енре сайра-хутра тупаҫҫӗ. Энцефалит вирусне Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа специалистсем ҫине тӑрсах асӑрхаттараҫҫӗ: вӑрмана кайнӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. Уйра, вӑрманта пулнӑ хыҫҫӑн тумтира лайӑх пӑхмалла: сӑвӑс ҫакланман-и? Асӑннӑ вырӑнсене кайиччен тумтире сӑвӑссемпе кӗрешмелли реппелентсемпе сапмалла. Энцефалита хирӗҫ прививка тусан тата лайӑхрах. Сӑмах май, унашкал вакцинӑна республикӑна илсе килнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Чартак ялӗнче ачасем чутах ватӑ ҫыннӑн ҫуртне ҫунтарса яман. Юрать, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехет тӗлӗнче Чартак ялӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен пушара часах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн мӑнукӗ тусӗпе мачча тӑррине хӑпарса кайнӑ та унти пӑчкӑ кӗрпине шӑрпӑкпа чӗртнӗ. Ҫак кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар пулнӑ. Винокуров урамӗнчи пӗр лавккара ирхи 6 сехетре ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади Ҫӗнӗ Шупашкара пулӑшма ҫитнӗ. Унччен маларах вӗсем патне шӑнкӑрав килнӗ. Анчах ҫуртсен картишӗнче тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑннӑ. Ҫак пӑтӑрмаха видео ӳкернӗ. Ӑна тишкерсен акӑ мӗн курӑнать: ҫамрӑк ҫын сулахай алӑпа санитара ҫапать. Унтан санитар хӑйне тӑсса антарать, ун ҫине харӑсах темиҫе ҫын тапӑнать. Водитель ҫамрӑка тӗксе ярсан ҫеҫ лӑпланаҫҫӗ. Лешӗ вара тарӑхнине ниҫта хураймасӑр машинӑна тапать. «Сheb.media» пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен маларах ҫав вырӑнта ҫамрӑксем ҫапӑҫнӑ. Вӗсенчен пӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу килни тахӑшне килӗшмен пулмалла – санитара тапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш телеканал йӗркелекен «Пӗрремӗш пул!» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Мероприятисене паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ канашлура тишкернӗ. Паллӑ телеертӳҫӗсенчен, эстрада юрӑҫисенчен тӑракан пысӑк ушкӑн (пурӗ 150 ытла ҫын) Шупашкарта пулӗ. Ҫавсен хушшинче «Давай, поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) кӑларӑмри евчӗ, Роза Сябитова, та пур. Вӑл Шупашкарти ЗАГСра кӑсӑклӑ та асра юлмалла тӗлпулу ирттерӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине вертолетпа вара Леонид Якубовичпа пӗрлех «Мужское/Женское» телекӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Юлия Барановская та анса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Неяскин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат ҫырчӗ. Ҫавна республикӑри ытти кӑларӑм та хыпарларӗ. Сергей Неяскин ӗҫрен кайма ыйтса ҫырни пирки паян ведомствӑра видеоконференцҫыхӑну мелӗпе иртнӗ канашлура пӗлтернӗ иккен. Планеркӑра министр мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине каламан имӗш. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланни ҫапла тума хистеме пултарнӑ-мӗн. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ имӗш. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен. |
Харпӑр шухӑш
Апат-ҫимӗҫ
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Ку сӑмахсене халь ҫапла ҫырса пӗр ӑнлану тӑватпӑр. Ӗлӗк кашни сӑмах (аш та, какай та) хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ. Сысна пуссан какай пулать тенӗ, ытти чӗрӗ чун пуссан — аш. Пӗтӗмӗшлетсе каламалла чухне те аш-какай темен, аш-пӑш сӑмахпа усӑ курнӑ. Кун пирки В. Г. Егоров профессор хатӗрленӗ «Этимологи словарӗнче» лайӑх ӑнлантарса панӑ.
Хушса калани. Кунта, паллах, хайхи этимологи словарӗнчи статьясене илсе пани кӑна вырӑнлӑ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |