Хулара
![]() Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗн халӗ уйрӑм ҫурт пур. Малашне вӑл Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче вырнаҫӗ. Унта нумаях пулмасть юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Палӑртмалла: «Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗ» ҫамрӑксен организацине 2015 ҫулта официаллӑ майпа регистрациленӗ. Вӑл Раҫҫейри нимеҫӗсен центрӗсен ассоциацине кӗрет. Унта 59 регионти 139 организаци кӗрет. Вӗсен йышӗнче – Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 25 центр. Шупашкарти нимеҫӗсем тӗрлӗ енпе ӗҫлеҫҫӗ: экологи, спорт, культура… Хуламӑр 550 ҫул тлутарнӑ май вӗсем юбилей ячӗпе иртекен мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ. Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен. Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() WorldSkills Russia ҫӗршыври чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен йышне вӑл ҫӗрӗшне суйласа илнӗ. «Молодые профессионалы (WorldSkills Russia)» (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем (WorldSkills Russia) юхӑмӑн 2018 ҫулхи топ-100 списокне пирӗн республикӑри икӗ организаци лекнӗ. Йышра — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ тата Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Молодые профессионалы» (WorldSkillsRussia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем. (WorldSkillsRussia) VII Наци чемпионатӗнче наградӑланӑ. Дипломсене Раҫҫейӗн 32 регионӗнчи колледжсемпе техникумсем тивӗҫнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енри вӗренӳ организацийӗсем пуррипе тивӗҫлипе мӑнаҫланма сӑлтав пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Casafuerte.livejournal.com сӑн ӳкерчӗкӗ Шупашкарти 1-мӗш типографи ертӳҫисене предприятие йывӑрлӑха юри кӗртсе ӳкернӗ тесе шанмаҫҫӗ. Ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем 2012 ҫулта организацишӗн пайталлӑ мар ӗҫ туса ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем 33 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ, ҫав шутран 24 миллионне поставщик-предприяти счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах унтан типографие нимле тавар та килмен. Пайтасӑр килӗшӳ ятарласа туни, унпа килӗшӳлӗн укҫа куҫарни типографин финанс тӑрӑмне кӑткӑслатнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Паян предприяти, чӑн та, йывӑрлӑхра. Ӑна панкрута кӑларма йышӑннӑ. Унта шалу парӑмӗпе те татӑлса пӗтмен. Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() НТВ тунӑ сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗн сучӗ 21 ҫулти Анастасия Раймова студентка тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Хӗре тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен студентка ӳсӗр кӳршине канцеляри хаччипе ҫапнӑ, ҫапла майпа унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Анчах хӗр ҫине тӑрсах ӗнентернӗ: вӑл хӑйне хӳтӗленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, арҫын ӑна хӑй тапӑннӑ, хӑратнӑ. Суд студенткӑпа килӗшмен, ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Анастасия Раймова парӑнман: ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Суд айаплав приговорне пӑрахӑҫланӑ, ӑна тепӗр хутчен пӑхса тухма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Ҫӗмӗрле хулинче вӗри шыва икӗ уйӑхлӑха чарса лартасси пирки каланӑ. Ларура ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ сезона хатӗрленессине сӳтсе явнӑ. Ҫӗмӗрлере котельнӑйсем тӑваҫҫӗ, сетьсене ҫӗнетеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗ Алексей Грищенко каланӑ тӑрӑх, кӑҫал хутса ӑшӑтмалли тытӑма Машсавут районӗнче ҫӗнетӗҫ. Унта вара иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хӑпартнӑ котельнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезон пуҫланиччен вӗсен вырӑнне урӑххисене тӑвасшӑн. Пӗтӗмпе виҫӗ котельнӑй тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 151,75 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗри шыва хӑҫан чарса лартасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн. Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн. Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман. Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр, мӗншӗн тесен ҫӑвӗпех, юр ҫуса лартиччен, ялта ӗнесем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене пӑхакан ҫук. Выльӑх-чӗрлӗх хӑй тӗллӗн ҫӳрет. Вырӑнти администраци те кун тӗлӗшпе нимӗн те туман. Кун пирки «Экосреда Чувашия» сайтра хыпарланӑ. Ӗнесене кӗтӗве яманран вӗсем ял тӑрӑх кунӗпе утаҫҫӗ. Ҫавна май таҫта та вӗсен каяшӗ выртать. «Ял кунне те храм ҫывӑхӗнчи тислӗклӗ лапамра уявларӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ сайтра. Ӗнесенчен суса илнӗ сӗте вара савута ӑсатаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх иккӗленет: ҫапла майпа ҫапкаланса ҫӳрекен выльӑхӑн сӗчӗ пахалӑхлах-ши? Пӗлтӗр ав лейкоз чирне тупса палӑртнӑ. Ҫитменнине, ӗнесем ҫынсен картисене ҫӗмӗреҫҫӗ, пахча ҫимӗҫе ҫиеҫҫӗ, газ пӑрӑхне те сиенлетнӗ. Кунашкалли пӗлтӗр пулнӑ. Выльӑхӑн хуҫи кам? Ҫакна палӑртаймаҫҫӗ ҫынсем. Хӑш чухне ӗнесем ҫӗрле те урамрах выртаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑна хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Красноярскра иртнӗ. Ун чухне, пушӑн 6-мӗшӗнче, Лана Прусакова слоупстайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Маттур спортсменкӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Лана Прусаковӑна 75 пин тенкӗ преми парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн тренерӗ Никита Васильев та хавхалантарӑва тивӗҫнӗ: 37500 тенкӗ. Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗччен Лана Прусакова уйӑхсерен 7500 тенкӗ илсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра иртекен концерта пӗтӗм тӗнче курайӗ. Кунта сӑмах Пӗтӗм тӗнчееи ачасене хӳтӗлемелли кун Шупашкарта Пӗрремӗш канал ирттерекен ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пирки пырать. Ҫав кун тем тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Вӗсенчен пӗри — Хӗрлӗ лапамри гала-концерт. Унта паллӑ артистсем хутшӑнӗҫ. Ҫавна «МУЗЫКА ПЕРВОГО» (чӑв. Пӗрремӗшӗн музыки) телеканал тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Апла пулсан ӑна кирек кам та пӑхайӗ. Концерт чаплӑ фейерверкпа вӗҫленмелле. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче сусӑр ачасен концерчӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирпа кӑтартӗ. Шупашкарта иртекен «СТАНЬ ПЕРВЫМ!» (чӑв. Пӗрремӗш пул!) ыр кӑмӑллӑх акцийӗпе Пӗрремӗш канал, «ПОЕХАЛИ!» (чӑв. Кайрӑмӑр!) тата «МУЗЫКА ПЕРВОГО» (чӑв. Пӗрремӗшӗн музыки) телеканалти сюжечӗсенчне паллашма май килӗ. Мероприятие «Время» (чӑв. Вӑхӑт) кӑларӑмра пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |