Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла ӑнланакан Пушок. vmnews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫуралнӑ Ирина Федорова Мурманск хулин 9 ҫул каялла куҫса кайнӑ. Ӑна унта куҫма мӑшӑрӗ Александр, Ҫурҫӗр флотӗнче службӑра тӑнӑскер, ӳкӗте кӗртнӗ. Федоровсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен кушакӗ чӑвашла ӑнланать. Чӑннипе, малтан мӑр-мӑр вырӑс ҫемйинче пурӑннӑ. Анчах ку чӗлхене вӑл чӑваш ҫемйине лексенех манса кайнӑ. Халӗ кушак чӑвашла каласан ҫеҫ ӑнланать. Чӑвашла пӗлекен Пушока Рекордсен кӗнекине кӗртмен, ҫапах ҫемье унпа мухтанать: Мурманск тӑрӑхӗнчи «Чӑваш тӗнчи» наци пӗрлешӗвӗнчи тусӗсемпе пӗлӗшӗсене кушак мӗн тума пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Палӑртмалла: Мурманск облаҫӗнче 4 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти карапсемпе шыв айӗнче ишекен кимӗсенче Чӑваш Енри ҫӗр-ҫӗр каччӑ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Богаратов Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫынна палӑртнӑ. Ку пукана Михаил Богаратов йышӑннӑ. Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Богаратовӑн респубикӑри спорт сообществинче авторитет пур. Вӑл пурнӑҫӗнчи 39 ҫулне спорт тытӑмне халалланӑ, вӑйлӑ спортсменсене хатӗрленӗ. 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен вара Чӑваш Енри футбол федерацине ертсе пырать. Элтепер ҫӗнӗ ертӳҫе министерство умӗнче тӑракан тӗллевсем пирки аса илтернӗ. Михаил Богаратова министра кадр процедурисене вӗҫленсен лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта полици лавккаран 11 шампунь вӑрланӑ каччӑна шырать. Ҫамрӑкскер вӑтанса тӑман – япаласене видеокамера умӗнчех йӑкӑртнӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Франко урамӗнчи лавккара пулнӑ. Каччӑ ҫӳлӗк патне пынӑ та рюкзакне 11 шампунь чикнӗ. Пӗтӗмпе – 2700 тенкӗлӗх. Каччӑ 16-18 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑрланӑ чухне вӑл хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ҫӑк ҫынна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 62-00-02 е 8-927-855-50-51 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка ҫуннине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗ Игорь Молюков видео ӳкернӗ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ, унта МЧС ӗҫченӗсене те чӗннӗ. Тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче щит ҫакӑнса тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳп-ҫап тӑкма юрамасть». Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах щит ҫине ҫырни ҫӳп-ҫап килсе тӑкма чӑрмантарман пулмалла – ӑпӑр-тапӑр купипех. Свалка патӗнче ятарлӑ техника, икӗ трактор пулнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап лайӑхрах ҫунтӑр тесе ӑна купаланӑ. Етӗрне район администрацийӗ «Про Город» хаҫата ку лару-тӑру пирки комментари пама хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1983 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Иванов ҫулталӑк ҫурӑ каялла ҫухалнӑ. Полици ӑна халӗ те шырать. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Етӗрне районӗнчи Ильина Гора ялтан тухса кайнӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна никам та курман, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Арҫын 40 ҫулти евӗр курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ӑна татуировкӑсенчен те палласа илме пулать. Сулахаййинче аҫтахар ӳкернӗ, сылтӑмминче «БР» саспаллисем. Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Ӑна курнӑ тӑк полици 39-40-95 е 02 номерпе шӑнкӑравалма ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Дементьев урамӗнче пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса янӑ. Унӑн унта пурӑнма халӗ право ҫук. Ӑна хваттере 2013 ҫулта социаллӑ найм договорӗпе килӗшӳллӗн панӑ. Анчах вӑл 5 ҫул коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Кӑҫал ҫуркунне тӗлне парӑм 103 пин тенке ҫитнӗ. Арҫын суда пӗрре те килмен, ӑна шырани те усӑ паман. Ҫавӑнпа хваттер алӑкне уҫса кӗнӗ, пурлӑхне опись тунӑ. Арҫын хӑйӗн пурлӑхӗпе те, муниципалитетӑннипе те тирпейсӗр усӑ курнӑ. Обойсем, линолеум ҫӗтӗк-ҫатӑк, чӳречесем ҫӗмрӗк, кухньӑра пирус тӗпӗсем, кӗленчесем, ҫӳп-ҫап йӑваланнӑ. Арҫынна хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ӑна урӑххине те памӗҫ. Суд йышӑнӑвӗ авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Эгер бульварӗнчи лавкка умӗнче 83 ҫулти арҫын арӑмне кӗтсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр каччӑ иртсе пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна питӗнчен ҫапнӑ та тарнӑ. Ҫакнашкал тӗслӗх Шупашкарта пурӑнакан 59-ти хӗрарӑмпа та пулнӑ. Лавккаран киле таврӑннӑ чухне ӑна палламан каччӑ питӗнчен ҫапнӑ. Ун чухне те ҫамрӑкскер тарса ҫухалнӑ. Ҫӑв каччӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑл – 27 ҫултискер. Анчах вӑл хӑй мӗншӗн ҫапла хӑтланнине йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса парайман. Ун тӗлӗшпе наркологи тата психиатри экспертизисем ирттерӗҫ. Суд сакки ҫине ларма тиветех – пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин «Экологи тата природопользовани ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн» директорне Сергей Рязанова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Сергей Венедиктович ку должноҫра кӑҫалхи ҫӗрте уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Унччен вӑл ЧР радиологи центрне ертсе пынӑ. Сергей Рязанов умӗн институт ертӳҫи Владимир Барсуков пулнӑ. Ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Институтӑн «ЭнергосбытТ Плюс» АУО умӗнче парӑм пур: 1,4 миллион тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та. Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре класс ертӳҫисемпе кураторсене ачасен халӑх тетелӗнчи страницисене тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ку ӗҫе «Ашшӗсен канашӗ» тата кибердружинниксем тӑвӗҫ. Ку ыйту пирки Правительствӑра иртнӗ терроризмпа кӗрешекен комиссин ларӑвӗнче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсене ачасем террорист ан пулччӑр тесе тӗрӗслӗҫ. Сӑмах май, халӗ кибердружинниксен ретне 17 шкулта вӗренекен 113 ача кӗнӗ. Ҫичӗ шкулта вӗренкен кибердружинниксем тӗнче тетелӗнче усӑ курма юраман информацие тупса палӑртас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫакнашкал тӑватӑ сайта тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |