Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та. Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре класс ертӳҫисемпе кураторсене ачасен халӑх тетелӗнчи страницисене тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ку ӗҫе «Ашшӗсен канашӗ» тата кибердружинниксем тӑвӗҫ. Ку ыйту пирки Правительствӑра иртнӗ терроризмпа кӗрешекен комиссин ларӑвӗнче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗсенчи страницӑсене ачасем террорист ан пулччӑр тесе тӗрӗслӗҫ. Сӑмах май, халӗ кибердружинниксен ретне 17 шкулта вӗренекен 113 ача кӗнӗ. Ҫичӗ шкулта вӗренкен кибердружинниксем тӗнче тетелӗнче усӑ курма юраман информацие тупса палӑртас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫакнашкал тӑватӑ сайта тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта футболла вылянӑ чухне арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине татӑклӑн палӑртман. Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Арҫын «Труд» стадионра (чӑв. «Ӗҫ») футболла вылянӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, 46 ҫулти арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн «Юрма» агрохолдинг чӑх каяшне тирпейлекен савут хута яма палӑртни пири ҫырнӑччӗ. Ӗнер савут строительствин ыйтӑвне халӑх итлевӗнче пӑхса тухнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум «Тӑван Ен» хаҫат каҫҫи ҫине кӑтартса пӗлтерет. Тӑрӑллӑ машинӑсемпе кунсерен 250-370 тонна каяш савута илсе тухма палӑртнӑ. Унта ферментсем хушӗҫ. Тӗрлӗ процедура ирттернӗ хыҫҫӑн каяша типӗтӗҫ, упаковкӑсене вырнаҫтарӗҫ та склада ӑсатӗҫ. Агрохолдинг Йӑршшу юханшывне каяш яма пӑрахасси пирки те пӗлтернӗ. Владимир Ермолаев хуҫа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх каяшне типӗтнӗ чухне унран ҫӑкӑр-булка евӗр шӑршӑ кӗрӗ. Вӑл ҫынсене те тав тунӑ: «Тавах чӑтнӑшӑн. Манӑн чи малтан Раҫҫейӗпе те сахал предприяти тӑвас килетчӗ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ пулман тӑк, тен, сире ҫӑмӑлрах пулӗччӗ. Анчах эпир кунсерен 120 тонна какай туса кӑларатпӑр, унӑн ҫур пайӗ республикӑра юлать». Ҫынсем савута палӑртнӑ вырӑнта тунине хирӗҫ. Агрохолдинг ертӳлӗхӗ ку ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма шантарнӑ. Итлевре ҫывӑхри ялсенчи ҫынсене паспорт кӑтартсан чӑх какайне йӳнӗрехпе парасси пирки те калаҫу пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнчи Березовка ялӗнче пурӑнакансем чӑтайман – Владимир Путин патне петици ҫырнӑ. Халӑха Йӗпреҫрен яла илсе ҫитерекен ҫул ытла та хӑрушӑ пулни пӑшӑрхантарать. Общество транспорчӗ пӗрре урлӑ кӑна ҫӳрет, васкавлӑ медпулӑшу 40 минутран килет. Ара, хӑлтӑр-халтӑр ҫулпа хӑвӑрт ҫӳреймӗн. Ӑна 10 ҫул ытла юсаман. 20 ҫухрӑм ҫула 40 минутра ҫеҫ парӑнтарма пулать-мӗн. Общество транспорчӗпе те ыйту ҫивӗч. Расписанире – икӗ рейс, анчах вӗсем те пурте ҫӳремеҫҫӗ, мӗншӗн тесен водительсем кунашкал ҫулпа кайма хирӗҫ. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ял ҫыннишӗн ку пысӑк укҫа. Петицие Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. Вӑл - Владимир Путин, Михаил Игнатьев Элтепер, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров валли. Ҫул япӑх пулсан та Йӗпреҫе тухса кӗмелли тупӑнать. Ялта пульница, аптека, лавкка ҫук. Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫулпа ҫывӑх ялсенче пурӑнакан 1105 ҫын усӑ курать. Анчах вырӑнти тата республика ертӳлӗхӗ сахал ҫыншӑн ҫул сарнинче уссине курмасть-мӗн. Ҫак ялсенче пурӑнакансен ачисем, мӑнукӗсем пуррине шута илеҫҫӗ-и вӗсем? Вӗсем те яла тӑванӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ. Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ. Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Крымри Керчьре инкек пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри шкулсене те тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Керчьри политехника колледжӗнче 18 ҫулти студент Владислав Русляков ҫынсене персе вӗлернӗ, сирпӗтӳ тунӑ. Унта 21 ҫын вилнӗ. Республикӑри вӗренӳ организацийӗсене прокуратура тӗрӗслӗ. Ку Раҫҫей прокуратурин генеральнӑй прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Шкулсенче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ-и? Прокуратура йӑлтах уҫӑмлатӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах хурал, контрольпе пропуск тытӑмӗ, видеосӑнав тӗлӗшпе тимлӗ пулӗҫ. Инкек пулсан ҫынсене кун пирки хӑвӑрт пӗлтерме май пуррипе ҫуккине те пӑхӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Константин Ишутов тунӑ сӑн Шупашкарти «Амазония» паркри амазонкӑсене вӑхӑтлӑха илӗҫ. Йӑлтах – вандалсене пула. Вӗҫем кӳлепесене сиенлетнӗ. Аса илтерер: амазонкӑсен ҫичӗ кӳлепине пӗлтӗр ҫуркунне лартнӑ. Вӗсене «Амазония» парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ. Ҫак таранччен кӳлепесем вандалсенчен пӗрре мар шар курнӑ. Пӗрин хӗҫ-пӑшалӗ ҫухалнӑ. Кӑҫал ҫуркунне пур амазонкӑнне те аллисене татнӑ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра пӗлтернӗ тӑрӑх, статуйӑсене йӗркене кӗртес тесе вӑхӑлӑха илме палӑртнӑ. Реконструкцилесен вӗсене хӑйсен вырӑнне лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗ пуҫлансан Чӑваш Енре сунарҫӑсене хӑш-пӗр чӗрчуна тытма ирӗк парӗҫ. Вӗсен йышне мулкачсене, тилӗсене, Америка шашкисене, вӑрман пӑсарисене, шӑши юсӗсене тата сӑсарсене кӗртнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сунар сезонӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫак уйӑхра ӑтӑрсене, Европа хӑнтӑрӗсене, тилӗсене, енот евӗр йытӑсене тата кашкӑрсене тытма юрать. Сезон нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Анчах сунарҫӑсен чиккине пӗлмелле. Вӗсене пӗр талӑкра 3 хӑнтӑр, 3 сӑсар, 2 Америка шашки, 1 мулкач, енот евӗр 2 йытӑ, 1 шӑши юсӗ тытма ирӗк панӑ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫен кайӑксене тытма чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Википедиа» сайтри сӑн 2020 ҫулта Николай Ашмарин чӗлхеҫӗ ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. ЧР Правительстви ҫавра ҫула палӑртмашкӑн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ытларахӑшӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Етӗрнере «Ашмарин вулавӗсем» конференци йӗркелӗҫ, регионсен хушшинче синквейн (пилӗк йӗркеллӗ сӑвӑ) ҫырас енӗпе «Чӑваш чӗлхин тупри» интернет-конкурс ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем валли «Н.И.Ашмаринӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулӗ. Ашмарин пирки документлӑ фильм ӳкерме, куҫ курманнисем валли нумай форматлӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартма, чӗлхеҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен суйласа илнисен пуххине электронлӑ майпа кӑларма палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн 17 томлӑ «Чӑваш чӗлхин словарьне» электрон вариант ҫине куҫарса тӗнче тетелне вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ҫавра ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: Николай Ашмарин Етӗрнере 1870 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – тӗрӗкҫӗ, тюркологи докторӗ, профессор, хальхи чӑваш чӗлхин никӗслевҫи. Николай Иванович 1933 ҫулта Хусанта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |