Республикӑра
![]() Самосвал водителӗ каҫару ыйтса ҫырни. "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 11 ҫын вилни, самосвал водительне икӗ уйӑхлӑха арестлени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Водитель те, унӑн тӑванӗсем те вилнисен ҫывӑх ҫыннисенчен чунран каҫару ыйтнӑ. Ҫапах самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын ку ун ҫинчи яваплӑха сирменнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсман. «Йӑлтах ҫул-ҫинче чӑрмав сиксе тунине пула самантра пулса иртрӗ, – тенӗ водитель. Халӗ самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын тата унӑн тӑванӗсем авари самантне курнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. «Ун умӗнче ҫӑмӑл машина тата тепӗр самосвал пынӑ. Тен, кам та пулин мӗн те пулин курнӑ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлма ыйтатпӑр: 89519990122», - пӗлтернӗ тӑванӗсем. Унччен маларах самосвал водителӗ каҫару ыйтса ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку инкек унӑн ҫемйишӗн те питӗ пусӑк хуйхӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ишек пасарӗ. Google карттинчи сӑн Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗ ҫуннӑ. Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сӗт-ҫу, аш-какай сутмалли ҫуртра алхаснӑ. Пасар шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлет. Паян унта кайнисем пасар уҫӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Суту-илӳ тӑвакансем ятарлӑ ангарта мар, урамра, машинӑсем ҫинче, сутнӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн сайтӗнче инкек пирки калани ҫак самантра ҫукчӗ. Пасара кайнӑ ҫынсем унта пушар хуралӗн ӗҫченӗсене курнине пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, ахӑртнех, тӗпчев пырать. Ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем тӗшмӗртни тӑрӑх хакласан, пасара такамсем тивертсе яма пултарнӑ имӗш. Анчах, тепӗр хут палӑртар, ку вӑл — сӑмах-юмах шайӗнче сарӑлнӑскер кӑна. Сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. |
Республикӑра
![]() Суд «Чӑвашбройлер» хапрӑка штрафлама йышӑннӑ. Шупашкар районӗн судӗнче юпан 17-мӗшӗнче лару пулнӑ, унта ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, хапрӑк ҫӗре тасамарлатнӑ. «Чӑвашбройлерӗ» Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи икӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине кайӑк-кӗшӗк каяшӗ тӑкнӑ. Кайран ҫав вырӑнсенче ҫум курӑк шӑтса ашкӑрнӑ. Ҫавна май тӑпран пулӑхлӑ сийӗ пӗтме пуҫланӑ. Ҫитменнине, каяш ҫынсен сывлӑхӗшӗн тата тавралӑхшӑн сиенлӗ. Релизра суд палӑртнӑ штраф виҫине кӑтартман. Ҫапах кунашкал йӗркесӗрлӗхшӗн 40-90 пин тенкӗ тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е юридици сӑпачӗн ӗҫӗ-хӗлне 90 талӑклӑха чарса лартма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗн прокуратури районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа-тенке саккуна пӑсса пухмаҫҫӗ-и? Тӗрӗслев ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: укҫа-тенке саккун чаракан япаласем тӗлӗшпе тӑкакланӑ. Прокуратура Сӑкӑтри шкула тата ача пахчине, Шӑнкӑртамри «Салтак тӳми» ача пахчине, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине тӗрӗсленӗ. Пуринче те саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗнчен хуҫалӑх материалӗ, дезинфекци, кӗнеке, вӗренӳ пособийӗ валли, мультимедийлӑ хатӗр-хӗтӗре пӑхса тӑма укҫа пуҫтарнӑ-мӗн. Патӑрьел районӗн прокуратури ҫӳлерех асӑннӑ заведенисенче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 41 ача вилнӗ. Вӗсенчен 30-шӗ – 1-17 ҫулсенчисем (путса вилекенсем, ҫул ҫинчи аварире шар куракансем, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнисем, электричествӑна пула сывлама пӑрахнисем тата ытти сӑлтава пула вилнисем), 11-шӗ вара ҫулталӑк та тултарманнисем. Ытларах чухне ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула шар кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхре аслисем эрех ӗҫни паллӑ. 41 ачаран нумайӑшӗ сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тин ҫуралнӑ ачасене урама кӑларса ывӑтнӑ тӗслӗхсем - чӑннипех те тискер. Б.Хмельницкий урамӗнче 17 ҫулти хӗр ачине ҫуратнӑ та ҫӳп-ҫап проводне пенӗччӗ. Пӗчӗкскер унта вилнӗ, амӑшне вара часах тытса чарнӑ. Ҫӳп-ҫап сортламалли станцисенче ав тепӗр икӗ ачана тупнӑччӗ. Вӗсем те – тин ҫуралнӑскерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче 44 ҫулти хӗрарӑма ҫул ҫинче вилмеллех ҫапса кайнӑ. Ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫаканскер ҫине «Яндекс. Такси» пырса кӗнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 16-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. «Киа Рио» волителӗ, 38 ҫулти арҫын, хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ тӗле вӑл сывлама пӑрахнӑ. Авари пулнӑ вырӑнта каҫхине тӗттӗм, ҫутӑ ҫук. Халӗ полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнетнӗ парка уҫнӑ. Унта ӗнер тӳре-шара пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. «Коновалово» парка 3 миллион та 281 пин тенкӗпе ҫӗнетнӗ. Ӗҫе «Хулара хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Проект халӑх шухӑшне шута илме май парать. Ҫынсем хулари хӑш объекта ҫӗнетмеллине суйлама пултараҫҫӗ. Халӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ парка ашшӗ-амӑшӗ, ачисем хаваспах канма ҫӳреҫҫӗ. Унта шӑпӑрлансене ярӑнмалли чуччусем, тӑвайккисем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» автостанцие мӗнле шӑпа кӗтет? Унччен вӑл Чӑвашавтотрансӑн пулнӑ. Аса илтерер: предприяти панкрута тухнӑ. Автостанци шӑпине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче кредиторсем татса парӗҫ. Ӑна хупма та пултарӗҫ. Унашкал йышӑну пуласса ЧР Транспорт министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем автобуссене ӑҫта вырнаҫтарасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Автостанци чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӑнасси пирки те сас-хура тухнӑ. Ку хыпар суя е чӑн пулнине вӑхӑт иртсен курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн. Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла. Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти стройкӑсенчен пӗринче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑпра ишӗлсе аннипе икӗ ҫын вилнӗ. Стройкӑри инкек 10 сехетсенче пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте 2 рабочи вилнӗ. Объект Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫне «Монолит Плюс» организаци пурнӑҫланӑ. Рабочисем ҫумӑр шывӗ юхса каймалли траншейӑна чавнӑ. Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тишкереҫҫӗ. Унта сӑмах строительство ӗҫне пуҫланӑ чух хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнманран икӗ ҫын вилни пирки пырать. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, инкек пирки республика Элтеперне пӗлтернӗ. Инкеке сӑлтавне вӑл Строймина, Ӗҫлев министерствине, Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине тишкерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |