Пӑтӑрмахсем
![]() Юлия Кулигина тунӑ сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 13 сехет ҫурӑра Тутарстанри ҫул ҫинче массӑллӑ авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри КамАЗ та лекнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Сӗве хулинчен инҫех мар пулнӑ ку. КамАЗ «Мазда» маркӑллӑ машина ҫине пырса кӗнӗ. Пысӑк машинӑн чӑваш номерӗсем пулнӑ. Аварире «Маздӑна» икӗ пысӑк машина хӗстерсе лартнӑ. «Про Город» хаҫата ку авари пирки халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Вӑл шӑпах авари тӗлӗнчен иртсе кайнӑ. Ун чухне полици ҫитсе ӗлкӗреймен-ха. Аварире ҫынсем вилни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмпӗрте пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри темиҫе лавккаран укҫа вӑрланӑ. Вӑл Чӗмпӗртен пирӗн республикӑна ҫынсене турттарнӑ. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра хайхискер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи лавккана кӗнӗ, сутуҫа рис виҫсе пама ыйтнӑ. Лешӗ аппаланнӑ вӑхӑтра ку сентре айӗнчи курупкана йӑтса тухса тарнӑ. Унта вара 10 пин тенке яхӑн пулнӑ. Сутуҫӑ ӑна хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Юрать, ҫынсем ҫав арҫын ларса тарнӑ машина номерне астуса юлнӑ. Ҫак преступление тӑвиччен арҫын Канашри лавккаран 3500 тенкӗ йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел тата Чӗмпӗр полицейскийӗсем пӗрле тӑрӑшнипе ӑна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, пуҫтахланнӑшӑн судпа айӑпланнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ӑна хальлӗхе арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хули халӑх йышӗ 300 пинрен ытларах 69 хула рейтингӗнче (ӑна «Мир квартир» портал йӗркелесе пырать) хваттер тара парассипе чи йӳннисен йышне лекнӗ. Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Шупашкар» ушкӑн «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 пӳлӗмлӗ хваттере тара парассипе Шупашкар йӳнӗлӗх енӗпе 1-мӗш вырӑнта, 1 пӳлӗмлӗ хваттер тара парассипе — 2-мӗш вырӑнта. Паянхи куна Шупашкарта 1 пӳлӗмлӗ хваттере вӑтамран уйӑхне 6 954 тенкӗпе, 3 пӳлӗмлине 12 232 тенкӗпе тара илме пулать теҫҫӗ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: хваттер тара иличчин ипотекӑпа хваттер туяннине нимӗн те ҫитмӗ. Кредит хаклӑрах ларсан та ҫулсем иртсен вӑл хваттер хуҫи пулса тӑрайӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш театрӗ тата чӑваш драматургийӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле шайлашӑнса пырать? Пур-и пирӗн республикӑра чӑн-чӑн драматургсем? Театрсенче ҫителӗклӗ-и пьесӑсем? Тен, сирӗн тата мӗнле те пулсан ҫӗнӗлӗх курас килет?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чун-чӗре сасси» ушкӑнра. Ҫак ыйту тавпа пуҫ ватакансенчен пӗри, Николай Семенов, «Паянхи ҫамрӑк драматургсене асӑнаяс та ҫук пуль... Екатерина Романовна пӗлет пулсан анчах... Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Угарин(юлашки вӑхӑтра тем, ытлах илтсе кайман ун пирки, чиперех пурнать пулӗ те) тата ыт. — вӗсем, паллах, пур, анчах вӗсен ӗҫне малалла тӑсакансем кирлӗ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнипе инҫех каяймӑпӑр», — тесе ҫырнӑ. Ҫамрӑк драматургсене Чӑваш халӑхне сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ-паллаҫҫӗ пулӗ. Тем пекехчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче 24-ри ҫамрӑк сарӑмсӑр вилнӗ. М-7 «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫулӑн 629-мӗш километрӗнче, Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ патӗнче, авари пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Ауди» автомобиль грузовикӑн ҫурма прицепне айккипе пырса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ҫул айккинче чарӑннӑ «Мазда» ҫӑмӑл машинӑна пырса ҫапӑннӑ. Мӑнтарӑна шӑпи ҫавӑн пек пӳрнӗ-ши: шӑпах ҫав вӑхӑтра «Маздӑран» 24 ҫулти каччӑ тухнӑ. «Ауди» ӑна пырса ҫапнӑ. Инкекре ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. «Мазда» водителӗ тата «Ауди» пассажирӗ суранланнӑ. Инкек сӑлтавне тата яваплисене ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта тепӗр нумай функциллӗ центр хута ярасшӑн. Ку халӑхшӑн питех те меллӗ пулӗ. Ара, халӗ унта чылай документа тума пулать вӗт. Ҫӗнӗ центр Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче уҫӑлӗ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Вӑл Эльгер урамӗнче 18-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мои документы» ятлӑ нумай функциллӗ центр ҫынсене ҫитес ҫул йышӑнма пуҫлӗ. Тепӗр центр хута кайни ытти центрӑн ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. Пурте пӗлеҫҫӗ пуль ӗнтӗ: нумай функциллӗ центра ҫын йышлӑ ҫӳрет, хӑш чухне черет самай кӗтсе ларма тивет. Ҫӗнӗ центр уҫӑлни черетсене кӑштах та пулин кӗскетӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри пӗрмай инкек пулакан ҫулсем ҫине патшалӑх автоинспекцийӗн автомобилӗсен макечӗсене лартнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин машинисен 3D-макечӗсем нумаях пулмасть курӑнма тытӑннӑ. Аякран пӑхсан вӑл чӑн-чӑн машина е макет пулнине уйӑрса илме йывӑр. Муляжсем ҫинче хӗрлӗ тата кӑвак тӗслӗ маяксем пур, тӗттӗмленсен вӗсем ҫутӑлаҫҫӗ. Чӑн-чӑн машина тейӗн! Патшалӑх автоинспекцийӗн машинисен макечӗсене ахаль кӑна лартман. Ҫапла майпа республикӑри ҫулсем ҫинче инкек сахалрах пуласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫил пек вӗҫтерсе пыракан водительсем вӗсене курсан хӑвӑртлӑха чакараҫҫех ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ. Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет. «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Содружество» АО «Канаш – Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене расписанирен кӑларать. Вӗсем килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх ҫӳреме пӑрахӗҫ. «Содружество» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, расписанирен 6502-мӗш тата 6505-мӗш пуйӑссем тухса ӳкӗҫ. Расписание улшӑну кӗриччен 10 кун юлнӑ. Пуйӑссем юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳреме чарӑнӗҫ. Пуйӑссен расписанийӗ пирки пӗлес килсен 8-937-625-04-33 номерпе шӑнкӑравламалла. Шӑнкӑравсене талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Е кирлӗ информацие «Содружество» АО сайтӗнче, телефон ҫине лартмалли «Пригород» сарӑмра тупма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫитес ҫултанпа Шупашкарта ҫынсем тухса тӑкнӑ пысӑк ҫӳп-ҫап куписем тӗлне камерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн экологи управленийӗн инженер-экологӗ Леонид Силюков пӗлтернӗ. Шупашкарта экологи мероприятийӗсем авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗччен иртӗҫ. Ку таранччен хулара ӑпӑр-тапӑрпа тултарнӑ 162 вырӑн тупнӑ. Ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн нумайланнине ҫӳп-ҫап турттаракансене ытларах тӳлеме пуҫланипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Экологсем ку кӗркунне кунашкал свалкӑсенчен хӑтӑласшӑн. Хӑш-пӗр ҫӗре машини-машинипе ҫӳп-ҫап тухса тӑкнӑ. Шӑпах ҫакнашкал вырӑнсене ҫитес ҫул видеокамерӑсем лартӗҫ. Хальлӗхе вӗсене Талвир, Киров урамӗсенче, аэропорт ҫывӑхӗнче лартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |