Республикӑра
![]() Вӑрмар поселокӗнче пурӑнакан арҫын машинӑпа ҫул ҫинче пынӑ. Унччен те пулман – вӑл радар ларнине асӑрханӑ. Хайхискер хӑвӑртлӑха тӑрук чакарнӑ та автомобиль кювета анса кайнӑ. Машина шӑп та лӑп радар ларнӑ ҫӗре чӑмнӑ. Водитель урса кайнӑ-ши – «Арена» ятлӑ комплекса, радара, ҫӗмӗрнӗ. Кайран вӑл ҫав вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. ҪҪХПИн «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх тетелӗсенче ушкӑнсем пур. «Водитель хӑраса ӳкнӗ, мӗн тумаллине пӗлмес тесе калать. Унӑн халь пысӑк пӑтӑрмахсем пулӗҫ», - ҫапла ҫырнӑ унта ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш центрӗнче хайлав хитре вулакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. «Упрар тӑван чӗлхемӗре» ят панӑскере Иван Андреев чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Иван Андреевич, сӑмах май каласан, 1928-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ. Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен районти ачасем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ район администрацийӗн вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн методисчӗ Марина Викторова оратор ӑсталӑхӗ пурнӑҫра кирлӗ ӳнер тесе палӑртнӑ. Конкурса 4 номинаципе: «Тӑван ҫӗр-шыв», «Чӑваш чӗлхи», «Ҫемье», «Туслӑх» — ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хальччен пулман фестиваль иртет. Анимацилле фильмсен «КРОК» фестивальне 29-мӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Анчах пирӗн тӑрӑхра хальччен ирттермен. Фестивлаь учредителӗсем — Раҫҫейӗн Культура министерстви, РФ Кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата Раҫҫейӗн анимацилле киновӗн ассоциацийӗ. Шупашкара фестивалӗн «Константин Симонов» теплохочӗ юпа уйӑхӗн 7-мӗшенче ирхи 8 сехетре ҫитсе чарӑнӗ. Республикӑн тӗп хулинче вӑл 12-ччен ларӗ. Патшалӑхӑн «Чӑвашкино» киностудийӗн тата электрон документацин архивӗн кинозалӗнче 10 сехетре анимацилле фильмсене кӑтартӗҫ. Программӑра ачасем валли ӗҫсем пулӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, курма пыракансен укҫа тӳлемелле мар, йӑлтах тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ача ҫине аттракцион персе аннӑ. Йӑлтах мар, унӑн ҫӳлти пайӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Аттракционӑн пӗр пайӗ персе аннипе ача пуҫне кӑвакартнӑ, сылтӑм хулпуҫҫийӗ чӗрӗлсе кайнӑ. Ача хытах сиенленмен пулин те аттракцион юсавсӑрришӗн техника айӑплӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра калама тивӗ. Вӑл унта тек ӗҫлемест. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ. Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Яваплӑх виҫине суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ. ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ. Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Нумаях пулмасть «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» регион пӗлтерӗшлӗ ҫула ҫутатмалла тӑвассине вӗҫленӗ. Объект пахалӑхне хаклама «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗ Владимир Доброхотов, технадзор специалисчӗсем, подряд организацийӗн ӗҫченӗсем тухса кайнӑ. Ҫынсене каҫса ҫӳремелли вырӑнсене ҫутатмалла туни питех те паха. Ахальлӗн кӗрхи тата ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫул урлӑ каҫма питех те хӑрушӑ. Ҫынсене кӑна мар, «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» ҫулпа иртсе ҫӳрекен машинӑсене те малашне лайӑх пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑлтӑк та асӑрханӑ. Проект хатӗрленӗ чухне тротура тума пӑхса хӑварман. Общество чарӑнӑвӗнчен ҫынсене каҫмалли вырӑн патне ҫитес тесен ҫынсен ҫул айккипе утма тивет. Анчах тротуарсӑр. Проектантсен кӑлтӑкне подряд организацине — «ДорТех» обществӑна — пӗтерме ыйтнӑ. Унӑн асфальт вак-тӗвекӗнчен тротуар сарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать. Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова тытса чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗн суд коллегийӗ прокурор ареста тӑсма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑха айӑплакансем шутланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗкре пулсан следствие кансӗрлеме пултарать. Аслӑ суд ыйтнине тивӗҫтернӗ – ареста тепӗр 1 уйӑхлӑха тӑснӑ. Аса илтерер: Андрей Павлова Уголовлӑ кодексӑн виҫӗ статйипе айӑпласшӑн. Следовательсен шухӑшӗпе, район аминистрацийӗн пуҫлӑхӗ субсидие саккуна пӑсса илнӗ, унпа кредит килӗшӗвӗн (150 пин тенкӗ) проценчӗсене тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне Павлов должноҫӗпе коммерци организацийӗн (вӑл унта малтан ӗҫленӗ) интересӗшӗн усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Палӑртмалла: Андрей Павлов халӗ те Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланать, сайтран унӑн сӑнне, ятне илмен. Ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче килти ареста лартнӑ, анчах вӑл условисене пӑснӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкрати троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек тӗллевли — Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ. Предприятие панкурта кӑларма ыйтса вӑл Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Суда янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус управленийӗн парӑмӗ — 6,8 миллион тенкӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалли куна тата вӑхӑта хальлӗхе палӑртман-ха. Иртнӗ ҫул та налукҫӑсем ҫав предприяти тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Лешсем парӑма тӳлесе татнине кура троллейбус управленине республикӑн Арбитраж сучӗ ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫапла вара ун чухне предприяти панкрута тухман, малалла ӗҫленӗ. Халӗ, ав, каллех парӑм пухӑнса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.mk.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри блогера нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. «Коммерсантъ» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, сӑмах Константин Ишутов пирки пырать. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпар РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, каҫал утӑ уйӑхӗнче блогер халӑх тетелӗнче информаци материалӗ вырнаҫтарнӑ. Унӑн содержанийӗ Германи нацизмӗн идеологине реабилтацилессипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Прокурор пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва саккунлӑ тата тӗрӗс тесе шутланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Ишутов поста Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. Блогер айӑпне йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |