Хулара
![]() Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен. Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине халӗ те палӑртман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вилене Уйпуҫ Ялӑра ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле 3 ҫухрӑмра тупнӑ. Ун ҫинче спорт костюмӗ (50-мӗш калӑпӑшли), кӑвак-шурӑ йӑрӑмлӑ тельняшка, хура труҫҫи, хура носки пулнӑ. Хӑй 51-65 ҫулсенчи пек курӑнать, 156-176 сантиметр ҫӳллӗш, сӑмси сылтӑм еннелле кӑшт кукӑр. Пуҫ купташкине кура унӑн реконструкцине хатӗрленӗ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ. Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ… Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен. Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ. Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика министрӗсене унчченхи ӗҫтешӗсемпе туслӑха татма чӗнсе каланӑ. Кунта сӑмах строительство усламӗпе тимлекен ӗнерхи тӳре-шара пирки пырать. Элтепер ахальтен хумханмасть иккен. Подрядчика ҫаврӑннӑ ӗнерхи тӳре-шара ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаймас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Элтепер шанчӑксӑр организацисене мӗншӗн «хура списока» кӗртменнинчен те тӗлӗннӗ. Вӑраха юлса пыракан объектсенчен пӗри — Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Тарапайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Валентин Кандейкин ертсе пыракан «СУРА» организаци тума тытӑннӑ. ФАПа ҫурла уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Тепӗр объект — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑна юсама «Возрождение» фирмӑна (ертӳҫи — строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Сергей Архипов) шаннӑ. Юсав ӗҫӗсем графикран юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Михаил Игнатьев министрсене туслӑха татма, «ҫыран хӗрринче» е ресторансенче калаҫса татӑлма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ. Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ. Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Воронков – Чӑваш Енре йӗлтӗрпе чупас енӗпе Олимп вӑййисен пӗртен-пӗр чемпионӗ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Шел те, ӗнер унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Владимир Петрович Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче пурӑннӑ. Ҫапах вӑл Чӑваш Ен пирки манман, килсех ҫӳренӗ. 2014 ҫулта Сочири ҫулӑма илсе килме, «Олимпийский» стадионра ҫулӑма чӗртме шӑпах ӑна шаннӑччӗ. Владимир Воронков Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ, Канашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса пӗрре мар ҫитӗнӳ тунӑ. 1972 ҫулта Юрий Скобовпа, Федор Симашовпа, Вячеслав Веденинпа пӗрле Олимп чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Канашра ун ячӗпе йӗлтӗрпе ярӑнас енӗпе пӗрре мар ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт шкулне те унӑн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗксем РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ кадет корпусне прокуратура тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Ҫак хыпара управленин сайтӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫырнӑ. Вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ хыпарсене вӑл надзор органне ярса панӑ-мӗн. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра, сӑмах май, кадетсене ҫӗнӗ корпуса ӗнер васкавлӑн вырнаҫтарма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта сӗтел-пукана лартса пӗтермеӗн, корпуса хӑтлӑх кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Ҫакна ӗнентерме МИХ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑччӗ. Фотоматериалпа пичет кӑларӑмне вырӑнтан ярса панине каланӑ. Кадет корпусне хӑпартнӑ чух строительствӑра ҫын вилнине вара Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хули, шурӑ Шупашкарӑмӑр, ҫитес ҫул 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Хулан ҫуралнӑ кунне ытти ҫул та уявланӑ-ха. Ҫитес ҫулхи паллӑ датӑна хула влаҫӗсем те, республика ертӳҫисем те чылайлӑха асра юлмалла, ыттисенчен расна ирттерме ӑнтӑлнине ӑнланма пулать. Тата ку вӑл тӗрӗс те. Хулан 550 ҫулхине аслӑ пилотаж ӑстисене — «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн), ҫавӑн пекех «Витязсем» е «Беркуты» (чӑв. Шӑнккар) авиаци ушкӑнӗсене йыхравласшӑн. Ҫакӑн пек ӗмӗтленнине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. Унта 2019 ҫулта Шупашкарӑн 550 ҫулхине, 2020 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейсене хатӗрленсе ирттерес ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |