Культура
![]() Ыран, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче «Чӳклеме» уяв иртӗ. Теччӗ район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерни тӑрӑх ку хыпара «Тэтэш таннары» (чӑв. Теччӗ шуҫӑмӗсем) тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ. Кӑнна Кушкинчи уяв 10 сехет те 30 минутра пуҫланмалла. Савӑнӑҫлӑ мероприятин программипе паллаштарнӑ май унта чӑваш эстрадин артисчӗсем концертпа ҫитессине, Чӑваш Енри тата Тутарстанри Теччӗ районӗнчи пултарулӑх ӑстисем пулассине пӗлтернӗ. Халӑх промыслисен, ремеслисен, декоративлӑ прикладной ӳнер куравӗсем ӗҫлӗҫ. Сувенир продукцине туянма май туса парӗҫ. Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ ирттерме шантараҫҫӗ. Наци апат-ҫимӗҫне сутӗҫ. Ачасем валли ҫеҫ мар, аслисем валли те аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт вӑййисем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.
Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ. Сӑвӑ ӑҫта ҫырӑнни те пӗлтерӗшлӗ – Шупашкарта, чӑвашсен тӗп хулинче.
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Наци чӗлхиллӗ халӑх сечӗсем официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пахарах. Наци интернечӗ ҫамрӑксене уйрӑмах витӗм кӳрет. Ҫакна Хусанти Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институт ӗҫченӗсем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи тутарсен виртуаллӑ виҫӗ пӗрлӗхне тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ. Институтӑн этносоциологи пайӗн ертӳҫи Гульнара Габдрахманова «Азатлык» радиона тӗпчев кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ. Экспертсем сӑнанӑ тӑрӑх, наци интернечӗ (унта патшалӑхӑн влаҫ органӗсен сайчӗсем, социаллӑ медиа кӗрет) пур халӑхӑн та аталанать. Тутарсенне ҫапах та ку енӗпе ҫитекен ҫук. Тутарстанри вырӑсла ресурссенче политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ытларах сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, тутарлисем ҫемье, культура, тӗн, ӑс-хакӑл темисене хускатаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкарта пурӑнакан, Пушкӑртстанра ҫуралнӑ Леонид Андреев-Лесник Николай Ванерккен икӗ кӗнекине цифрӑлаттарса типографире пичетлеттернӗ. Леонид Андреев хӑй вӑхӑтӗнче колхозра, счетоводра, истори учителӗнче, судьяра ӗҫленӗ. Псевдонима Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленине кура илнӗ. Хастар ватӑ темиҫе ҫул ӗнтӗ чӑваш чӗлхин орфографи правилисене тишкерет. Халӗ унӑн аллинче — Ванерккен 1926 ҫулта пичетленнӗ «Чӑваш чӗлхийӗн орфокрафи словарӗ» тата 1929 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла ҫырасси (правӗлӑсемпе орфокрафи словарӗ)» кӗнекисем. Цифрӑлаттарма 500 тенкӗ тӳленӗ, икӗ кӗнекене пӗр ҫӗре пухса кӑларма — 750 тенкӗ. Саппас пултӑр тесе икӗ экземплярпа пичетлеттернӗ. «Хальхи вӑхӑтри орфографи правилисене сӳтсе явнӑ чух Тимухха Хӗветӗрӗн, каярах Ванеркке ятне пуҫласа илтрӗм. Унтан вӗсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланма пуҫларӑм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Леонид Андреев-Лесник. Хальхи вӑхӑтри тӗпчевҫӗсенчен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченне Геннадий Дегтярёва хисепленине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӗмпӗрти Наци культурисене чӗртсе тӑратас тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр хӑйӗн пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Унта чӑвашсем те сцена ҫине тухса юрра-ташша пултарнине кӑмӑлтан кӑтартнӑ. Концерта «Камерата» академи вокал халӑх ансамблӗ, «Новый день» ача-пӑча вокал студийӗ, мӑкшӑ ачисен «Каргине» театр студийӗ, «Огонек» (чӑв. Ҫулӑм) ташӑ ансамблӗ, «Идель» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, тутарсен театр кружокӗ, мӑкшӑ юррин «Эрзянь Койть» ансамблӗ, «Хыял тамчалары» тутарсен ача-пӑча вокал ансамблӗ, мӑкшӑсен «Тештине» ташӑ ушкӑнӗ, еврейсен «Хавӑ юрринерот» хореографи ушкӑнӗ, чӑваш юррин «Сарнай» ансамблӗ, эременсен «Ван» хореографи ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсене куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ, алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын ҫынсене Атӑл урлӑ илсе каҫас ӗҫпе аппаланнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑснӑ. 24 тата 23 ҫулсенчи ҫамрӑксем кимӗпе ҫынсене Атӑлӑн леш ҫыранне илсе каҫнӑ. Анчах вӗсен лицензи пулман. Ҫитменнне, кимӗсенче хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсем вырнаҫтарман. Ҫак арҫынсен явап тытма тивӗ. Следстви комитечӗ вӗсен тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пункчӗпе клӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче вӑйпитти арҫын сӗрӗмпе вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗнче тухнӑ. Канаш хулинчи Хӗвелтухӑс урамри 3-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн пиччӗшӗ хӑналаннӑ. 52-ри арҫын вырӑн ҫинче сигарет туртнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кайран вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Пирусран малтан диван хыпса илнӗ, унтан ҫулӑм пӳлӗмри ытти япала ҫине куҫнӑ. Арҫын сӗрӗмпе хытах минренӗ. Инкек вырӑнне персе ҫитнӗ пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӗрлӗ автана 15 минутра сӳнтернӗ. Анчах арҫынна ҫӑлса хӑварма май килмен. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини килсе ҫитиччен вилсе кайнӑ. Ӗнер Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче те пушар тухнӑ. Унта пушӑ ларнӑ ҫурт ҫуннӑ тата кӳршисен хуралтисем сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта нумай профильлӗ поликлиника ҫӗкленет. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑскере кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ҫакӑ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов строительсельство объекчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑ палӑрнӑ. «Хула варринче поликлиника кирлӗ тесе Шупашкарта пурӑнакансем темиҫе хут та ыйтнӑччӗ. Эпир вӗсен сӗнӗвне шута илтӗмӗр, халӗ кунта нумай профильлӗ ҫӗнӗ поликлиника ҫӗкленет. Ӑна тумашкӑн республика бюджетӗнчен 746,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ», — пӗлтернӗ Михаил Игнатьев журналистсене. Ҫӗнӗ больницӑра хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑм, клиникӑпа диагностика пӳлӗмӗсем, гинекологи уйрӑмӗпе хӗрарӑмсен консультацийӗ, 35 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пулӗ, тӗрлӗ специалист йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта педофил ачасене тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑ. Чылайӑшне ку хытах сисчӗвлентернӗ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Университет урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра арҫын шкул ачинчен мӑшкӑллама тӑнӑ имӗш. Хайхискер хӗрачана унчченех йӗрленӗ, вӑл шкултан хӑҫан таврӑнассине пӗлнӗ, ӑна лифтра кӗтсе тӑнӑ-мӗн. Ҫакнашкал хыпара ҫынсем халӑх тетелӗнче те сарнӑ, репост тунӑ. Педофилӑн сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Анчах ҫакна чӑнах та ӗненмелле-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев «Мой город Чебоксары» (чӑв. Манӑн хула Шупашкар) тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал тӗслӗх пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннӑ хыҫҫӑн кӑштахран инвестор — Сарӑтури сӗт-ҫу компанийӗ —тупӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарма унӑн хуҫисем 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Паян авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ. Савутра тӑрӑшакансене производство уҫӑлнӑ ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑшшӑн саламланӑ. Предприяти ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа паянччен 60 ҫынна ӗҫлеме илнӗ. Кӑҫалхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче 6500 тонна продукци кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫитеҫ ҫул предприятин администраци ҫуртне тӗпрен ҫӗнетсе ҫитерме, ҫӗнӗ производство хута яма тӗллев лартнӑ. Паянах Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗнӗ производствӑпа паллашнӑ, тавар пахалӑхне хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |