Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлни пирки паян хыпарланӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат министрпа ӑҫта тата хӑҫан сывпуллашни пирки пӗлтернӗ. Сергей Шелтуковпа ыран, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти маунтинбайк аталанӑвӗн центрӗнче (Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗ) сывпуллашӗҫ. Вӑл Мускав проспектӗнчи 38-мӗш «В» ҫуртра вырнаҫнӑ. Траур митингӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш Ен влаҫӗн органӗсен порталӗнче хурланса ҫырнисене вырнаҫтарнӑ. Некролог айӗнче республика ертӳлӗхӗн, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсен, Шупашкар тата ведомство пуҫлӑхӗсен ячӗсем пур. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Федераци Канашӗн вице-спикерӗн Николай Федоровӑн тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн ячӗсем вара ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын утӑ вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Етӗрне районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем калаҫса татӑлнӑ та грузовик ҫине ларса «Чебаково» предприятин утӑ рулонӗсене вӑрлама кайнӑ. Вӗсем предприяти район администрацийӗнчен тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫитнӗ, 253 килограмм таякан ултӑ рулон тиенӗ. Палӑртмалла: пӗри 1100 тенкӗ тӑрать. Арҫынсем кайран полицие пырса вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Айӑпне каҫарттарас тесе хайхискерсем предприятие утӑ рулонӗсен хакне тӳленӗ. Ҫапах суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене патшалӑхшӑн 6-шар пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 15-23-мӗшӗсенче Русфонд Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Ӑна шӑмӑ сӑссине паракан донорсен кунне халалланӑ. Русфонд кулянтаракан статистика хыпарлать: Раҫҫейри кашни 20 минутра пӗр ҫын унӑн юн ракӗ пулнине пӗлет. Шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни чылайӑшӗн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшать. Хашӗсемшӗн тӑванӗсем донор пулаяҫҫӗ, теприсемшӗн вара ҫук. Донора тупма ҫӑмӑл мар. Раҫҫейри регистрта кирлӗ донора тупас шанчӑк 1/400-па танлашать. Шел те, регистр пӗчӗк: пӗтӗмпе те 83 пин ытла ҫын кӑна. 18-45 ҫулсенчи кирек мӗнле ҫын та донор пулаять. Малтанах 9 миллилитр юн илеҫҫӗ, регистра кӗме алӑ пустараҫҫӗ. Анализ чирлӗ ҫынпа пӗр тӗк донора тепӗр хутчен тӗреслеме пултараҫҫӗ. Донор пулма хӑрамалла мар: процедура пӗрре те ыраттармасть. Эсир вара ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ватлӑхра чылайӑшӗ канлӗ пурӑнма ӗмӗтленет. Анчах Шупашкарта кун кунлакан 78 ҫулти кинемейӗн ҫак кунсене, ахӑртнех, тӗрмере ирттерме тивӗ. Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ҫак ватӑ хӗрарӑм упӑшкине, 80 ҫулти арҫынна, вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре кинемей килте пулнӑ. Вӑл упӑшкипе тем пайлайман – хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер арҫынна аш арманӗпе хӗненӗ: кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 16 хутран кая мар ҫапнӑ. Ватӑскер йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следстви пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнче ӗнер пушар деповӗ уҫӑлнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тӑрӑшакансем таранах пухӑннӑ. Аслисемпе пӗрлех унта ача-пӑча та пулнӑ, вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем те чӑвашла капӑрланса пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ депо Чӑваш Сурӑм ялӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярассишӗн халӑхран укҫа пухнӑ. Тата, паллах, хыснаран та кӗмӗл уйӑрнӑ. Пушар деповӗ уҫӑлни пушар вырӑнне ятарлӑ машинӑна хӑвӑртрах ҫитме май парӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, ҫапах та хӗрлӗ автан ташламасан лайӑхраххи каламасӑрах паллӑ. Пушар деповӗн ҫуртне хӗрлӗ хӑю кассах уҫма пухӑннисем пушар машинин ҫула тухма сӑлтав ан пултӑр тесе ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри 21 районтан хӑшӗсем ҫынсем эрех сахал ӗҫнипе палӑрса тӑнине пӗлес килет-и? «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта республикӑри районсен урӑ паспортне хатӗрленӗ. Красноармейски тата Комсомольски районӗсенче пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑрапа ытлах туслӑ мар иккен. Канаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче тӗпленнӗ халӑх вара пачах урӑхла – чылайӑшӗ «ҫуттипе» туслӑ-мӗн. Танлаштарӑма юлашки виҫӗ ҫулти кӑтартусене шута илсе хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӗве Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗнче пӗлтернӗ. Ӑна шӑпах урӑ куна халалланӑ (авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ). Статистикӑна хатӗрленӗ тухтӑрсен команди ҫакӑ вырӑнти тата республикӑри влаҫа ӗнсе хыҫамалли сӑлтав тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк ниепле те ураланса каяймарӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӑна панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫавна май предприятире конкурс производстви йӗркеленӗ. Кайӑк-кӗшӗк предприятийӗшӗн тата унта ӗҫлекенсемшӗн, район экономикишӗн кӑмӑллах мар хыпара «Правда ПФо» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Арбитраж сучӗ хыпарлани тӑрӑх паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, предприятин акцийӗсенчен 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ. Предприятири конкурс производстви 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хапрӑкри ҫынсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Чӑваш Ен прокуратури, республикӑри Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ ҫине тӑнипе унтисене 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ тӳленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫӗр лаптӑкне урӑхла тӗллевпе усӑ курма йышӑннӑ. Кунта сӑмах 7,5 гектар ҫинчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 12 ҫӗр лаптӑкӗ пирки пырать. Малашне ун ҫинче акса-лартма пӑрахӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Йышӑну проекчӗпе республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов паллаштарнӑ. Муркаш районӗнче 0,3 гектар ҫӗр демонстраципе курав лапамӗ йӗркелеме кирлӗ пулса тухнӑ. Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи пурӗ 1,6 гектар йышӑнакан 9 лаптӑкра «Альметьевск – Горький-3» нефть пӑрӑхне тытса тӑма ҫӗр кирлӗ пулса тухнӑ. Етӗрне районӗнчи 3,6 гектар ҫӗре муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫул сарма тата ӑна тытса тӑма усӑ курасшӑн. Тӑвай районӗнче ҫӑва валли ҫӗр уйӑрнӑ. Ӑна валли 2 гектар пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ нумаях пулмасть Софья Савнеш. Халӗ сасӑлав вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Сасӑлава пурӗ 711 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «ОБРАЗЫ ГОРОДА» (чӑв. Хула сӑнарӗсем) концепцие ырланӑ. Ӑна «Брендум» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 50,07 проценчӗ ҫав ӗҫшӗн пулнӑ. Паттерн графика элеменчӗсенчен тӑрать. Вӗсем — хулашӑн пӗлтерӗшлӗ персонажсемпе объектсем. Ҫӗнтернӗ символикӑпа усӑ курса парнелӗх продукци хатӗрлӗҫ, хулана капӑрлатӗҫ. Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, элемре чӑвашлӑх пачах та сисӗнмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри вӑрмансене кӗме каллех чарнӑ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫырса хунӑ. Ведомство вӑрмансене кӗме тӑхтама ыйтать. Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх виҫи хальхи вӑхӑтра 5-мӗш класс (специалистсем ӑна чрезвычайлӑ теҫҫӗ) шутланать иккен. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви «Вӑрман хуралӗ» хысна предприятийӗн телефон номерне (8352) 40-24-00 кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрман хуралӗн телефон номерне те ҫырса хунӑ: 8-800-100-94-00. Аса илтерер, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |