Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнине Чӑваш халӑхс айчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Аса илтерер, ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.

Халӗ ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене пӗлтӗмӗр. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ, анчах амӑшне пула пурӑнма май килмен пепке хӗрача пулнӑ. Ӑна 17-ри хӗр ҫуратнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ.

Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере ҫӳп-ҫап проводне тухса пенӗ. Ача вилнӗ.

17-ри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе тӗпчев пуҫарнӑ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.

 

Хулара

Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ.

Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн.

 

Культура

«Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ каллех ҫӗнӗ фильм ӳкерме хатӗрленет. Вӑл «80-мӗш ҫулсенчи дискотека» ятлӑ пулӗ.

Юрий Спиридоновӑн киностудийӗ актерсене суйласси пирки пӗлтернӗ. Пӗрремӗш кастинг авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ.

Юрий Спиридонов ҫӗнӗ кинопроект пирки ҫапла каланӑ: «Фильм перестройка вӑхӑтӗнчи пирӗн лайӑх тапхӑр пирки каласа кӑтартӗ. Мӗнле туслашни, мӗн пирки ӗмӗтленни, мӗнле кӗвӗ итлени пирки, радиопа тата телевизорпа мӗн пыни, мӗнле тумланни, мӗн патне талпӑнни, эпир тата пирӗн атте-анне хулари хӑш савутсемпе хапрӑксенче ӗҫлени ҫинчен».

 

Республикӑра
Амӑшӗ Марина Абакумова
Амӑшӗ Марина Абакумова

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере 36 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫулти ывӑлӗпе ҫухалнӑ. Абакумова Марина Геннадьевнӑпа Абакумов Константина тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Амӑшӗпе ывӑлӗ килтен 19 сехет ҫурӑра тухса кайнӑ. Амӑшӗ 165 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ачи 80 сантиметр ҫӳллӗш, хӗрлӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр.

Амӑшӗ симӗсрех пиншак, кӑвак джинс, кӑвак кеда тӑхӑннӑ, ачи вара ҫутӑ кӑвак курткӑпа, футболкӑпа, хура кроссовкӑпа, хӑмӑр калпакпа. Вӗсене курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлне «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн нимеҫисем те шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52468
 

Пӑтӑрмахсем

Вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Рассвет» хуҫалӑхра утӑ-улӑм хумалли хуралтӑ ҫунса кайнӑ. Унта 200 тонна утӑ тата 300 тонна улӑм пулнӑ.

Пушара тӑватӑ пушар автоцистерни сӳнтернӗ. Юрать, юнашар вырнаҫнӑ выльӑх-чӗрлӗх ферми шар курман.

Шӑматкун ҫӗрле Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта пӗр хуҫалӑхри хуралтӑ таврашӗ тата унран виҫӗ метрта пулнӑ утӑ купи ҫунса кӗлленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар такам чӗртсе янине пула тухма пултарнӑ.

 

Статистика

Раҫҫейри регионсенчи экологие шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта кӑҫалхи ҫулллахи кӑтартусене шута илнӗ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен танлаштарӑмра 11-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Малти 10 вырӑна ҫак регионсем лекнӗ: Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики, Алтай крайӗ, Белгород облаҫӗ, Курск облаҫӗ, Коми Республики, Мурманск облаҫӗ, Питӗр, Магадан облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ. Аутсайдерсен йышӗнче - Свердловск облаҫӗ, Челепи облаҫӗ, Иркутск, Мускав, Брянск облаҫӗсем. Чулхула облаҫӗ те юлашки йӗркене йышӑннӑ.

Каласа хӑвармалла: экологи танлаштарӑмне 2007 ҫултанпа кашни сезонра хатӗрлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52460
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнӑ. Ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.

Ача ун чух сывламан ӗнтӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитсен ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Кинологсем те йытӑсемпе ӗҫленӗ. Ача амӑшне ҫийӗнчех тупнӑ.

Ҫав ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ача амӑшӗ – ҫамрӑк хӗрарӑм, тен, студентка. Ахӑртнех, вӑл районтан килнӗскер. Хваттер унӑн пулман, вӑл тӑванӗсемпе е тусӗсемпе пурӑннӑ. Хӑй ҫӑмӑлттай пек курӑнмасть.

Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52462
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачине хваттерте пӗччен хӑварнӑ та хӑй лавккана тухса утнӑ. Каялла таврӑннӑ ҫӗре алӑк уҫӑлман – уҫҫи ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ.

Ку «Садовый» микрорайонта аван уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дементьев урамӗнче пулнӑ. Киле кӗреймен хӗрарӑм Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ара, ача хваттерте пӗчченех юлнӑ вӗт, тем курасси пулӗ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, «Умелец» наборпа усӑ курса хваттере кӗмелли алӑка уҫнӑ. Юрать, ачапа нимӗн те пулман, вӑй йӗркеллех ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52457
 

Республикӑра

Республикӑра ветеринари надзорне пӑхӑнса тӑракан тиев турттаракансене тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть Патшалӑх ветернинари службин тата ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем Йӗпреҫ районӗнче рейд ирттернӗ.

Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан ҫынсенчен сӗт пуҫтаракан арҫыннӑн ветеринари докуменчӗсем пулманнине тупса палӑртнӑ. Куншӑн водителе явап тыттарӗҫ: унӑн, ахӑртнех, 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

Ҫав кунах сӗте пломбӑламан савӑтсенче турттарнӑ тӗслӗхе тупнӑ. Ку водителӗн те штаф тӳлеме тивӗ: 1-2 пин тенкӗ таранах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52447
 

Тӗнче тетелӗ

Патӑрьел районӗн прокуратури информаци, информаци технологийӗсем, информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, сайра тӗл пулакан чӗрчунсене сутакан сайтсене тупса палӑртнӑ.

Сайтсенче Раҫҫей Хӗрлӗ кӗнекине тата Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан пӗрлӗхӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ чӗрчунсене сутасси пирки пӗлтернӗ.

Сайта кӗрекенсем кирек хӑш вӑхӑтра та каракал ҫурине, мандаринка кӑвакалне туянма пултарнӑ. Сайта ирӗклӗнех кӗме май пулнӑ, регистраци тата пароль ыйтман.

Патӑрьел районӗн прокуратури суда 3 тавӑҫ янӑ. Вӗсене пӑхса тухса тивӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52454
 

Страницӑсем: 1 ... 1976, 1977, 1978, 1979, 1980, 1981, 1982, 1983, 1984, 1985, [1986], 1987, 1988, 1989, 1990, 1991, 1992, 1993, 1994, 1995, 1996, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.