Культура
![]() Ҫак кунсенче Калуга облаҫӗнчи «Этномир» паркра ҫамрӑксен «Тӗрӗк ылтӑнӗ» пӗтӗм Раҫҫейри III форумӗ иртет. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ. Йышра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен ҫын та пур. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Дмитрий Моисеев паян «Наци журналистики: ӑнӑҫy cтратегийӗ» панель дискуссине эксперт пулса хутшӑннӑ. «Кунта пӗтӗм тӗнче, кашни халӑx, кашни ҫӗpшыв пур. Паркри Чӑваш Республики пирки хатӗрленӗ стенд та кӑcӑклӑ. Форум программи питӗ анлӑ. Вӑл кашни кунах ирхи 8 сехетре пуҫласа 23 сехетчен пырать. Эпӗ cоциаллӑ проектсем хатӗpлеме вӗpентекен мастер-классене хутшӑнатӑп. Дискуссисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ вӑл ӗҫтешӗсене вырӑнтан. Форум пӗлтӗр Хусанта иртнӗччӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен ҫамрӑксем пухӑнаҫҫӗ. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартаҫҫӗ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» федераци программине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче – карантин. Унта урнӑ чире тупса палӑртнӑ, ҫавна май карантина ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ялта чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленӗ вырӑна пӗтересшӗн, чире малалла сарӑлма парасшӑн мар. Карантин паянтан, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен, пуҫланать. Вӑл чӗрчун юлашки хутчен чирленӗ тӗслӗхрен икӗ уйӑха тӑсӑлӗ. Карантин вӑхӑтӗнче ялта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарка илсе каяс тӗллевпе тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех йытӑсемпе кушаксене ялтан илсе тухма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Грани» сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех кинотеатр уҫӑлнӑ. Хула ҫыннисемшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар сарӑлнӑ: «Атӑл» кинотеатр ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн залӗ куракансене хапӑлласах кӗтет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑкне уҫӑнӑ. Унччен унта «Тетерин фильм» кинотеатр пулнӑ. «Пирӗн юратнӑ «Атӑл» кинотеатр ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Эсир курма пултаракан фильмсем кинотеатр расписанийӗнче пур е 75-11-15 номерпе шӑнкӑравласа автоответчик пӗлтерӗ. Расписанипе афишӑсенче те паллашма май пур. Пурне те залра кӗтетпӗр», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата Лариса Сергеевна аслӑ администратор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Элӗк районӗнчи Ҫулавӑҫ тата Шуркасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 700 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ. ФАПсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӗсем хӑтлӑ: ҫӗнӗ сӗтел-пукан, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсем те унта ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухайӗҫ, мӗншӗн тесен пандуссем пур. ФАПра Алевтина Семенова ӗҫлет. Вӑл кунта кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӑхавсенчен пӗри Шупашкарти кадет корпусӗнче вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн малтанхи кунӗсем Пермьре тата Крымра пуҫланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кадетсене унта сбора илсе кайрӗҫ: 5-7-мӗш классене — Крыма, 8-11-мӗшсене — Перме. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пермьре ачасенчен хӑшӗсем хӑйсен воспитательне кӳреннӗ. Вӑл вӗсене тӗксе янӑ, усал сӑмахпа ятланӑ, япӑх сӑмахсемпе кӳрентернӗ имӗш. Йывӑра илнӗскерсем Пермьри тата Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене ҫӑхавланӑ. Воспитатель алӑ ҫӗклени тата сӑмахпа кӳрентерни пирки пӗлтернисен шутӗнче Чӑваш Енри сумлӑ та укҫаллӑ вырӑнсенче тар тӑкакан пуҫлӑхсен ывӑлӗсем пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне те вуламаҫҫӗ халь. Поэзи пирки калас пулсан, унӑн ҫӳллӗшне эстрада юррисен сӑмахӗсемпе виҫекенсем нумайланчӗҫ... Ку пач урӑх жанр. Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ. Питӗ шел. Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха. Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те. Ӑҫта мӗн иккенне ахаль вулакан-итлекен уйӑрайми, хаклайми пулчӗ: мӗн хӑлхана ытларах кӗрет, ҫавна чӑн-чӑн поэзи тесе шутлать. Ҫавӑнпа сӑвӑҫсем халь ӑмӑртса юрӑ валли ҫырасшӑн: «Манӑн сӑмахсемпе 150 ытла юрӑ ҫырнӑ! Ман вара 223 яхӑн юрӑ, радиопа куллен параҫҫӗ!» — тесе шавлакансем «юрӑ валли мар» ҫыракансен сассине хупласа тӑраҫҫӗ. Юрӑ ӳнерӗ ҫапла халӑха кирлӗ пулни, кашни ӑнӑҫлӑ, илемлӗ юрӑ мана питӗ савӑнтарать, анчах вӑл, калатӑп-ҫке, поэзирен ытларах чухне инҫетре тӑрать. Чӑн-чӑнни вӑл нихҫан та нумай пулмасть ӗнтӗ. Тата вӑл шавсӑр». Ҫапла шухӑшлать Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Фейсбукра ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чечняна тухса кайнӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн Культура министерствин Гастроль агентстви пулӑшнипе иртекен «Пысӑк гастрольсем» проекта хутшӑннӑ май ҫул тытнӑ. Чӑваш Енри «пуканесем» Чечняра «Голубка» мюзикла, Петӗр Хусанкай хайлавӗ тӑрӑх «Ҫӗр ҫинче мӗн чи вӑйли» моноспектакль-юмаха, А. Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗ тӑрӑх хальхилле лартнӑ ӗҫе, М. Супонинӑн «Бука» интерактивлӑ спектакльне тата Е. Лисинан «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» мультимедиллӗ спектакльне лартӗҫ. Чӑваш артисчӗсен сумлӑ делегацийӗ Чечняра авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пулӗ. Юпа уйӑхӗнче Чечняри артистсем гастрольпе пирӗн пата килӗҫ. ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен те репертуарӗ анлӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑпсӑр тесе йышӑннӑччӗ. Кун пирки эпир «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Мускаври ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Суд Леонид Волкова хупса усрама йышӑннӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗнче ҫирӗплетнӗ. Леонид Волкова хыснаран 1,6 миллион вӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем уй-хирте малалла тимлеҫҫӗ. Паян вӗсем ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗрхисене акассипе те аграрисем ҫине тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑра 99,7 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 95 проценчӗ пулать. Сӑмах май, ҫулталӑк каяллахи ҫак кун 64 пин гектар е 61 процент кӑна акнӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче планпа пӑхнинчен 22 процент ирттерсе акнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 2,4 процент, Муркаш районӗнче — 1,6 процент. Етӗрне, Йӗпреҫ, Елчӗк районӗсем те плана тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Навальный штабӗн хастарӗсем пенси реформине хирӗҫ митинг ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче КПРФ хастарӗсем те реформӑна хирӗҫлесе митинг ирттересшӗн. Кун пирки Валентин Шурчанов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ. Митинг Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, коммунистсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче те Чапаев скверӗнче реформӑна хирӗҫ митинг ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |