Спорт
![]() Шупашкар хӗрӗ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята тивӗҫнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Йышра Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пулнӑччӗ. Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер илемлӗ гимнастика енӗпе виҫӗ хут тӗнче чемпионкипе тӗлпулнӑ. Республика ертӳҫи Чӑваш ҫӗрӗн пултаруллӑ спортсменкине ахаль туман — асӑнмалӑх парне панӑ. Ӑна вӑл алла ҫыхмалли наци элемӗллӗ сехет тата Тав хучӗ тыттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Евгения Леванован пӗрремӗш тренерне Ирина Штайнера та хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() M.gazeta.ru сӑн ӳкерчӗкӗ 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Булгария» теплоход инкеке лекнине чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Карап путни хальхи вӑхӑтри Раҫҫей историйӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ. Теплоход мӗншӗн путнине тӗпчевҫӗсем тишкерсе хӑшӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Айӑплӑ тесе йышӑннисенчен пӗри, Светлана Инякина, айӑплав вӑхӑтне Чӑваш Енре ирттернӗ. Халӗ унӑн айӑплав вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм Улатӑрти колонирен ирӗке тухнӑ. Ҫакӑн пирки паян Kazanfirst Федерацин айӑплӑва пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ. Инякина приговорне нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Ҫакӑ РФ Пуҫиле кодексӗн 72-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ май ҫӗнӗрен тишкернӗ. Хӗрарӑм ӗҫне 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хусанти Мускав район сучӗ пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Чӑлхапа трикотаж хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс производствине 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен уҫнӑ. Конкурс управляющийӗ – Вячеслав Самсонов, вӑл уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. 2017 ҫулхи ҫуркунне налук служби Арбитраж судӗнчен хапрӑка панкрут тесе йышӑнмашкӑн ыйтнӑ. Унӑн парӑмӗ 12 миллион та 653 пин тенке ҫитнӗ. Халӗ Чӑлхапа трикотаж хапракӗнчен темиҫе организаципе ведомство парӑма татма ыйтать. Чи нумаййи «Перекет банкӗ» умӗнче пухӑннӑ: 239 миллион та 652 пин тенкӗ. Сӑмах май, Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗ – Владимир Ермолаевӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ил-80 самолетӑн ванчӑкӗсене Сирири Латакия провинцире тупнӑ. Ӑна Сирири ПВО ҫапса антарнӑ. Борт ҫинче Раҫҫейри 15 ҫар ҫынни пулнӑ. Шел те, вӗсем пурте вилнӗ. Самолет-разведчикра пирӗн ентеш, Канаш районӗн арҫынни, Григорий Зиновьев пулнӑ. Вӑл 34 ҫул кӑна тултарнӑ. Григорий ҫара 2008 ҫулта кайнӑ, тепӗр ҫулхине килӗшӳ алӑ пусса ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. «На-связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Григорий Зиновьев Канашри педколледжа вӗренсе пӗтернӗ, унтан Питӗрте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул хута яма палӑртнӑ. Тӗплӗ юсав управленийӗ патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ахӑртнех, ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ Шупашкарти шкулсен йышӗнче чи пысӑкки пулӗ. Унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫурт виҫӗ хутлӑ пулӗ, тӑватӑ блокран тӑрӗ. Пӗрремӗш блок – пуҫламӑш классен, унта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Иккӗмӗш блокра вӑтам тата аслӑ классем вӗренӗҫ, апатлану блокӗ, акт залӗ вырнаҫӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра музей, архив тата скульптура мастерскойӗ пулӗҫ. Тӑваттӑмӗш блокра спортзал, пӗчӗк тата пысӑк бассейнсем, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душевой тата туалет, гимнастика залӗ вырнаҫӗҫ. Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, аукцион юпан 12-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 878 910 840 тенкӗ. Шкула 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн малашне ҫӗнӗ канашҫӑ пулӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулта вӑл хӑйӗн патне 28 ҫулти Роман Караулова илнӗччӗ. Роман «Холдинг КиПиКАй» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Элтепер хӑйӗн канашҫине паллӑ вырӑс рокерӗн ывӑлне, «Черный обелиск» ушкӑн лидерне Владимир Крупнова суйланӑ. Малашне ҫак тивӗҫе Кабадзе Георгий Изалмерович пурнӑҫлӗ. Хушӑва паян Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплтенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать. Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дмитрий Духанин («Коммерсантъ») сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет. Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шкул ачисем смартфонсемпе усӑ курнине Раҫҫеейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хирӗҫ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫерйи центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисенчен73 проценчӗ урокра карас телефонӗпе тата ытти гаджетпа усӑ курнине хирӗҫ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви пӗлтернӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 83проценчӗ смартфонсем шкул ачисене вӗренме чӑрмантараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 69 проценчӗн шучӗпе смартфонсӑр ачасен вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраслӑхӗ ӳсмелле. Ҫавӑн чухлех йыш смартфонсемпе шкулта аслисен те, кӗҫӗннисен те усӑ курмалла мар тесе каланӑ. Ҫапах та расна шухӑшлакансем те пур. Вӗсен шучӗпе карас телефонӗпе планшетсем ачасене ниепле те витӗм кӳмеҫҫӗ. Ыйтӑма телефонпа шӑнкӑравласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшенче ирттернӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах 1,6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче самртфонсемпе ытти гаджтепа шкулта усӑ курма чарас шухӑша каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче карантин тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, унта урнӑ чирпе аптӑракан чӗрчуна тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ятарлӑ хушу кӑларсах вӑл тӑрӑхра асӑрханулӑх мерисене ҫирӗплетрӗ. Ҫак йӗркесен авторне карантинпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗлме май килчӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ тӑрӑхра авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Унта кабель хуракан арҫынна урнӑ тилӗ тапӑннӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗрле ӗсленӗ тепӗр ҫын та шар курнӑ. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тума тивнӗ. Чирлӗ чӗрчун тапӑннӑ вырӑнта ветеринарсем дезинфекци ирттернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫынсене хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |