Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ. 71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача патне пырса ларнӑ. Уҫӑлма пӗччен тухнӑскерпе вӑл ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ. Халӗ ҫав арҫынна суд 11 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Арҫын унччен те айӑпланнӑ. Ачасене ырӑ мар шухӑшпа юратаканскер 17 ҫул тӗрмере ларнӑ, ирӗке 2016 ҫулта ҫеҫ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть шӑматкунлӑх ирттернӗ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, 3-4 ҫул каялла Яманкасси ялӗнчи Ленин урамне вак чул сарнӑ. Унччен кӗрлӗ-ҫурлӑ пылчӑк пайтах тарӑхтарнӑ. «Йӗпе-сапара халь атӑ-пушмака вараламасӑр ҫӳреме пулать, машина таврашӗ те ним ҫӑрӑлмасӑр кӗрсе тухать», — тесе ҫырнӑ Сиккасси ял администрацийӗн сайтӗнче. Ӳреткасра пурӑнакансене те ырланӑ. Вӗсен кил-ҫурчӗ умӗнче ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртмасть. Пушӑ ларакан ҫуртсен умӗсенчи курӑка та ҫулса тӑраҫҫӗ. Шӑматкунлӑх ирттерсе урамри «ҫурӑлнӑ» путӑксене Ӳрет юхан шыв хӗрринчен вак чул турттарса сапласа тухнӑ. Емельяновсем, Валерий, Юрий, Эдуард, Алексей Зайцев, Юрий Степанов, Алексей Кузьмин мотоблоксемпе турттарнӑ, Сергей Андреев чула сарса якатса пынӑ. Татьяна Кузьмина, Нина Емельянова, Венера Тихомирова, Галина Полякова, Лидия Васильева, Дмитрий Тимофеев чула мотоблоксем ҫине тиесе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ. Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн. Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем. Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен вице-премьер Татьяна Голикова «РИА Новости» информагентствӑна интервью панӑ. Вӑл унта 20 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма чарас ыйтӑва та ҫӗкленӗ. «Йӑлтах чару пуласси пирки никам та каламасть. Ҫапах алкогольпе кӗрешес ӗҫре пӗтӗм тӗнчери опыт пур. Эпир унпа яланах усӑ курма, хамӑр лару-тӑрупа танлаштарма пултаратпӑр. Ахальтен мар чылай ҫӗршыв эрех-сӑрана 18-тан мар, 20 е 21 ҫултан сутма юрани пирки йышӑну тӑвать. Ҫамрӑкрах чухне эрех-сӑрана часрах хӑнӑхни пирки иккӗленӳ ҫук, ачасем сывлӑхне пӗтереҫҫӗ», - тенӗ Татьяна Голикова. Раҫҫей Правительстви те ку енӗпе улшӑнусем кӗртесшӗн. Вице-премьер каланӑ тӑрӑх, йӑлтах тарасапа виҫӗҫ. «Халӗ мӗн пулса иртнине курса эпӗ кунашкал йышӑну пирки шухӑшлӑттӑм. Анчах 21 ҫултан мар, 20-рен», - палӑртнӑ Татьяна Голикова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федор тунӑ сӑн 2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук. Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ. Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрий Васильев Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан. Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен прокуратури пуҫарнипе пая кӗрсе хваттер туянакансем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Улталаннӑ пайҫӑсем ятарлӑ номерпе шӑнкӑравлама е ҫырса яма пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче ӗҫлет. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать – (8352) 39-20-47. Килнӗ ҫӑхавсене малтан тӗрӗслеҫҫӗ, унтан прокурор кирлӗ мерӑсем йышӑнать. Прокуратура сайтӗнче интернет-приемнӑй те пур, унта ҫыру шӑрҫалама пулать. Вӗсене электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: prokur@cap.ru. Ҫырура хута каякан ҫурт адресне, килӗшӳ реквизичӗсене, застройщик ятне, хӑвӑрӑн телефон номерне кӑтартмалла, тӗрӗслев ирттермешкӗн документсен копине ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти арҫын эрехе пула шар курнӑ. Эрехпе минренӗ арҫын урама чӳрече витӗр тухнӑ. Хайхискер суранланнӑ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлӗшӗ ҫак арҫынна хваттерте питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран, 15 сехетре, Совхоз урамӗнче 16-мӗш ҫуртӑн чӳречи айӗнче ӳсӗрскере тупнӑ. Вӑл питӗрӗнчӗк алӑкран тухайман, ҫавӑнпа виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Таджикистан ҫыннине 14 тата 15 ҫулсенчи хӗрачасене пусмӑрламасӑр ясар шухӑшне пурнӑҫланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 2 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатнӑ. Анчах ют ҫӗршыв арҫынни хӑй айӑплӑ мар тесе шухӑшлать. Унӑн адвокачӗ приговорпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вӑл судра аппеляципе тухса калаҫнӑ. Адвокат Таджикистан ҫынни айӑплӑ маррине ӗнентересшӗн пулнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ судья аппеляцие тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Приговор унчченхи пекех юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ. Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |