Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Андрей Романов савутра ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗнче вӑл отпуск илнӗ. Арҫын 30 кунра Крыма велосипедпа ҫитсе килме тӗллев лартнӑ. Ӑна пурнӑҫланӑ вӑл. Каялла ӗҫе вӑхӑтра ҫитес тесе Андрей кунсерен 150-шар ҫухрӑм кайнӑ. Ҫулҫӳревӗ пирки вӑл «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Арҫын питӗ васканӑ, ҫавӑнпа педале вӑйне шеллемесӗр ҫавӑрттарнӑ. Ара, кашни облаҫре чарӑнса паллӑ вырӑнсемпе паллашма та ӗлкӗрмелле вӗт. Вӑл Крыма ҫаврӑнса тухма та ӗмӗтленнӗ, анчах, шел те, ӗлкӗреймен. Крым кӗперӗпе каҫнӑ чухне вара Шупашкар арҫынни ача пекех савӑннӑ, унӑн хӑватлӑ строительствинчен тӗлӗннӗ. Крымра вӑл пӗр ҫӗр кӑна выртнӑ. Тепӗр кунхине Шупашкаралла ҫул тытнӑ. Чӑваш Ене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче таврӑннӑ. Ҫул ҫинче Андрей Романов 8 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫа апат ҫисе ҫеҫ пӗтнӗ. Вӑл кафере пӗрре те апатланман, хӑна ҫуртӗнче пӗр хутчен кӑна ҫӗр каҫнӑ. Андрей пӗр уйӑхра 4350 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Унӑн опыт пур ӗнтӗ: вӑл пӗлтӗр Кавказа велосипедпа ҫитсе килнӗ. Ҫитес ҫул та отпускне ахаль ирттересшӗн мар. Хальлӗхе велосипедпа ӑҫта ҫитессине палӑртман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать. Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ. Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Гоород» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче, вӑрман патӗнче, ҫӳп-ҫап куписем ӳссе ларнӑ. Унта такамсем строительство ҫӳп-ҫапӗ, арпус килсе тӑкаҫҫӗ. Халӑх корреспонденчӗ грузовикпе ҫӳп-ҫап килсе тӑкнине хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Унта ӑна темиҫе эрне кӳрсе килни куҫкӗрет. Уйрӑмах ҫӗрӗк арпус килсе тӑкакансем антисанитари тӑваҫҫӗ. Аэропорт ҫывӑхӗнче, ҫӗрӗк арпуссене шутламасан, 3-4 ҫӳп-ҫап купи таранах пухӑннӑ. Ку хула администрацийӗн экологи управленийӗн ӗҫченӗсене те сисчӗвлентернӗ. Вӗсем паян унта ҫитсе курнӑ. «Ҫӳп-ҫап купине кӗркуннехи экологи мероприятийӗсемпе килӗшӳллӗн пуҫтарӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ управлени ертӳҫи Дмитрий Гордеев Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Бассейн проекчӗн сӑнӳкерчӗкӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн. Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ. Ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсенчи элчесем те ҫитӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Еврзири вырӑнти влаҫсен Конгресӗ иртет. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗ ООНпа, Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле йӗркелет. Шупашкара ҫитнӗ хӑнасем хуласен аталанӑвӗ пирки калаҫӗҫ, Еврази уйрӑмӗн Канашӗн ҫӗнӗ йышне, вице-президентне, президентне суйлӗҫ. Мероприятин тӗп спикерӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин президенчӗ Паркс Тау, ООН программин ертӳҫи Татьяна Хабарова, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗн президенчӗ Ильсур Метшин тата Жорди Паскаль, Ламин Аббад координаторсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Константин Григорьев архивӗнчи сӑн Шупашкарта ҫамрӑксем славян стильне тӗпе хурса пӗрлешнӗ. Туй авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗрпе каччӑ тӗрӗпе илемлетнӗ халӑх тумне тӑхӑннӑ. Ҫӑмрӑксем йӑла-йӗркене пӑхӑннӑ. Шупашкарта иртен-ҫӳрен те вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ, чарӑнса тӑрсах сӑнанӑ. Ҫӑмрӑксем машина ҫине Раҫҫей тата тинӗс пехотин ялавӗсене ҫакнӑ. Водительсем вӗсене курсан пиклеттернӗ, телей суннӑ. Туя славян стилӗпе ирттермелли пирки каччӑ та, хӗр те иккӗленмен. Урӑхла шухӑшлама та пултарайман вӗсем. Ҫырӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк мӑшӑр венчет тӑнӑ. Каччӑ савнине 9 ҫул шыранӑ. Ҫав кун унӑн таҫта каймалла пулнӑ, анчах темшӗн юлнӑ вӑл. Шӑп ҫавӑн чухне каччӑ чиркӳре пулас мӑшӑрне курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗрентекенсем шкул тата професси ҫинчен юрлӗҫ. Чӑвашла та шӑрантарӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта учительсен хорӗн республикӑри V конкурсӗ иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне педагогсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнӗҫ. Вӗрентекенсен пултарулӑх хӑватне, педагогсен хушшинче хор ӳнерне сарас тӗллевлӗ конкурса ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрлех РФ Халӑх вӗрентӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗ йӗркелеҫҫӗ. Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Зонӑсенчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ 9 коллектив республикӑри ӑмӑртура тупӑшӗ. Вӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрлӗҫ. Малтанхи тапхӑра 500 ытла ҫынтан тӑракан 26 хор ушкӑнӗ юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче тупса палӑртнӑ сиенлӗ ҫӳп-ҫап купине тирпейленӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗ Софья Савнеш вӑл вырӑна Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханине пӗлтернӗччӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах Комсомольски район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, ҫавна Хырхӗрри ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ асӑрханӑ пулса тухать. Ун хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва епле тытса панине хӑй тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ. Тӗттӗм шӗвеклӗ пластик канистрсем тата фармацевтика препрачӗсен курупкисем выртакан вырӑна Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Материалсене право хуралӗн ӗҫченӗсене ярса панӑ. Хими каяшӗллӗ вырӑна тасатса тирпейленӗ, айӑплисене (анчах кам яваплине ҫырман) тупса палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫ поселокӗ юлашки ҫулсенче сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Поселок аталаннипе пӗрлех ӑна хӑтсӑрлатакансем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра паян ирпе сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патӗнчи лаптӑк ҫӑрӑлакан вырӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавӑншӑн айӑплисем — автомобильсем. Нумаях пулмасть район центрӗнче спорт лапамӗ йӗркеленӗ. Анчах ун патӗнчи курӑк ҫине те машинӑсем хӑпарса кайма тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен автомобилӗсене малтан ҫӑрса пӗтернӗ вырӑна лартасшӑн мар иккен. «Аплах пулсан ку ҫерем те ҫӑрӑлчӑка ҫаврӑнӗ», — пӑшӑрханать Татьяна Степанова ятлӑ хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дон ҫинчи Ростов хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелте ҫуралнӑ арҫынна авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Палтиел ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Замире Шарафутдинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Дамир Вахитов 1987 ҫулта ҫуралнӑ. «Блокнот Ростов-на-Дону» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Петренко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри лифтра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫав самантра унта пулнӑ Шӑмӑршӑ район арҫыннин ӳчӗ 95 процент таран пиҫсе кайнӑ. Маларах эпир асӑннӑ сайтри хыпара сӳтсе явакансем хушшинче пушар сӑлтавӗ пирки тӗрлӗрен ҫырнӑ. Пирус туртнипе кладовкӑра пушар тухнӑ текен те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |