Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Лапсар ҫывӑхӗнчи хӑрушӑ аварире 11 ҫын вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Кӑштахран вилнисен шучӗ 13-е ҫитни пирки сайтра хыпарларӑмӑр. «На связи» форумра аварире вилнисемпе суранланнисен списокне пичетленӗ (РЕН ТВ телеканал пӗлтерни тӑрӑх). Хальлӗхе вилнисен списокӗнче 11 ят паллӑ: 1. Иванов М. 2. Павлов Н. 3. Порфирьева С. 4. Тимофеева Т. 5. Никифорова Р. 6. Федоров А. 7. Буторова О. 8. Афанасьева Т. 9. Иванова Л. 10. Васильева О. 11. Кудряшова З. Суранланнисен йышӗнче ҫаксем: 1. Варфоломеева А. (1970) 2. Васильева Л. (1976) 3. Герасимова Л. (1986) 4. Иванов С. (1965) 5. Никоноров А. (1960) 6. Малыгина В. (1956) 7. Чукмарева В. (1970) 8. Ильин О. Вилнисемпе суранланнисен тӑванӗсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(8352) 39-99-99. Хальлӗхе республикӑра хурлану кунӗ пуласси пирки пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Карачурапа Лапсар хушшинчи М7 ҫул ҫинчи паян пулса иртнӗ пӑтӑрмахра вилнисен шучӗ 13 ҫитнӗ. Кун пирки пульницӑри ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ — шар курнисенчен тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Суранланнисене Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Ҫиччӗшӗнчен тӑваттӑшӗ йывӑр сурансемпе. Тепӗр икӗ ҫынна амбулатори майӗпе пулӑшу панӑ, ҫав шутра пӑтӑрмахшӑн айӑплӑ йывӑр тиевлӗ машина водительне те. Ӑна тытса чарнӑ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хӑй сӑнаса тӑрасси пирки пӗлтернӗ, шар курнӑ ҫынсене пӗтӗм енчен пулӑшма хушнӑ. Аса илтеретпӗр, Канашран Мускав ҫула тухнӑ Fiat микроавтобуспа Мерседес тев машини (маларах Камаз тесе хыпарлатчӗҫ) 19 сехетсенелле ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах йывӑр тиевлӗ машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑран пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Мӗн сӑлтава пула вӑл унта лекни пирки хальлӗхе калани ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗкӗр-сӑмахсемХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Чӑваш чӗлхи пуян ҫеҫ мар, кашни ӑнланӑва пур енчен те, ҫав хушӑрах кӗскен, пӗр сӑмахпа ҫутатса пама тӑрӑшать. Чӗлхене лайӑх пӗлменнисем, ҫынна сӑнласа парас тенӗ чухне нумай сӑмах калаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, лутра, мӑнтӑр ӳтлӗ, начка сӑн-питлӗ тенӗ пулӗччӗҫ вӗсем Сервантес романӗнчи Санчо-Панчо пирки. Тӗрӗссипе вара чӑваш чӗлхинче ҫакӑн пек ҫынна сӑнласа паракан пӗр сӑмах пур — пӑрккамас. Ҫакан йышши сӑмах пирӗн чӗлхере нумай. Вӗсенчен хӑшне те пулин илтетӗн те куҫ умне тӗкӗрпе кӑтартнӑ пек ҫын сӑнӗ-кӳлепи тухса тӑрать. Эпнесир — пысӑк хырӑмлӑ, такана хырӑмлӑ ҫын, ҫӳллӗшне шута хуни ҫук кунта. Лаканай — лутра та пысӑк хырӑмлӑ ҫын. Канчама — хӑйне килӗшӳсӗр тыткалакан, кӑлантай — шӑчӑ пек вӑрӑм пӳ-силлӗ, мӑран, хусканусӑр ҫын; кӳсмек — пысӑк кӳлепеллӗ арҫын, кӗнчелер — ырханкка хӗр. Пӗчӗк пӳ-силлӗ, ҫапах та нумай ҫиекен ҫынна чӑвашсем кӗмшӗк тенӗ иккен. | ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен каччине Василий Серебрякова 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫар комиссариачӗ вӑрҫа кайма повестка панӑ. Вӑл ун чухне 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Шел те, ҫамрӑкскер Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть Ленинград облаҫӗнче унӑн ӳчӗн юлашкине тупнӑ. Ӑна «Дорога домой» («Килелле выртакан ҫул») проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ене ӑсатӗҫ. Салтак ӳчӗн юлашкине, унӑн упранса юлнӑ япалисене тӑванӗн ачи Алексей Серебряков йышӑнӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 9 сехетре Шупашкарти Ҫар мухтавӗн музейӗнче иртӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем, шырав отрячӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑнӗҫ. Василий Серебряковӑн ӳчӗн юлашкине Явӑшри масар ҫинче пытарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() ЧР прокуратури Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна машинӑпа ҫӳреме чартарасшӑн, правине туртса илтересшӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ҫав ҫын нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать пулсан та водитель удостоверенине илнине тупса палӑртнӑ. Арҫын чирне пула невролог патӗнче тӗрӗсленсех тӑрать. Унашкал ҫынсене права пама юрамасть. Хайхискер вара 2017 ҫулта А, А1, В, В1, С, С1, Д, Д1, М категориллӗ права илнӗ. Невр чирӗпе аптӑракан ҫын руль умне ларни ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Прокуратура Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине руль умне ларма чарас тесе суда заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумай пулмасть, паян каҫхине, Ҫӗнӗ Лапсар тата Карачура ялӗсен хушшинче, М-7 ҫул ҫинче, пысӑк авари пулнӑ. КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Автобусри салонра пулнӑ пассажирсем пурте вилнӗ: пӗтӗмпе – 8 ҫын. Вӑл Канашран Мускава кайма тухнӑ. Хальлӗхе хӑрушӑ аварире мӗн чухлӗ ҫын вилни пирки татӑклӑн калайман. Ҫакӑ кӑна паллӑ: 8 ҫынран ытларах. Хӑш-пӗр сайтра 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫакна хальлӗхе ҫирӗплетмен. ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-секретерӗ Светлана Каликова хыпарланӑ тӑрӑх, аварире 19 ҫын суранланнӑ, 11-шӗ вырӑнта вилнӗ. Ку лару-тӑрӑва Михаил Васильевич тӗрӗслесе тӑрать. «За рулем» порталта ҫырнине ӗненес тӗк, авари пулнӑ вырӑна Правительство председателӗ, шалти ӗҫсен министрӗ, транспорт министрӗ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ Александр Петрова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе — орденпа — чысласи ҫинчен калакан хушӑва ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паян ЧР Патшалӑх Канашӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. Унта пухӑннисене Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл ветерансене тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Председательне, 11-мӗш суйлаври Аслӑ Канашӑн Президиумӗн Председательне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм Лондонри арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ паллашса ӑна 1,6 миллион тенкӗ куҫарса пани пирки ӗнер кӑна хыпарланӑччӗ. Улатӑрта тепӗр хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлни ҫиеле тухнӑ. Вӑл ултавҫӑсене 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 56 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки телевизорпа курнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл унпа ҫыхӑннӑ, сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Экстрасенс ӑна такам пӑсни ҫинчен пӗлтернӗ, пулӑшма шантарнӑ. Дистанци мелӗпе «сипленнишӗн» хӗрарӑм экстрасенса 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уйӑхсем иртнӗ, анчах хайхискер сывлӑхӗ лайӑхланнине пач та туйман. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл полицие йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ ултавҫа шыраса тупас тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ хулинче ӗнер урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Пӗр хуҫалӑхра ку чирпе кушак чирленӗ. Ҫакна лаборатори тӗпчевӗ те ҫирӗплетнӗ. Урнӑ чире тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Ку Ҫӗрпӳ хулин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайне пырса тивет, Октябрь, Хӗвелтухӑҫ, Куйбышев, Свердлов урамӗсемпе чикӗленет. Карантин вӑхӑтӗнче йытӑсемпе кушаксене палӑртнӑ территорирен илсе тухма юрамасть. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене зоопарка е урӑх района илсе каяс тӗллевпе тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тума чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енре тӗнче тетелне тухма ҫук ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнине ӗненсен, тӗнче тетелне тухма май ҫук ялсем Чӑваш Енре — 15. Пурте вӗсем Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ. Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсен списокне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Улатӑр районӗнчи 15 ялта «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗ ҫук ҫеҫ мар, вӗсенче вай-фай урлӑ та тӗнче тетелне кӗреймӗн. Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсем Алтышево, Атратск, Иваньково-Ленински, Киров, Междуреченски, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Первомайски тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енри халӑх йышлӑ ялсене Ростелеком вай-фай точкисем вырнаҫтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |