Чӑваш чӗлхи
![]() Алена Ялманова тунӑ сӑн Алена Ялманова Шупашкарти пӗр чарӑну ятне тӗрӗҫ мар ҫырнине асӑрханӑ. Чӑтса тӑрайман – кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Чӑннипе, чарӑну ячӗсене вырӑсларан чӑвашла тӗрӗс мар куҫарнине ҫынсем пӗрре мар асӑрханӑ. Хальхинче вара сӑмах «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» общество транпорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать. Чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗль» кинотеатр» тесе ҫырнӑ. Ун хыҫӗнчех унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт (унта халӗ Ҫамрӑксен театрӗ) ларать. Ҫурт ҫине ята вырӑсла та, чӑвашла та тӗрӗсех ҫырнӑ. Чарӑну ятне те ӑна пӑхса тӗрӗс ҫырасчӗ хӑть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ. Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ. Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Сергеев профессор Ӗнер Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗн, профессорӑн, чӑваш чӗлхеҫин Виталий Сергеевӑн куҫӗ хупӑннӑ. Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пӗр аса илӗвӗнче вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ун чухне вӗсен тӑван ялӗ Красноармейскине кӗнӗ, каярах Элӗк районӗн йышне лекнӗ. «Вырӑнӗ питӗ илемлӗ, Сурӑм вӑрманӗ ҫумӗнче, шывлӑ-вӑрманлӑ, кайӑклӑ», — ӑшшӑн каласа кӑтартнӑ вӑл 2011 ҫулхи кӗркунне. Хӑй вӑхӑтӗнче шкулта ачасене 4 чӗлхепе — чӑваш, вырӑс, акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисемпе — вӗрентнӗ вӑхӑта педагог ӑсталӑхне туптама май панӑ ҫулсем тесе аса илнӗ. «Ӑшӑ кӑмӑллӑ. Ӑслӑ. Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан», — тесе хаклаҫҫӗ профессора унӑн ЧПУри вӗренекенӗ пулнисем. Виталий Сергеева юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӑван ялӗнче пытарӗҫ. |
Ӑслӑлӑх
![]() Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртмелле. Ӑна паллӑ чӗлхеҫӗ, литературӑпа ӳнер тӗпчевҫи, обществӑпа политика ӗҫченӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ А.П. Хусанкай 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Пуҫламӑшӗ 13 сехетре. Чӑваш филологипе кӑсӑкланакансене пурне те ҫавра сӗтеле хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Сӑмах май, Атнер Петрович Хусанкай 70 ҫул тултарнӑ ятпа ун ӗҫӗсен тата унпа ҫыхӑннӑ статьясен кӑтартмӑшне хатӗрлеҫҫӗ. Атнер Петрович Хусанкай — Петӗр Хусанкайпа Вера Кузьминан ывӑлӗ. Вӑл 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мобильлӗ ФАП 100 ҫынтан сахаллӑн пурӑнакан ялсенчи ҫынсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем килсе ҫитнӗ. Кирлӗ медицина оборудованине ПАЗ автомобильте вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Ене ҫавӑн пекки пилӗк штук килнӗ. Мобильлӗ ФАПсене РФ Правительствин резерв фондӗнчи укҫапа туяннӑ. Урапа ҫинчи тухтӑр пӳлӗмӗсем ҫулталӑкченхи сывӑ пепкесене, 1-3 ҫулсенчи ачасене пӑхса тӑрӗҫ, ача пахчисемпе шкулсене ҫитӗҫ, ялти ҫынсене диспансеризаци витӗр кӑларӗҫ, чирлисене планпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӑхса тӑрӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Ене куҫса ҫӳрекен маммограф та илсе килмелле. Вӑл районсем тӑрӑх ҫӳресе кӑкӑр чирӗсене тӗрӗслӗ. Мобильлӗ ФАПсене ӳлӗмрен 16 единица таран илсе килме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Михаил Игнатьев велосипедпа тӑтӑшах ярӑнать. Regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче зарядка тутарма пуҫласшӑн. Тӗрӗсрех каласан, зарядка пулӗ-и вӑл е спортӑн урӑх тӗсӗ-и — пӗрех. Чи кирли — ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштарасшӑн. Корпоратив спортне сарасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура палӑртнӑ. Республика ертӳҫи сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине халӑхра ытларах сармалла тесе шухӑшлать. Влаҫрисен, предприяти-организаци ертӳҫисен ку енӗпе тӗслӗх кӑтартмалла тесе каланӑ. «Эпир массӑллӑ ӑмӑртусем ирттеретпӗр-ха. Спортпа ялан туслисен йышӗ енчен пирӗн кӑтарту начра мар пулин те ҫак йышпа эпӗ кӑмӑлсӑр. Спорт объекчӗсем нумай турӑмӑр. Всем валли 7 миллиард тенке яхӑн укҫа хыврӑмӑр. Анчах вӗсен 10-15 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла. Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн. Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Татнефть-АЗС Центр» автозаправкисенче АИ-92 тата АИ-95 бензинсен хакӗ ӳсни водительсене пӑшӑрхантарма тытӑннӑ. Ҫавӑнпах вӗсем монополипе кӗрешекен федераци службин Чваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсене кун пирки систернӗ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ведомство «Татнефть-АЗС Центр» конкуренцие хӳтӗлекен саккуна пӑхӑнмасть тесе ун тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Монополипе кӗрешекен служба ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри автозаправка станцийӗсенче бензин хакӗ сӑлтавсӑр ӳснӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене хурлантарнӑ тискер авари хыҫҫӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене тӗплӗн тӗрӗслеме тытӑннӑ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен инспекторсем «Д» категориллӗ водительсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 197 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре автобуссемпе ҫыхӑннӑ 86 авари пулнӑ. Вӗсенче 7 ҫын вилнӗ, 139-ӑн суранланнӑ. Водительсен айӑпӗпе 66 авари пулнӑ. Ытларах чухне автобуссемпе ҫыхӑннӑ аварисем ҫак сӑлтавсене пула пулаҫҫӗ: хӑвӑртлӑха пӑхӑнманни, водительсен йӗркесӗрлӗхӗ, ҫуран каҫмалли вырӑнсем патӗнче правилӑсене пӑхӑнманни, пассажирсене илсе ҫӳремелли правилӑсене уяманни, светофор патӗнче йӗркене пӑсни, дистанцие пӑхӑнманни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |