Республикӑра
![]() Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп тесе калама хушман ваттисем. Усаллинчен Турӑ сыхлатӑр тесси ҫеҫ юлать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире ҫак кунсенче пӗр кунта 9 ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Пысӑк йышпа, сарлака кӗрекене пухӑнса мар. Мӑшӑрланни ҫинчен калакан хута колоние пырса панӑ. Апла пулсан, мӑшӑрсене унта регистрациленӗ. Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсемпе воспитани енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Иванов ҫемье ҫавӑрни теприсене тӗрӗс ҫул ҫине тухма пулӑшать тесе шухӑшлать. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен чылайӑшӗ ирӗке часрах тухма ӑнтӑлать, пурнӑҫра йӗркеллӗ пурӑнма ӑнтӑлать иккен. Чӑн та, ҫак аслӑ ҫӗр ҫинче кама та пулин кирлӗ пулни хӑех ҫунат хушнине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Апат-ҫимӗҫ
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть. Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман. Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ. Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан темиҫе ҫын пӗр ултавҫӑ серепине лекнӗ. Хайхискер шӑнкӑравланӑ та тӑванӗ аварие лекни пирки, вӑл пулӑшма пултарни ҫинчен каланӑ. Куншӑн вара укҫа ыйтнӑ. Ҫак ултавҫӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ укҫа «шӑйӑрнине» шутланӑ: хальлӗхе 260 пин. Кӑҫал авӑн тата юпа уйӑхӗсенче полицие темиҫе ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ, вӗсем телефон «ултавҫин» серепине лекнӗ-мӗн. Пурте пӗрешкел каласа кӑтартнӑ: арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑй йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тенӗ, аварие лекнӗ тӑванӗсем пирки пӗлтернӗ. Унтан укҫалла пулӑшма шантарнӑ. Чылай чухне вӑл каҫхине шӑнкӑравланӑ. Арҫын тӑванӗсемпе ҫыхӑнтарман, часрах укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм 50 пин куҫарса панӑ, тепри, 62 ҫулти, 90 пинсӗр тӑрса юлнӑ. 69 ҫулти тепӗр хӗрарӑм вара аварие лекнӗ тӑванӗшӗн 120 пин куҫарса пама шеллемен. Йӗрке хуралҫисем шӑнкӑрав Новосибирск облаҫӗнчен килнине палӑртнӑ. Ҫав арҫынна та тупнӑ. Вӑл – колонире лараканскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта «Атӑл» кинотеатр каллех ӗҫлеме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Культура учрежденийӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче кулянтаракан хыпар пур: театр каллех ӗҫлеме пӑрахнӑ. Культура учрежденине юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех хупнӑ-мӗн. Анчах ушкӑнра кун пирки юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑна пӗлтернӗ. «Пирӗн юратнӑ хула пӗртен-пӗр кинотеатрсӑр тӑрса юлчӗ, пирӗн ӗҫченсем вара – ӗҫсӗр. Мӗнех, «Химик» культура ҫуртне тата вӗсен концерт залӗнчи кинотеатрне чечекленме сунатпӑр. Шел, хатӗр кинозалсем, вӗсене юсамалла кӑна, ахалех лараҫҫӗ», - ҫырнӑ халӑх тетелӗнче кинотеатр ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулине Шупашкара тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхне Мускав преми парать. Республикӑн тӗп хулине 2,28 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, Юнкӑ ял тӑрӑхне — 720 пин тенкӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ муниципалитет «Лучшая муниципальная практика» (чӑв. Чи лайӑх муниципалитет практики) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ пулнӑччӗ. Шупашкар конкурса хулари Мускав районӗнчи Атӑл ҫыранне хӑтлӑх кӗртнине кӑтартакан проектпа хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ муниципалитетсене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ала пуснӑ. Ӗҫлӗ хута юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗҫекен кӳлӗХарпӑр шухӑш
Культура
Ева Николаевна Лисина, "Вӗҫекен кӳлӗ" калав авторӗ Чӑваш ҫыравҫин Ева Лисинан "Вӗҫекен кӳлӗ" ятлӑ калав пур. Ӑна хальхи вӑхӑтра Тетелте ҫӑмӑллӑнах вуласа тухма пулать. Мӗн ҫинчен-ха калав? Пӗр кӳлӗ пур. Анчах та ҫав кӳлӗ сасартӑк ҫухалать. "Вӗҫсе каять". Калав ак ҫапла вӗҫленет: Ватӑлтӑм та, ҫавах пурӑнасчӗ-ха, хамӑр кӳлӗ каялла вӗҫсе киличчен пурӑнасчё. Курасчӗ ҫав телейлӗ куна! Эп мӑнтӑр пулла сӗре шанап — пусмарӗҫ вӗт-ха ӑна пирӗн ялсем, ыррӑнах кӑларса ячӗҫ, нивушлӗ ҫавна манса каймалла вӑл, нивушлӗ кӳлле калла ҫавӑрса килмелле мар? Килмелле! Паллах, ку — легенда. Унашкал легенда вара Марий-Эл ҫӗрӗ ҫинче те пур иккен. Марий-Эл республикинчи "Вӗҫекен кӳлӗ" Ку "вӗҫекен кӳлӗ" пирки вара ак ҫапла ҫырнӑ: После некоторых поисков - мы посетили загадочное Шордурское озеро (сейчас оно практически заросло) про которое есть интересная легенда! | ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури хӑйсен территорийӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ тата шурӑ» лавккана пирус сутма чарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян хыпарлать. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернӗ те лавкка пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 100 метртан та ҫывӑхарах вырнаҫнине палӑртнӑ, ку вара саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни шутланать. Ҫакна кура лавкка хуҫине пирус продукцине сутнӑ май саккуна пӑхӑнманшӑн штрафланӑ, унран 45 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Апла пулин те палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: Роспотребнадзор йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен, ӑна пӑхмасӑрах усламҫӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ — асӑннӑ лавккара пируспа сутӑ тума чарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Педуниверситетӑн ученӑй канашӗн ларӑвӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ, унччен Информаци политикин министерствине ертсе пынӑ Алексакндр Иванов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорачӗ ҫумӗнче канашҫӑ пулса тӑрӑшать. Ҫӗнӗ ҫынпа аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов педуниверситетӑн ученӑй канашӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Ку вӑл иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Александр Иванов «тӗллевлӗ хатӗрлессишӗн, тӗллевлӗ вӗренӗвӗн нормативпа право никӗсне йӗркелессишӗн, ӗҫ паракансемпе ҫыхӑну тытассишӗн» яваплӑ. Аса илтерер, Александр Иванова Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхне лартаҫҫӗ сӑмах тухнӑччӗ. Ун пек калаҫнине Александр Белов журналист тӗнче ттелӗнчи хаҫӑтсенчен пӗринче ҫырнӑччӗ. Апла пулсан, ку хыпар чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмарӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш Енӗн делегацийӗ Тутарстанра пулнӑ. Сумлӑ йыш мухтавлӑ ентешӗмӗр, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа унӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче ирттернӗ астӑвӑм кунне хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ делегацире Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗн ӗҫченӗсем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, республикӑри МИХсенче тӑрӑшакансем пулнӑ. Хӑнасене Тутарстанри Теччӗ райоӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ, Кӑнна Кушки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов, Кӑнна Кушкинчи Иван Яковлев музейӗн ертӳҫи Алексей Пыркин, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев, ял ҫыннисем ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Иван Яковлева асӑнса митинг иртнӗ, унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта Раҫҫей тӗп халӑхӗсен тӑван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрӑ конкурсӗн финалӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Атӑлҫи патшалӑх физкультурӑпа спорт академийӗн концерт залӗнче иртӗ. «Амадины» — ҫамрӑксен хушшинчи автор тата анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен конкурсӗ. Унӑн тӗп условийӗ – юрӑсем тӑван чӗлхепе пулмалла», — хыпарлать МИХ. Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, заявкӑсене юпан 15-мӗшӗччен йышӑннӑ. 14 регионтан ҫитнӗ 140-е яхӑн заявкӑран 17-шне финала суйласа илнӗ, ҫак шута ансамбльсемпе юрӑ ушкӑнӗсем кӗнӗ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен хушшинче Чӑваш Республикинчи Культура институчӗн «Илем» ушкӑнӗ те пур. Конкурсантсемпе ӗҫлекенсенчен пӗри – Раҫҫей эстрада юрӑҫи, ТР тава тивӗҫлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |