Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине полицие арӑмӗпе упӑшкине вӗлерни пирки хыпар ҫитнӗ. 51 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 47-ри арӑмӗн виллисене килӗнче тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку Патӑрьел районӗнче Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫак тискер ӗҫе вӗсен 49-ти кӳрши тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле 49 ҫулти арҫын вӗсем патне кӗнӗ. Унччен тем пайлайман вӑл кӳршисемпе, хайхискер шӑв-шав илтсе вӑраннӑ кил хуҫине кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл ҫывӑракан арӑмне ҫапла майпах вӗлернӗ. Ҫакна веҫех 9 ҫулти хӗрӗ, диван хыҫне пытаннӑскер, курнӑ. Кӳршӗ арҫынӗ тискер ӗҫне тусан тухса утнӑ. Ирхине хӗрача аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулса иртни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Карачурапа Ҫӗнӗ Лапсар хушшинче пулнӑ авари хыҫҫӑн Росавтодор ҫав вырӑнта ҫула мӗнле майпа хӑрушсӑртарах тӑвасси пирки шухӑшлӗ. Пӗтӗмлетӳ халех пулмӗ, малтан следстви вӗҫленмелле. Халех паллӑ: аварире ҫул-йӗр ӗҫченӗсен айӑпӗ ҫук. Ҫапах Росавтодор ҫав вырӑна хӑрушсӑртарах тӑвасси пирки шухӑшлӗ. «Эпир икӗ ҫул хушшине тимӗр карта тытсан транспорт ҫӳремелли вырӑн хӗсӗкрех пулӗ. Унта урӑх плансем хатӗрлеҫҫӗ. Мӗн тума май пурри пирки шухӑшлӑпӑр. Ҫул сарлакӑшне, тӑршшӗне виҫмелле. Следстви пӗтсен пӑхӑпӑр. Хальлӗхе унта ҫул-йӗр ӗҫченӗсем патне ыйтусем ҫук», - тенӗ Волго-Вятскуправтодор тӗп инженерӗ Валерий Тимашов. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче самосвал микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Тискер аварире 11 ҫын вилнӗ, 9-ӑн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ. Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Iz.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Улатимӗр облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫынсем аманнӑ. Вӗсем ӑҫтан ӑҫта кайма тухни хальлӗхе паллӑ мар. Iz.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкек Ковров районӗнче сиксе тухнӑ. Ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ытлари кун, ҫӑмӑл машинӑпа ГАЗель ҫапӑннӑ. «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 248-мӗш километрӗнчи аварире тӑватӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна сипленме илсе кайнӑ. Шар курнисем хушшинче ачасем пулман. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗ патӗнчи М-7 федераци ҫулӗ ҫинче пысӑк инкек пулнӑччӗ. Усал ҫав хыпар федераци каналӗсем тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа саланннӑччӗ. Аварире 11 ҫын пурнӑҫӗ (вӗсем Канашран Мускава ӗҫлеме кайма тухнӑччӗ) татӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнч Карачура ялӗ патӗнчи М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шар курнисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе укҫа уйӑрнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӑна пурне те парса пӗтернӗ. Ӗнер ӑна Тольяттинчен пиччӗшне пытарма килнӗ аппӑшне панӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ. Вилнисен ҫемйисене ҫав укҫаран 250-шар пин тенкӗ тӳлеме, инкекре аманнисене 50-шар пин тенкӗ парас тенӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Социаллӑ старховани фончӗ урлӑ та укҫа илес шанчӑк пур. Анчах вӑл «кӗмӗл» официаллӑ майпа ӗҫленисене ҫеҫ лекӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗпе Роструд ҫавсен списокне палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хальхи вӑхӑтра В.И. Чапаев ячӗллӗ музей комплексне юсаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаци тӑрӑх кун валли 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш наци музейӗ ҫавӑн пекех музейпа юнашар ларакан ҫурта та тӗпрен юсаса ҫӗнетме шут тытнӑ. Вал ҫуртра Василий Иванович Чапаевӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаципе килӗшӳллӗн ӑна юсаса ҫӗнетме 3 миллиона яхӑн укҫа уйӑрнӑ пулать. Ку ӗҫе кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Музей ҫуртӗнче ӗҫ тахҫанах хӗрӳ пырать. Ҫак кунсенче вара В.И. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта та картапа картланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ асӑрханӑ тӑрӑх хӳме тума рабочисем хӗрлӗ эрех тӗслӗ профнастилпа усӑ курнӑ. Карта валли унччен маларах усӑ курнӑ листасем кайни лайӑх курӑнать. Юсав ӗҫне тума ку, паллах, нихӑш енчен те чӑрмантармасть, анчах та хула ҫыннисемпе хӑнасен уйӑх хушши музей-ҫуртӑн ҫакнашкал сӑнне пӑхма тивни пӑшӑрхантарать. |
Персона
![]() Атнер Хусанкай. Ru.sputnik.md сӑнӳкерчӗкӗ Молдави радиоэфирӗнче чӑваш филологӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай пулнӑ. Ru.sputnik.md пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петрович чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. «Чӑвашсем — тӗрӗксенчен пуҫланса кайнӑ халӑх. Эпир Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, пирӗнпе юнашар мӑкшӑсем, ҫармӑссем пурӑннӑран чӗлхемӗрте финпа угор сӑмахӗсем йышлӑ. Пӗр вӑхӑтра чӑвашсене ту ҫинчи черемиссем тесе каланӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗсенче пирӗн пирки темле ӑнланмалла мар халӑх тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, ытти тӗрӗк халӑхӗпе, калӑпӑр, тутарсемпе, казахсемпе, турккӑсемпе танлаштарсан чӑваш чӗлхи вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать», — каласа кӑтартнӑ чӑваш филологӗ. Тӑван халӑхӑмӑра 16-мӗш ӗмӗрте православи тӗнне йышӑнтарма пуҫланине, 19-мӗш ӗмӗрте православи кӗнекисене чӑвашла куҫарма, чиркӳре кӗлле чӑвашла ирттерме, шкулсенче чӑвашла вӗрентме тытӑнсан православи енӗпе ҫутта кӑларасси вӑй илнине пӗлтернӗ. Пирӗн хушӑмӑрта вырӑс хушамачӗллисем нумаййи ҫинчен те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Theins.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Чӑваш Енри каччӑсен пӗрремӗш ушкӑнне юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫара ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑран 1330 каччӑна салтака илӗҫ. Ҫакӑн пек палн ҫитернӗ ҫӳлтисем республикӑна. Тӗрӗсрех каласан, Тӗп ҫар окургӗ ҫапла хушнӑ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вайне 1190 каччӑна илсе кайӗҫ, Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине – 130 ҫынна, 10 ҫынна — Президент полкне. Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сывлӑх енчен ҫара юрӑхлӑ ҫамрӑксен йышӗ ҫулсерен ӳснине ӗнентернӗ. 2012 ҫулта каччӑсен 70,2 проценчӗ хӗсмете юрӑхлӑ пулнӑ, 2017 ҫулта – 75,8 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Виноградова Чӑваш Енре республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ ҫынна палӑртнӑ. Ку хыпара ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынипе юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче лару иртнӗ. Унта эпир маларах асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум пулмалли ҫын кандидатурисене тишкернӗ. Конкурса виҫӗ 3 кандидат: Ирина Виноградова, Зоя Григорьева, Ольга Рябухина — хутшӑннӑ. Вӗсем ӑҫта ӗҫленине кӗске хыпарта пӗлтермен. Конкурс комиссийӗ Ирина Виноградована ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Ольга Рябухинапа Зоя Григорьевана та кӳрентермен — вӗсене кадр резервне сӗнме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта топиарисем (искуственнӑй газонран тунӑ кӳлепесем) пулӗҫ. Вӗсене Винокуров урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Унта «Упа», «Пысӑк упа», «Пӗчӗк упа», «Йывӑҫ», «Виҫӗ сысна ҫури», «Ашак» тата тӑватӑ сак вырнаҫтарасшӑн. Ҫак кӳлепесене туянмашкӑн хула администрацийӗ 1 миллион та 463 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Кун тӗлӗшпе юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аукцион ирттерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн кӳлепесене 30 кунра вырнаҫтармалла. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне (чӳк уйӑхӗн варриччен ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ) пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |