Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Хальхи вӑхӑтри информаци технологийӗсем малалла аталанса пыраҫҫӗ. Ҫавна май пурнӑҫ палӑрмаллах ҫӑмӑлланать. Пӗр-пӗр ӗҫ тӑвассишӗн ӗҫрен ыйтса кайса е черетре ларса вӑхӑта ҫухатмалла мар. Патшалӑх е муниципалитет кӳрекен хӑш-пӗр пулӑшӑва тӗнче тетелӗ урлӑ илме май пур.

Чӑваш Енре ҫак кунсенче ҫӗнӗ информаци ресурсӗ ӗҫлесе кайнӑ. Хушма пӗлӳ паракан организацисен сайт-навигаторӗ пулӑшнипе кружоксемпе секцисене килте ларсах ҫырӑнма май килӗ.

«Навигатор дополнительного образования Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республиикн хушма пӗлӗвӗн навигаторӗ) сайтри информаципе тӗрлӗ ҫулхи ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе усӑ курайӗ. Хальхи вӑхӑтра унта 125 организацин 1200 ытла программине вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнчи Шаккӑлта пурӑнакан 52-ри арҫын пӗр каҫра пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 30 минут тӗлӗнче, тухнӑ. Ҫӗр хута вут-ҫулӑм алхаснине асӑрханисем пушар хуралӗн ӗҫченӗсене систернӗ.

Шел те, кил хуҫин йывӑҫ пӳртне хӗрлӗ автан тӗп тумаллипех тӗп тунӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кил хуҫин хуралтисене ҫеҫ ҫӑлса ӗлкӗрнӗ.

Инкек тухнӑ каҫ кил хуҫи килте пулман. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ ҫутӑпа асӑрханмасӑр усӑ курнипе е юсавсӑр кӑмака хутнипе ҫыхӑнкалать те, Шаккӑлтин сӑлтавӗ урӑх тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрте такам юри чӗртсе янӑ.

Чӑаш Енри пушарсенче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 80 миллион тенке яхӑнлӑх пурлӑх вутпа кӗлленнӗ.

 

Вӗренӳ
Кадет корпусӗнчи зал
Кадет корпусӗнчи зал

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек Шупашкарти Кадет корпусӗнчи ӗҫ-пуҫ пирки хыпарласа тӑчӗҫ. Аса илтерер, Кадет корпусӗпе ун ҫывӑхӗнчи парка хӑтлӑх кӗртес ӗҫе ниме мелӗпе те йӗркелерӗҫ. Унта студентсемпе кадетсен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсемпе вӗрентекенсем, тӳре-шара хутшӑнчӗҫ.

Кадет корпусне авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтереймӗҫ текен сас-хура та хӑш-пӗр МИХра анлӑ сарӑлнӑччӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ку хыпара ҫине тӑрсах сирчӗҫ. Чӑн та, халӗ кадетсем парада хатӗрленни паллӑ. Ҫапах та парта хушшине вӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрсе лараймӗҫ.

«Тепӗр эрнере пирӗн вӗренекенсем сбора тухса кайӗҫ: 5-7-мӗш классем — Крыма, 8-11-мӗшсем — Перме. Унта вӗсем физкультурӑпа спорт занятийӗсенче ӑсталӑха аталантарнисӗр пуҫне тӗрлӗ енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатӗҫ», — ӑнлантарнӑ журналистсене Кадет корпусӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Эльвира Игорева паян журналистсене.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗсченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр мар.

Ҫӑлавҫӑсем 439 шкулпа 340 ача пахчине, аслӑ пӗлӳ паракан 14, вӑтам ятарлӑ пӗлӳ паракан 27 заведенине, тӑлӑх ачасен 3 центрне тата хушма пӗлӳ паракан 104 организацие шута илнӗ.

Пушар надзорӗ мӗнпур организацирен 859-шне, е 93 процентне, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗр тесе йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 257 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, должноҫри 80 ҫынна явап тыттарнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр маррисем — ҫичӗ организаци. Ҫавсен шутӗнче — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Маленькая страна» (чӑв. Пӗчӗк ҫӗршыв) 1-мӗш ача пахчи, Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул, Муркаш районӗнчи Шомикри вӑтам шкул, Улатӑрти 2-мӗш вӑтам шкул тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкул.

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта юсав ӗҫне юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне ҫес вӗҫлӗҫ. Унччен ачасем урӑх шкулсене ҫӳрӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.

71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Сак ҫинче пӗччен лараканскерпе вӑл сӑмах пуҫарнӑ. Ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫнӑ май килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.

Арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем 2016 ҫулта тӗрмерен тухнӑ иккен. Ҫул ҫитменнисене пӗрре кӑна мар ирӗксӗрленӗшӗн унта вӑл 17 ҫул ларнӑ. Ирӗке тухсан арҫын каллех хӑйӗн чун киленӗҫӗ патне таврӑнма шут тытнӑ курӑнать, анчах пакунлисен аллине ҫакланнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Валерий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ статьясем, очерксем, интервьюсем кӗнӗ.

Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, автор хӑйӗнпе калаҫакан ҫынсене юратни-хисеплени сисӗнет.

«Автор паянхи наци культурин аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ», — пӗлтерет Ольга Иванова.

Кӑларӑм виҫӗ сыпӑкран тӑрать. «Шырав сукмакӗ» пая архив докуменчӗсене, ҫынсем каласа панисене, асаилӳсене, ҫырусене тӗпе хурса ҫырнӑ. «Сӑнсем» сыпӑкра чӑваш культурин паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ. Вӗсен йышӗнче — Дмитрий Михлеев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ, Алексей Мажуков композитор, Владимир Бурмистров артист, Михаил Козлов биолог, Борис Чиндыков драматург, Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник тата ыттисем. «Канӑҫа ҫухатнисем» сыпӑкра хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ тӗлӗнтермӗш ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева Инстаграмри страницинче Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнче типӗ фонтан ӗҫленине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ.

Хальлӗхе фонтан тест режимӗнче ӗҫлет. Вӑл хӑш кунсенче ӗҫлесси паллӑ мар-ха. Алла Салаева халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, график Кадет корпусне уҫсан паллӑ пулӗ. Фонтан ҫывӑхӗнчи паркра хальлӗхе ӗҫ хӗрӳ пырать-ха.

Ӗнерхи кун тӗлне ҫулсене, лапамсене, тротуарсене, велосипед ҫулӗсене туса пӗтернӗ. Унти ӗҫе кунсерен 100 яхӑн ҫын, 40 ытла техника хутшӑннӑ. Журналистсемпе блогерсем те Кадет корпусӗнче тирпейленине унччен сайтра хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52083
 

Хулара

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ача пахчине тумашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 151 миллион та 128 пин тенкӗ.

Ача пахчи икӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 10 уйӑхра – ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен – туса пӗтермелле.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 11 ача пахчи тума тытӑнмалла. Хальлӗхе тӑвттӑшӗн тӗлӗшпе аукцион иртнӗ: Соляное микрорайонти, Ҫӗнӗ хула микрорайонти (2 ача пахчи), Университ-2 микрорайонти. Сосновка поселокӗнче аукциона тепӗр хутчен ирттерӗҫ.

 

Республикӑра

Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.

Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.

Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.

Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.

Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.

Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1989, 1990, 1991, 1992, 1993, 1994, 1995, 1996, 1997, 1998, [1999], 2000, 2001, 2002, 2003, 2004, 2005, 2006, 2007, 2008, 2009, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.