Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ каччӑн машини ҫул ҫинче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи «Киржач – Кольчугино» ҫул ҫинче чарӑннӑ та ытти водительтен пулӑшу ыйтас тесе алӑ ҫӗклесе тӑнӑ. Анчах ӑна пулӑшас вырӑнне хӗнесе хӑварнӑ. Ун патне иномарка чарӑннӑ. Салонран икӗ арҫын тухнӑ та Чӑваш Енри каччӑна хӗненӗ. Кунпа кӑна ҫырлахман: 20-ри ҫамрӑкӑн икӗ телефонне, укҫине вӑрланӑ, унтан машинине чӗртсе янӑ. Иртен-ҫӳрен водитель ҫулӑм ялкӑшнине курса чарӑннӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ҫав арҫынсене каҫхине тупнӑ. Вӗсем Кострома облаҫӗнче пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 51 ҫулти тата 38-ти арҫынсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта жираф пур. Анчах вӑл зоокӗтесре е республикӑн тӗп хулине килсе ҫитнӗ зоопаркра мар. Урамра, «ЭЛАРА» савут умӗнче тӑрать. Пирӗн тӑрӑхшӑн экзотика шутланакан ҫак чӗрчун композицине эпир тин ҫеҫ асӑннӑ предприятин администрацийӗ, 622 тата 205-мӗш цехсем, информаципе реклама, хуҫалӑх тата капиталлӑ строительство пайӗсем шухӑшласа кӑларнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пресс-службинче жирафа савут ӗҫченӗсем Лелёк ят панине пӗлтереҫҫӗ. Кӳлепе патне вырнаҫтарнӑ таблица ҫине Жираф 2,5 ҫулта тесе кӑтартнӑ. Тата — вӑл Чӑваш Енре ҫуралнине. Савут унччен те, 2015 ҫулхи раштавра, анималистика композицине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем савут умӗнчи лапама упа кӳлепипе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ. Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ. Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та. Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗке чӑваш ҫыравҫисем пысӑк йышпа пухӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн (ертӳҫи — Геннадий Максимов. Вӑл темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн ӗҫӗсене вырӑсла куҫарса та пичетленӗ) пайташӗсем лару ирттернӗ. Елчӗкре вӗсем унти вулавӑшра вулакансемпе тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чыс тунӑ — тӗл пулӑва пынӑ. Вӑл ҫавӑн пек курнӑҫу-калаҫу вулакансемшӗн те, ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллине палӑртнӑ. «Чӑвашлӑха упрар» ҫавра сӗтеле Геннадий Максимов, Елена Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Роза Деменцова, Анатолий Кибеч, Василий Пушкин, Сергей Павлов, Юрий Артемьев тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паянхи кун кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Шупашкарти пылчӑкпа сипленмелли «ЧувашияКурорт» санатори ҫумӗнче Китай медицинин центрне уҫасшӑн. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хула медицина специалисчӗсемпе те ылмашӑнасшӑн, аслӑ тата вӑтам пӗлӳллӗ специалистсене пӗр-пӗрин патӗнче вӗрентесшӗн. Кунсӑр пуҫне Шупашкарпа Аньцин пӗрле семинарсем, конференцисем ирттересшӗн, стажировкӑсем, квалификацие ӳстермелли курссем йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарта общество транспортне ҫӳремешкӗн ятарлӑ вырӑнсем пуласси пирки, ҫавна май сасӑлав ирттерни ҫинчен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернеччӗ. Халӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: сасӑлав утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен иртнӗ. Унта ҫичӗ урама кӗртнӗ: Мир проспекчӗ, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗ, Траткор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Мускав проспекчӗ, Калинин урамӗ тата Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ. Сасӑлава 357 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ Мускав проспектне тата Трактор тӑвакансен проспектне суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Павел Магазеев Молдави чысне хӳтӗлет. П. Магазеев биатлонист хӑйӗн пултарулӑхне Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче малтанласа туптанӑ. Спортӑн ҫак енне кӑмӑллакансем Павел Магазеев Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннине пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах вӑл ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа е тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнман. Спортсменӑн пурнӑҫӗ тренертан та нумай килни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 30 ҫулти Павел Магазеев темиҫе ҫул каялла юниорсем хушшинче тӗнче тата Европа чемпионӗ пулнӑ. Халӗ пирӗн ентешӗмӗр Молдавин пӗрлештернӗ командин чысне хӳтӗлет. Польшӑра ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатри спринтра Павел Магазеев бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗн Павел Магазеевӑн ашшӗ Михаил Александрович иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче «Урожай» спорт обществин пайташӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри журналистсемпе блогерсем Шупашкарта тӑвакан кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме хутшӑнчӗҫ. Тӗрлӗ хаҫатран, радиопа телевиденирен кӑна мар, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министерствинчен те унта пынӑ. Стройка епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех тӗрӗслесе тӑрать. Унта тӗрлӗ организацире пурӑнакансем нимелле ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Журналистсем ӗҫлес кӑмӑлпах йышлӑн пухӑннине палӑртмалла. «Пире ҫӑкӑр ан пар — ӗҫлеме хатӗр», — шӳтлесе те, чӑнласа калаҫрӗҫ ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑшӗсем. Анчах ӗҫе йӗркеленине ҫӳллӗ шайра теме чӗлхе ҫаврӑнаймасть. Пӗрисем чӑнласа тар тӑкнӑ вӑхӑтра теприсем аптӑраса тӑчӗҫ. «Сирӗн пек килсе туяҫҫӗ те пӗр-пӗрин ури айне кӗрсе каяҫҫӗ», — ӑшшӑн йӗкӗлтерӗ унти рабочисенчен пӗри. |
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫак инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне унта 16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма пуҫланӑ. Объектӑн ҫӳлти хутне хӑпарма строительсем валли картлашка евӗр вӑхӑтлӑх сооружени йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӑрӑх рабочисем стенасене ӑшӑтмалли хатӗрсем хӑпартнӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра сооружени ишӗлсе аннӑ та 56 тата 44 ҫулсенчи икӗ арҫын ӳкнӗ. Ҫуллӗ ҫӗртен ҫӗре ишӗлсе аннӑскерсем хытах аманнӑ. 56 ҫултин сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем, 44-ринне — йывӑр сиен. Инкек сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеме пуҫланӑ та вӑхӑтлӑх сооружение йӗркеллӗ ҫирӗплетменни тата ытти кӑлтӑк ҫиеле тухнӑ. Уншӑн строительство организацийӗн тӗп инженерне явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти суд ҫывӑх кунсенче пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» каларӑмра Чӑваш Енри Кулибин пирки кӑтартнӑ. Вӑл сусӑрсем валли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ. Кӑларӑм ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Унта Раҫҫейри Кулибинсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышне Шупашкарти Вячеслав Васильев та кӗнӗ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ хатӗр пушмака алӑсӑрах хывма май парать. Пӗшкӗнмелле те мар. Хатӗр урана пылчӑкпа вараласран та сыхлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |