Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен спортсменки Лана Прусакова Ҫӗнӗ Зеландире иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ тупӑшура биг-эйр дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. «Эпӗ ҫӗнтерессе шаннӑччӗ. Анчах чӗркуҫҫине суранлатрӑм, паян сикмешкӗн хама лайӑх туймарӑм. Ҫапах эпӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн савӑнатӑп», - тенӗ Лана ӑмӑрту хыҫҫӑн. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тупӑшӑвӑн тепӗр тапхӑрӗ иртӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Лана Прусакова унта хӑйӗн яланхи дисциплининче – слоупстайлра – ӑмӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» хайлавӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, историлле романри ӗҫ-пуҫ Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче пулса иртет. Атӑл тӑрӑхне ҫитсе курма шут тытнӑ майра патша Улатӑрта хӗсметре тӑракан хӑюллӑ чӑваш каччине, Эпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ Сентиере, куҫ хывать, ӑна хӑйне хураллама службӑна илет. Тӑлӑх ӳснӗ каччӑран казак, каярах сержант пулса тӑрать, унтан Кӗтерне патша хушнипе ӑна фельдфебель чинӗ панӑ. Кайран тӗп сӑнар тӑван яла таврӑнать. Унта ӑна хӑйне евӗр шӑпа кӗтет. Ольга Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, «хайлав хӑвӑрт вуланать, ҫыравҫӑ чӗлхи ансат та пуян. Тӗрлӗ истори событийӗсене автор тӗрлӗ ӳсӗмри вулаканшӑн та ӑнланмалла кӑтартса парать. Патшан вӑл е ку указӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳнине те курӑмлӑн палӑртнӑ». Историлле романа ҫыравҫӑ 2010-2017 ҫулсенче калӑпланӑ. Кӗнеке редакторӗ – В.Г. Кошкин, ӳнерҫи – А.И. Алексеев, тиражӗ – 1000 экземпляр. |
Культура
![]() «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗ. Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче пулӗ. Чӗрӗ ӳнер учрежденийӗ культура мероприятине ҫамрӑк куракана та, ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫамрӑксен тата драма спектаклӗсе лартакансене те йыхравлать. Фестивальте хальхи вӑхӑтри культура тӑрӑмне, наци нумай енлӗхне тата ҫавсем театр сценине витӗм кӳнине сӳтсе явӗҫ. Заявкӑсене molt@cap.ru электрон адреспа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: (8835) 52-15-28 (ку вӑл — театрӑн йышӑну пӳлӗмӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Федераци Канашне Чӑваш Енрен суйланнӑ Вадим Николаев Ҫӗнӗ Шупашкара лашапа ӗнер ҫитнӗ. Ҫук хӑй утланса ларса е урхамаха кӳлсе мар-ха. Спутник-хулана ӑйӑра вӑл парнелӗх илсе ҫитернӗ. Чӗлхесӗр янавара ӑҫтан илсе килнине тата унӑн ӑратне, шел те, пӗлместпӗр. Шӑмат кун Ҫӗнӗ Шупашкар 58 ҫул тултарнине уявланӑ. Хулари тӗрлӗ лапамра ҫав ятпа хаваслӑ мероприятисем иртнӗ. Уявӑн савӑнӑҫлӑ та официаллӑ пайӗ А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта каҫ кӳлӗм иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара: республика ертӳҫинчен пуҫласа депутатсем таранах — пуҫтарӑннӑ. Вадим Николаев хулари лаша спорт шкулне ӑратлӑ ӑйӑр парнеленӗ. Ҫавна ҫирӗплетекен сертификата вӑл унтисене уявра, хула ҫыннисен умӗнче, сцена ҫине хӑпарсан тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пулла кайнӑ. Арҫын 43 ҫулта пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗве патне ҫитсен расна ҫыран хӗррине вырнаҫнӑ. Кӑштахран пӗри теприне куҫран ҫухатнӑ. Малтанах япӑххи пирки шутламан-ха вӑл, лешӗ яла тӑванӗсем патне кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах пӗлӗшӗ ларнӑ вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне йӑлтах ӑнланнӑ: путнӑ иккен. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. МЧС асӑрхаттарать: пулӑра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫакна шута илменни ав мӗн патне илсе ҫитерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑннӑ 26 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Аса илтерер, ҫамрӑк ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ. Килтен ҫамрӑк ирхи 8 сехетре тухнӑ. Малтанах тӑванӗсем ҫывӑх ҫынниШупашкара кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ. Анчах лешсем ҫамрӑка курманнине пӗлтернӗ. Каччӑна хӑйсем тӗллӗн тупаймасӑр аптӑранипе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫамрӑкӑн виллине паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тупнӑ. Ку усал хыпара пӗлтернӗ МИХсенчен пӗринче ҫӗнӗлӗхе комментарилекенсенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӑй ҫине алӑ хунӑ. Мӗн сӑлтав ҫапла тума хистенӗ-ши тесе пуҫ ватакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсенче «Сывӑ пурнӑҫ йӗркин отрячӗсене» йӗркелесшӗн. Кун пирки республикӑри педагогсен ӗҫлӗ канашлӑвӗнче калаҫнӑ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх хулари пур шкула та пырса тивмӗ. Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗн ӗҫне хутшӑнакан пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна хута яма палӑртнӑ. Унашкаллисем – 76-ӑн. Отрядсене кӑҫал авӑн уйӑхӗнче йӗркелесшӗн. Ҫакнашкал отрядсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗпе ытлашши туслашасран профилактика ирттерес, ҫынсене хальхи медицина пирки пӗлтерес енӗпе проектсем те хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Икӗ полицейски ҫамрӑксене пушартан ҫӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ та унталла васканӑ. Ҫав кун полици старшини Александр Федоров тата Евгений Ильин аслӑ сержант Шупашкарти Юрий Гарин-Михайловский урамӗнче патрулировани маршрутӗнче пулнӑ. Вӗсем тӗтӗм тухнине курнӑ та пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Хӑйсем вара ҫав вырӑналла утнӑ. Ҫурт ҫывӑхӗнчи хуралтӑсем ҫунма пуҫланӑ-мӗн. Тӗтӗм пӳрте те кӗнӗ. Полицейскисем чӳречен пӑхнӑ. Тӗтӗмпе тулнӑ пӳлӗмре тӑватӑ ҫамрӑк ҫывӑрнӑ. Полицейскисем чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫамрӑксене илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ялсенчи ачасене шкула автобуспа турттарнине пӗлетпӗр-ха. 2018/2019-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ачасем валли те автобус уйӑрӗҫ. Ҫӗнӗ районта пурӑнакансем пӗлтернӗ тарӑх, вӑл тӑрӑха общество транспорчӗ сайра ҫӳрет, ачасене ҫывӑхра шкула яма вӗренӳ учрежденийӗ ҫук. Ҫавна май вӗсем хулари тӗрлӗ шкулта пӗлӳ илӗҫ: 23, 30, 33, 35-мӗшӗсенче. Нина Васильева ятлӑ хастар хӗрарӑм ачасене шкула ҫӳретес ыйтупа Чӑваш Ен Элтеперӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Михаил Игнатьев, сӑмах май, граждансене ӗнер хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Хӗрарӑма республика ертӳҫи 1-3-мӗш классенче вӗренекенсем валли 21 вырӑнлӑх автобус уйӑрассине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул туса пӗтерсен «Соляное» микрорайонтисем унта ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |