Харпӑр шухӑш
Ял пурнӑҫӗ
Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса. |
Культура
![]() Тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫак ҫынсем Казахстанӑн тӗп хулинчен, Астанаран, ҫула тухнӑ. Куҫ курманнисенчен йӗркеленнӗ велочупуҫасемпе мӑшӑррӑн ҫула тухнӑ. Пӗтӗмпе вӗсен 5 пин километра хыҫа хӑвармалла, 6 ҫӗршыв урлӑ иртсе 30 хулара пулмалла, Европӑпа Азине ҫыхӑнтармалла. Ҫӗркаҫ спорстменсем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Кунта пӗр каҫ выртнӑ хыҫҫӑн хастарсем ирех ҫула тухнӑ. Казахстанран Раҫҫее ҫитнӗскерсем ҫывӑх кунсенче Беларуҫ, Польша, Германи ҫӗршывӗсенче пулӗҫ, унтан Францие ҫитӗҫ. Казахстанри велосипедистсем пуҫласа 2016 ҫулта ҫул ҫӳрев йӗркеленӗ. Пӗлтӗр Кӑркӑстанри Иссык-куль хӗррине кайнӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыраканскерсем халӑхра велоспорта, сусӑрсен хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсене тата Паралимпиадӑна сарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Ҫынсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫынсене йышӑнӗҫ. Халӑха тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа пӗрле йышӑнасси, уполномоченнӑйӑн аппаратӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗрсе пырать. Ҫынсен ыйтӑвӗсене нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн прокуратурин тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле хуравланӑ. Ыранхи йышӑну вӑхӑчӗ 15 сехетре пуҫланса 17 сехетчен пырӗ. Унта лекес тесен 8 (8352) 62-33-80 телефонпа шӑнкӑравласа маларах ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Уполномоченнӑйпа министр сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче тума пуҫланӑ кадет корпусне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунсерен тӗрӗслев ирттерет. Объектра вӑл паян та пулнӑ. Ирхи ҫиччӗре строительсене канашлӑва пухнӑ. «Хӑвӑртлӑха чакарма юрамасть, тӗллевлӗн малашне те ӗҫлесе пымалла, нимӗнле кӑлтӑк та пулмалла мар», – асӑрхаттарса каланӑ Михаил Игнатьев. Ачасене ҫывӑрмалли 250 вырӑнлӑх корпус хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах 150 вырӑнлине туса пӗтермен-ха. Строительсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ. Аса илтерер, ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене, хула ҫыннисене, кадетсен ашшӗ-амӑшне явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Етӗрне районӗнчи уйлӑхра шар курнӑ ачан ҫемйине ҫурт лартса парӗҫ. Ҫук-ха, тен, хваттер уйӑрӗҫ. Кун пирки уҫӑмлах каламан та, анчах ҫемьен ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас енӗпе тимлессине Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче пӗлтернӗ. Ачан ҫемйи Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнать иккен. Ашшӗ тӑватӑ ачине пӗччен ӳстерет. Унпа этем правин хӳтӗлевҫи Надежда Прокопьева тата вырӑнти тӳре-шара тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне хайхисем ҫемьен ҫурт-йӗр условийӗ чаплах маррине, пӳрчӗ пӗчӗккине асӑрханӑ. Аса илтерер, Муркаш районӗнчи хӗрачана Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫӗ РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫал пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине тӗрӗслеме пакунлине Мускавранах янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Туслӑх маякӗсем. Раҫҫей ҫывӑхлатать» нимеҫӗсен проекчӗн элчисем пулнӑ. Вӗсем виҫӗ кун пурӑннӑ, картасем сӑрлама, пӗремӗкпе хуран кукли пӗҫерме, ҫӳп-ҫап тасатма пулӑшнӑ. Ҫӗрпӳре вӗсене райпори ҫӑкӑр савутӗнче кӗтсе илнӗ. Унта вӗсем пӗремӗк пӗҫернӗ. Кашни кун унта ҫак пылака 1 тонна хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫлекен пӗр ҫынна 100 килограмран сахал мар лекет. Савутра вӗсем карта та сӑрланӑ, клумбӑсене те хитрелетнӗ. Нимеҫӗсем Ҫӗрпӳри Тихвин мӑнастирӗнче те пулнӑ, унта вара утӑ пуҫтарнӑ. «Чӑвашпотребсоюзӑн» пӗр кафинче хуран кукли пӗҫернӗ. Нимеҫӗсене Шупашкар килӗшнӗ. Кунта вӗсем музейсемпе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутаннӑ. Кунсӑр пуҫне Атӑл хӗрринчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ. «Туслӑх маякӗсем» проект элчисен малалла ҫулӗ Хусаналла выртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнчи ҫынсем хӑйсен вӑйӗпе чиркӳ хӑпартаҫҫӗ. Чиркӳн пӗрремӗш кирпӗчне 2008 ҫултах хунӑ. Унтанпа 10 ҫул иртнӗ. Чиркӳ чылай ҫул вӑхӑтлӑх тӑрӑ айӗнче ларнӑ. Рубероид ҫуркаланса пӗтнӗ, шыв анма пуҫланӑ. Халӑх чиркӗве хӑйӗн вӑйӗпе тума йышӑннӑ. Унсӑрӑн стенасем йӑтӑнса анӗҫ-ҫке-ха. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗтиччен ӑна туса пӗтерме тӗллев лартнӑ. Агафон атте каланӑ тӑрӑх, алтаре туса пӗтерӗҫ кӗҫех. Хальлӗхе кӗлӗсем лавкка пулнӑ ҫуртра иртеҫҫӗ. Ҫурчӗ кивӗ, тӑрринчен шыв анать. Кӗлле халӑх нумай пухӑнать, мачча йӑтӑнса анасран хӑраҫҫӗ. Кивӗ ҫурта Чӑваш Енри тӗрлӗ кӗтесрен те, ют регионсенчен те килеҫҫӗ. Чиркӳре тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан турӑш пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын хӗре мӑшкӑлланӑ тесе шухӑшалаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн кил-картишне кӗнӗ. Ӳсӗрскер ӑна пӳрте сӗтӗрсе кӗнӗ те вӑйпах ар ҫыхӑнӑвне кӗрттернӗ. Кун хыҫҫӑн хӗр тухса тарнӑ, пулса иртни пирки тӑванӗсене пӗлтернӗ. Лешсем вара полицие шӑнкӑравланӑ. Пенсионера килӗнче тытса чарнӑ. Ҫак арҫын 15 ҫул ытла тӗрмере ларнӑ. 1999 ҫулта ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн, мӑшкӑлланӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Унтан вӑл 2014 ҫулта тухнӑ. Палӑртмалла: арҫыннӑн татса пӗтермен айӑплав пур-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенче хаксене ӳстернӗ. Ку таранччен карттӑпа тӳлесен 18 тенкӗпе билет туянма май пулнӑ, карттӑсӑр – 22 тенкӗ. Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хаксене татах хӑпартма йышӑннӑ. Кунашкал пӗлтерӳсене маршруткӑсенче ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тариф ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Малашне карттӑсӑр тӳлесен 23 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, карттӑпа – 19 тенкӗ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те хула администрацине билет хакне ӳстермешкӗн ыйтупа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ача-пӑча ҫыравҫи, Совет Союзӗн тата Раҫҫей писателӗ, Эдуард Успенский пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «ТАСС» пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Мускавра вилнӗ. Эдуард Успенский шухӑшласа кӑларнӑ сӑнарсене ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Гена крокодил, Чебурашка, Матроскин кушак аҫи, Шарик йытӑ, Хветӗр пичче, Печкин почтальон. Вӑл «Гена крокодил тата унӑн тусӗсем», «Хветӗр пичче, йытӑ тата кушак аҫи» кӗнекесене кун ҫути парнеленӗ. Эдуард Успенский 80 ҫулта пулнӑ. Ҫыравҫӑ 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – драмтург та, сценарист та, телеертӳҫӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |