Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарти хӑш-пӗр маршрутка ҫинче билетшӑн банк карточкипе тӳлеме май туса панӑ. Хальлӗхе кунашкалли икӗ маршрут ҫинче тест режимӗнче ӗҫлет.

Пӗрлехи транспорт карттин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнав проекчӗпе килӗшӳллӗн терминала чикмесӗр ӗҫлекен банк карточкисене 33-мӗш тата 42-мӗш маршуткӑсем ҫинче йышӑнаҫҫӗ. Пассажирсем ҫавӑн пекех Google Pay, Apple Pay и Samsung Pay урлӑ та билетшӑн тӳлеме пултараҫҫӗ.

Палӑртмалла: Шупашкарта общество транспорчӗсенче банк карточкипе тата смартфонпа билетшӑн тӳлеме май туса парасшӑн. Ку ыйтӑва обществӑпа ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен сӳтсе явӗҫ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян,ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Кӳкеҫ поселокӗнче комбайнпа пӑтӑрмах пулнӑ. Ку ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.

Комбайн штурвалӗ умӗнче ларакан водитель темле майпа хиртен тухса кайнӑ. Техника ҫӗмӗрӗлнӗ, водитель вара суранланнӑ.

«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ хыпарланине ӗненес тӗк, 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пуҫне суранлатнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ, хырӑмӗ аманнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Халӗ комбайнпа мӗнле майпа пӑтӑрмах сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/51619
 

Хулара

Шупашкарта пурӑннӑ Константин Ефремов кӑҫал, 93 ҫулта, ҫӗре кӗнӗ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Константин Григорьев, Шупашкарта тӗпленнӗскер, аслашшӗн вилтӑпри ҫине кайнӑ. Ҫитнӗ те – тӗлӗннӗ. Ветеранӑн вилтӑпри ҫинчи хӗресе вандалсем касса кайнӑ. «Ҫав кунах эпир хамӑр хӗрес ӑсталрӑмӑр та лартрӑмӑр. Тен, ҫӑвасем ҫине видеокамера лартма вӑхӑт ҫитнӗ? Алӑк патӗнче те пулин вырнаҫтармалла, урӑх кунашкалли ан пултӑр», - тенӗ Константин Григорьев «Про Город» хаҫата.

Палӑртмалла: Константин Ефемов ветеран Шупашкарти хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ, КПСС хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51598
 

Республикӑра

Кӑҫал юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкартан Питӗре «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани маршрут уҫма палӑртнӑ. Самолет «Питӗр – Шупашкар – Питӗр» маршрутпа вӗҫӗ.

Хальлӗхе Шупашкартан тӳрех Питӗре вӗҫме май ҫук. Кӑҫал ҫуркунне «Руслайн» авикомпани маршрут уҫнӑ, анчах билетсене сутма пуҫласанах рейса хупнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Руслайн» Питӗре самолетсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 26-мӗшӗччен вӗҫтерӗ.

Палӑртса хӑвармалла: «Ҫӗнтерӳ» авиперевозчикӑн сайтӗнче хальлӗхе маршрут уҫасси пирки официаллӑ майпа пӗлтермен.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Малюткӑна» Улатӑрти ача ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. Палӑртмалла: вӗсем иккӗшӗ те ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пахӑнаҫҫӗ.

Пӗрлештернӗ хыҫҫн икӗ учреждении те хӑйсен вырӑнӗнчех ларӗҫ, анчах ӗҫченсен шутне чакарӗҫ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӗп тухтӑр, унӑн ҫумӗн, тӗп бухгалтерӑн, экономистӑн, склад заведующийӗн, водителӗн штачӗсене кӗскетӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарти «Малюткӑн» парӑмӗ – 1 миллион та 741 пин тенкӗ, Улатӑрти ача ҫурчӗн - 1 миллион та 671 пин тенкӗ. Штатсене кӗскетсе 1 миллион та 975 пин тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ.

Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсене тӑхӑр ҫул пурӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Хӗрарӑмсен ӗмӗрӗ вӑтамран 75 ҫулпа танлашать пулсан, арҫынсен — 66 ҫулпа.

Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 4137 ҫын диспансеризаци тухнӑ, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Сып-сыввисем — халӑхӑн 13,6 проценчӗ. Чир сарӑлас хӑрушлӑх пуррисем — 15,9 процент, чирлисем — 70,3 процент. Чирлес хӑрушлӑх пуррисен йышӗ иртнӗ ҫулхинчен 10 процент нумайланнӑ.

Ҫынсем сахалтарах вилнипе Ҫӗмӗрлепе Ҫӗмӗрле районӗ палӑрнӑ. Унта 1000 ҫын пуҫне 8,6 ҫын леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унта 67 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Республика шайӗнчи тепӗр кӑсӑклӑ цифра — онкологипе ҫыхӑнни. 100 пин ҫын пуҫне унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑрта 111,8 ҫын вилнӗ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 52,8 ҫын.

 

Спорт

Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе пултарулӑхне Чӑваш Енре туптакан Евгения Захарченко Европа чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна вӑл Италин тӗп хулинче, Римра, юниорсен хушшинче иртекен ӑмӑртура тухнӑ.

Европа шайӗнчи ӑмӑрту «Centro Olimpico – PalaPellicone» утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Континент шайӗнчи кӗрешӗве пухӑннисем ирӗклӗ мелпе, хӗрарӑмсен тата грекпа рим кӗрешӗвӗсен енӗпе вӑй виҫнӗ. Унта 20 ҫулчченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Чӑваш Енри икӗ спортсменка: Альбина Хрипкова (65 килограмчченхи виҫере) тата Евгения Захарченко (72 килограмчченхи виҫере) — пулнӑ. Евгения Итали спортсменкине ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри Ленин урамӗнче ача-пӑча валли лапам тунӑ. «Ял ӗҫченӗ» район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ятарлӑ лапам йӗркелес шухӑш темиҫе ҫул каяллах ҫуралнӑ. Ку урамра транспорт куҫӑмӗ вӑйлӑ. Пӗчӗкскерсем аслисем асӑрхаман чухне ҫул хӗрринчех выляса лараҫҫӗ. Велосипедпа та ҫул хӗрринех тухса каяҫҫӗ».

Ӗҫе нимелле пурнӑҫланӑ. Ӑна Сергейпа Рада Ивановсем пуҫарнӑ. Вӗсем ӗҫе пуҫласа вӗҫличченех йӗркелесе тӑнӑ. Сергей Иванов асамлӑ юмах пӳрчӗ те пураланӑ. Александр Мижеев, Иван Иванов, Николай Иванов, Дмитрий Леньков, Александр Ефимов, Иван Николаев, Владимир Николаев, Петр Алексеев, Александр Тимофеев та хастарлӑхпа палӑрнӑ. Ырӑ ӗсшӗн укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшакансем те йышлӑ пулнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Александр Артемьевӑн «Салампи» повеҫне туркӑлла куҫарнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче нумай пулмасть Бюлент Байрам чӗлхеҫӗ пӗлтернӗ.

«Чӑвашсен хальхи литературин классикӑлла хайлавӗ шутланакан «Салампи» повеҫне турккӑлла куҫарса пӗтертӗмӗр. Тӳрлетӳсем ӗҫӗсем хыҫҫӑн, Турӑ пулӑшнипе, вӑл кӗске вӑхӑтрах кун ҫути курмалла», — ҫырнӑ турккӑ куҫаруҫи.

Бюлент Байрам — чӑваш чӗлхине тӗпчекен паллӑ чӗлхеҫӗ. Вӑл «Улӑп» эпоса турккӑлла куҫарнӑ (2013 ҫулта кӗнекен тухнӑ). Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш юмахӗсемпе те турккӑлла паллаштарнӑ, чӑвашла-туркӑлла словарь хатӗрленӗ.

«Салампи» — Алексендр Артемьев хайланӑ повесть. 1954 ҫулта вӑл пӗрремӗш хут кун ҫути курнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак роман темиҫе хут та пичетленсе халӑх патне ҫитнӗ — 1960, 1966, 1983, 2012 ҫулсенче. Бюлент Байрам 2012 ҫулти кӑларӑмпа усӑ курнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2008, 2009, 2010, 2011, 2012, 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, [2018], 2019, 2020, 2021, 2022, 2023, 2024, 2025, 2026, 2027, 2028, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.