Культура
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи мероприятие Шупашкар кунӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне тата хулари Мускав районӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява Шупашкар хула администрацийӗ «Амазания» паркра ирттерет. Аттракционсен хулинче «ВарВаренье» ҫуллахи фестиваль йӗркеленӗ май унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Мускав кӗперне тума пуҫланӑ вӑхӑтпа сӑн ӳкерчӗксен куравӗнче паллашма май килӗ. Фотоӗҫсене парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. «Тӗнчене йӑлтӑрккарах тӑвар!» фестивале хӗрлӗ ҫӳҫлисене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене пуян программӑпа илӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хавхалантарассине пӗлтереҫҫӗ. Хастарсене «Чи вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи кӑтра хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи «хӗрлӗ» хӗрлӗ ҫӳҫ» тата ытти номинацире чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннӑ. Ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе палӑртнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ. Конкурса Раҫҫейӗн 85 суъектӗнчен 329 заявка ҫитнӗ. Шупашкарти Львовсем палӑрнӑ «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе 74 заявка пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑк ҫемье» ята тивӗҫме 69-ӑн ӗмӗтленнӗ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацие – 70-ӗн, «Ялти ҫемье» пулма 68-ӑн ҫунатланнӑ. «Раҫҫейӗн ылтӑн ҫемйи» номинацие 48 пухӑннӑ. Шупашкарта пурӑнакан Львовсем тӑхӑр ача ӳстереҫҫӗ. Ҫав шутран виҫҫӗшӗ — хӑйсем ҫуратнисем, тепӗр улттӑшне вӗсем усрава илнӗ. Маларах ҫемье республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин. Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ. Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хураллаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисемсӗр пуҫне вӑрман ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ. Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑри вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ IV класпа танлашать. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк хӑрушлӑх — V. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех ҫынсене вӑрмана кӗртмӗҫ. Сӑмах май ҫакна та аса илтерер: ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫилхӑвансене тата тепӗр видеокамера ӳкерсе илме пуҫланӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхра Президент бульварӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманнисене сӑнакаг-ӳкерекен комплекс ҫак-ҫак йӗркесӗрлӗхе палӑртса пырӗ: светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнманнисене, чарӑнмалли йӗр ҫине тухса кайнине, сылтӑм, сулахай енне пӑрӑнмалла е ҫаврӑнса илмелле чух ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнине. «Чӑваш Енӗн автомобиль ҫулӗсен управленийӗ» хысна предприятийӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата 12 комплекс туянассине пӗлтерет. Халӗ ҫавӑн валли валли яваплисем кирлӗ документацие хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене йӗркелесе пӗтерсен комплекссене аукционта илме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславккара инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем, шел те, тӑтӑш пулаҫҫӗ. Асӑрханулӑх пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма шикленмест. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пилӗк ҫулти ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, шӑпӑрлан пӳлӗмре аслисемсӗр пулнӑ. Амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ваннӑйӗнче пулнӑ. Ача ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ӑна Хулари ача-пӑча клиника пульницин стационар уйрӑмне вырттарнӑ. Следовательсем вара ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ. Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пуҫласа ирттерекен ял уявне тивӗҫлипех хатӗрленсе шӑмалаксем чылай курӑмлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Шӑматкун вара, уяв умӗн, вӗсене «уҫса тухрӗҫ». Халӗ яла кӗнӗ ҫӗрте питӗ хитре Укӑлча юпи кӗтсе илет Шӑмалак ывӑлӗ-хӗрӗпе хӑнисене. Салтака каякан ҫамрӑксене ӑсатнӑ чухне пурте унта тӑрса сӑн ӳкерӗнмелле пултӑр, теҫҫӗ ҫак илеме ӑсталанӑ Александр Усановпа Владислав Николаев. Шкул патӗнче «Ман юратнӑ Шӑмалак» — «Шемалаково — любовь моя» паллӑна вырнаҫтарнӑ. Яла килекен кашни ҫын, ватти-вӗтти — хуласенче пурӑнакансем уйрӑмах — пӑхса савӑнса, мӑнаҫланса ирттӗр ҫак илеме курса. Чылай вырӑнта лартаҫҫӗ ҫакнашкал япаласене, анчах та шӑмалаксем пек чӑвашла ҫырнине курманччӗ-ха. Лавккасем патӗнче кивӗ сӑнӳкерчӗксен стенчӗсене вырнаҫтарнӑ. «Паллах, ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ, ал айӗнче мӗн пуррипе усӑ курса ӑсталанӑскер, малашне эпир ӑна сылтӑмалла, сулахаялла тата та тӑсӑпӑр», — ӑнлантарать стендсене тума хастар хутшӑннӑ Федор Чернов. «2-мӗш пилӗкҫуллӑх», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденлӑ «Слава», «Свобода» хуҫалӑхсен ертӳҫи пулнӑ, РСФСР тата Чӑваш АССР Ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ленин, Октябрь Революцийӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ тата ытти орденпа медальсен кавалерӗ Иван Яковлевич Денисов пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ Асӑнупа хисеп хӑмине те уҫрӗҫ ҫак кун. |
Культура
![]() Францири чӗлхеҫӗ Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Пушкӑрт ялне экспедицие килӗ. Пӗччен мар, студентсемпе. Чӑваш халлапӗсен чӗлхин тӗпчевҫи, Францире пурӑнакан Татьяна Никитина нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнч епулнӑ. Францири Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттерекен наци институтӗнче тӑрӑшаканскер вырӑсла, хрантсусла пӗлет. Хӗрарӑм-тӗпчевҫӗ Чӑвашла та вӗренесшӗн иккен. Татьяна Никитина чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе – халапсемпе – кӑсӑкланнӑ май вӗсене чӗлхе енчен тӗпчесшӗн. Чӑваш Ене тӗпчевҫӗ Питӗрти экономикӑн аслӑ институчӗн танлаштаруллӑ лингвистикӑпа литературоведени уйрӑмӗн студенчӗсемпе ҫитессине Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Татьяна — Етӗрне районӗнчен Питӗре тухса кайнӑ чӑваш арҫыннин хӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри ХХ Шукшин кинофестивалӗнче Елена Рябцеван «Юман» фильмне дипломпа хавхалантарнӑ. Кӗске метражлӑ ӗҫе «За успешную реализацию проекта-победителя Всероссийского питчинга дебютантов» (чӑв. Дебютантсен Пӗтӗм Раҫҫерйи питчингӗнче проекта ӑнӑҫлӑ пурнӑҫӑ кӗртнӗшӗн) хакланӑ. Илемлӗ фильмӑн режиссерӗ куракансене тата кинофестивалӗн тӳрисене: Нина Ромодановскаяна, Нина Кочеляевӑна, Дмитрий Шарабарина, Василий Романова тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |