Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ ҫын шанчӑкран тухнӑ. Вӑл коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан федераци саккунӗнчи чарӑва пӑхӑнман. Тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма Чӑваш Енӗн прокуратури сӗннӗ. Надзор ведомствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Чӑваш Енӗн правӑна сыхлакан органӗсем ЧР Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ирттернӗ. Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӗлтернӗ, тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, сӑмах Строймин пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗнче тимленӗ Дмитрий Долгов пирки пырать. Ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе республика прокуратури ыйтнипе ӗҫрен кӑлармалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ. Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисем валли федераци хыснинчен 429,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫак Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономине — 100 ҫул ҫитнине уявлассине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ хатӗрленӳ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Автономин пӗр ӗмӗрхине ирттерме уйӑракан укҫана виҫӗ ҫулта пӗр пекшер виҫепе — кӑҫалтан пуҫласа 2020 ҫулччен 143,3-шер миллион тенкӗшер — уйӑрӗҫ. Ҫакна РФ Культура министерствипе килӗшӳ тусах палӑртнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине уявлама вара Мускавран укҫа уйӑрассине хутпа палӑртман. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нухрата федерацин тӗллевлӗ программисене хутшӑнса илмелле. Ҫапла майпа 7,7 миллион тенкӗ укҫа илессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ку автобус водительне чӑваш чӗлхи килӗшмен «Канаш» – «Ямаш» маршрут ҫинче чӑвашла калаҫнӑшӑн ятлани пирки, ҫавӑншӑнах вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварнипе хӑратни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку пӑтӑрмах Ямаш хӗрӗпе Валентина Никитинӑпа утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Фейсбукра ҫакӑн пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ харкашу чӑваш чӗлхи пирки мар, ытла хытӑ калаҫнинчен пуҫланнӑ пуль тесе иккеленнӗ. Ӗнер вара Валентина ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки хӑй каласа панӑ. Хӗрарӑма та, водителе те чӑвашла калаҫниех килӗшмен иккен. Руль умӗнче ларакан ҫын Ямаш хӗрӗ тӑван чӗлхепе ан пуплетӗр тесе автобуса та чарнӑ. Телефона сӳнтерсен кӑна транспорта хускатса малалла ҫула тухнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ май Валентина хӑй Мускавра нумай ҫул пурӑннине, Раҫҫей тӗп хулинче те, чикӗ леш енче те чӑвашла калаҫни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна ниӑҫта та никам та кӳрентермен, тӑван чӗлхепе калаҫма чарман. Хальхи вӑхӑтра Валентина ҫак пӑтӑрмаха пуҫарнӑ ҫынсене явап тыттарас енӗпе ӗҫлет. Чӑваш халӑх сайчӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ. Канаш автовокзалӗнчен эпир комментари ыйтса ярса, халлӗхе хурав ҫитеймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче Татьяна Архипова чӑрмавлӑ 3 пин метра чупса финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Ун чухне чӑваш спортсменки кӑшт кӑна медаль илеймен. Пӑхӑр медаль ун патне 10 ҫултан таврӑннӑ. Антидопинг комитечӗ Екатерина Волковӑна тӗрӗсленӗ те юраман препарат ӑша янине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ унӑн пӑхӑр медальне туртса илнӗ. Палӑртмалла: вӑл ҫав ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Медале вара пирӗн спортсменкӑна, Вӑрмар районӗн хӗрне, Татьяна Архиповӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Турцири усламҫӑ «Риройл-5» карап экипажӗнче ӗҫлекенсене 8 уйӑх ӗҫ укҫи тӳлемен. Карап Мальта ялавӗпе ҫӳрет. Экипажра – 12 ҫын. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен арҫынни те пур. Пӗтӗмӗшле илсен, унта Раҫҫейри 7 ҫын ӗҫлет: Ростов, Астрахань, Новосибирск облаҫӗсенчен Дагестанран тата Чӑваш Енрен. Хуҫа хӑшӗ-пӗрне 8 уйӑх шалу тӳлемен, ҫавна май тӑватӑ ҫын голодовка ирттереҫҫӗ. Вӗсем пурте – Раҫҫей ҫыннисем. Апат-ҫимӗҫ саппасӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ҫитет-мӗн. Экипажри пӗр ҫын моряксен профсоюзӗпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Хальлӗхе моряксем хӑйсене йӗркеллех туйни пирки пӗлтернӗ. Карап хуҫи вӗсемпе ҫыхӑнӑва тухать-мӗн, анчах парӑма татма васкамасть. Ҫавна май моряксем суда тавӑҫ тӑратма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малашне «Яндекс. Такси» такси операторӗпе ЧР Транспорт министерстви килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ӗнер ку тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Тӗп тӗллев – пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тата пахалӑха пысӑклатасси. Ҫакна Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Ведомство такси операторне водительсем пирки хыпарласа тӑрӗ: вӗсен пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур-и? Ҫапла майпа «Яндекс. Такси» сервиспа пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур водительсем ҫеҫ усӑ курайӗҫ. Транспорт министерстви кунашкал килӗшӗве ытти такси операторӗпе те алӑ пусма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак канмалли кунсенче Шупашкарта хӑйне евӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче тӗп хулана парӑс спортне кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ. Тупӑшу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланӗ. Тупӑшура крейсер яхтин 3 класӗнче наградӑсем выляттарӗҫ: «Четвертьтонник», «Картер-30», «ОRС». Ӑмӑрту Атӑл леш енчи «Солнышко» (чӑв. «Хӗвел») турбаза районӗнче иртӗ. Унтан яхтӑсем Шупашкарти тӗп пляж еннелле килӗҫ. Кун хыҫҫӑн каялла, финиша, ҫул тытӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнче вырнаҫнӑ «Антошка» тата Бауман урамӗнчи «Ручеек» ача пахчисем РФ Вӗренӳ министерствин грантне тивӗҫнӗ. Вӗсене 1 миллион та 128-шар пин тенкӗ лекӗ. «Антошка» ача пахчи «Матрешка» ҫемье хӑна пӳлӗмӗ» ятлӑ проект хатӗрлесе грант илнӗ. «Руччек» вара сусӑр ачасен «Лекотека» ушкӑнӗ валли «Со-Творение» пултарулӑх студийӗ» пирки проект тӑратнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Миттов урамӗнчи 7-мӗш ача пахчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 201-мӗш ача пахчи федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӗсем пӗтӗмӗшле 14 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫак укҫапа ашшӗ-амӑшӗ валли консультаци центрӗсем хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ. Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |