Пӗлтерӳ
![]() Сайтри йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗре ҫӗнетни пирки хыпарлатпӑр. Малашне Ctrl+Enter пуссан эсир тупнӑ йӑнӑшсем пирӗн пата ҫитӗҫ (аса илтеретпӗр, вӗсене харӑс пусмалла). Ку сайтри йӑнӑшсене пӗчӗклетме май парӗ. Унччен маларах унашкал механизм пирӗн сайтра пурччӗ, вӑл Orphus системӑпа усӑ курса ӗҫлетчӗ. Шел те, вӗсен системи ӗҫлеме пӑрахнӑран пирӗн сайтра та йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗр юрӑхсӑра тухрӗ. Хальхинче эпир Mistakes ятлине вырнаҫтартӑмӑр. Йӑнӑш пӗлтерме вӑл хамӑр сайтпа кӑна усӑ курӗ, ӗҫленӗ чухне ытти ресурссене пӑхӑнса тӑмӗ. Сӑмах май, аса илтеретпӗр, чӑвашла ҫырнӑ чухне Libre Office-ра тата Mozilla Firefox-ра ятарлӑ тӗрӗслев хатӗрӗсене лартма пултаратӑр. Тӗплӗнрех — Hunspell хатӗрӗн сайтӗнче. |
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Аса илтерер: Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенче грипа пӗтермешкӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 300 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ветеринарсем асӑннӑ районсенче чӑхсене тата ҫӑмартасене пуҫтарса пӗтернӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 2 пин те 151 чӑх-чӗп, 203 ҫӑмарта пухнӑ. Вӗсене ятарлӑ шӑтӑкра ҫунтарса янӑ. Ҫынсен картишӗсенче вара дезинфекци тунӑ. Ҫапла хыпарлать ЧР Патшалӑх ветеринари служби. Пухнӑ чӑх-чӗпӗн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ 3 пин те 366 килогрампа танлашнӑ. Кашни килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус тӳлӗҫ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ 70 пус парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ. Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ. Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре малашне халӑх дружинин штабӗ ӗҫлӗ. Хушӑва паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑх дружинин хастарӗсем общество йӗркине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ачасемпе ҫӑмрӑксен сывлӑхне сиен кӳме пултаракан информацисене тупса палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне хастарсем япӑх тата правӑна пӑсакан информацисемпе кӗрешӗҫ. Хушу алӑ пуснӑ кунран вӑя кӗрет. Эппин, халӑх дружинин штабӗн хастарӗсем паянтан ӗҫлеме пуҫлӗҫ. |
Ҫул-йӗр
![]() Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура. Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев арпа купинче тӗшӗ шыранӑ. Ҫакӑн пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Юрий Михайлов пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» обществӑра пулчӗ, вырмана еплерех йӗркеленипе паллашнӑ. Предприятин Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 5400 гектар пуҫтарса кӗртмелле иккен. Вырмана утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухнӑ. Михаил Игнатьев вырмана мӗнлерех йӗркеленине ыйтса пӗлнӗ, кӗрхи тулӑ тухӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ арпа купинче тӗшӗ шыраса пӑхнӑ, анчах тупайман. «Апла пулсан комбайнсем хывӑх-хылчӑкпа пӗрле пӗрчӗсене хыҫалалла вӑркӑнтармаҫҫӗ, тухӑҫ бункерта пуҫтарӑнать», — пӗлтернӗ Юрий Михайлов хаҫатҫӑ Элтеперпе Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ хыҫҫӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш наци музейӗнче «Роспись иглой…» (чӑв. Йӗппе ӳкерни) курав уҫӑлнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Раҫҫейӗн этнографи музейӗн (культура учрежденийӗ Питӗрте вырнаҫнӑ) куравне ҫӗршыври паллӑ дизайнер Игорь Дадиани «Национальные традиции в современном костюме» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри тумтирти наци йӑли-йӗрки) ятарлӑ проектпа хутшӑнать. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан кутьюре халӑх тумӗнчи илемлӗх мелӗсемпе усӑ курать. Маэстро коллекцийӗнче чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ та пур. Шупашкарти куравра Игорь Дадиани «Гардемарины IV» илемлӗ фильмри патша майри валли хатӗрленӗ тумпа та паллаштарӗҫ. Ҫав кино, сӑмах май, 2019 ҫулхи ҫуркунне проката тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тем ҫыракан та, темле шӳтлекен е чӑнласах калаҫакан та пур. Вӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Сергей Яковлев вырӑсла ӳкерчӗклӗ ҫапларах пост вырнаҫтарнӑ: «Чӑн-чӑн арҫыннӑн автомобилӗ Германинчен, сехечӗ Швейцаринчен, парфюмӗ Францинчен, костюмӗ Италинчен, арӑмӗ чӑваш пулмалла». Ҫакна вуланисенчен хӑшӗсем питех те кӳренсе йышӑннӑ. Сергей Яковлев вырнаҫтарнӑ шӳтлӗ ӳкерчӗкре национализм сӗмӗ сисӗнет тесе айӑпланӑ. Ирина Шафранова ятлӑ хӗрарӑм: «Чи кирли — хӗрарӑм ӑнланакан ҫын пулни паха, ӑҫтан пулни пӗлтерӗшлӗ мар», — шухӑша палӑртнӑ. Пост авторӗ ҫухалса кайман: «Эп те ҫаплах калатӑп: чӑваш пултӑр», — шӳтлесерех ҫавӑрттарса хунӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куславккара тата Куславкка районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнине халалланӑ фильм ӳкерме пуҫланӑ. Асӑннӑ муниципалитета кӗрекен Кармӑш ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма Ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне ҫирӗплетме тата спорта аталантарма пулӑшакан ыр кӑмӑллӑх фончӗ пулӑшать. Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ те ҫак ӗҫе хутшӑнать. Кинокартинӑна ӳкерет. Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ӗҫе ҫутакан фильмра СССР халӑх артистки, Раҫҫей наци театрӗн «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ Вера Кузьмина та ӳкерӗнет. Сӑмах май ҫакна та палӑртар: чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарать. Юбилея театрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, хӑш-пӗр автобус вырӑнне маршруткӑсем ҫула тухни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Халӗ хулара сарӑ тӗслӗ автобуссене курма ҫук. Вӗсен вырӑнне маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа хаксем те ӳснӗ. Унччен автобусра билетшӑн 19 тенкӗ тӳленӗ, карттӑпа – 15 тенкӗ. Халӗ маршруткӑсенче 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Карттӑпа усӑ курсан – 19 тенкӗ. Эппин, хаксем ахаль маршруткӑсеннипе танлашнӑ. Аса илтерер: ҫӗнӗ перевозчиксемпе вӑхӑтлӑх, чӳкӗн 30-мӗшӗччен, килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн урӑх перевозчиксем пуласса шантараҫҫӗ, вӗсем вӑтам класлӑ автобуссемпе ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |