Республикӑра
![]() Шупашкарта иртнӗ Сапантуйра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче паттӑр ятне ҫӗнсе илнӗ спортсмена Тутарстан президенчӗ машина парнелесси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах чи маттур яша автомобиль мар, така лекнӗ. Абсолютлӑ паттӑр ятне Мари Элти Муса Галлямов ҫӗнсе илнӗ. Анчах ытти спортсмен кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, вӑл унччен Сапантуйра автомобиль выляса илнӗ вӗт. Ҫавӑнпа паттӑра така пама йышӑннӑ. Юлашки самантра уяв йӗркелӳҫисем правилӑсене улӑштарса машинӑна выляттармашкӑн шӑпа янӑ. Тутарстанри спортсменсене вара унта хутшӑнтарман. Ҫапла майпа «Вольскваген» Чӑваш Енри Ринас Сатдарова лекнӗ. Вӑл ӑмӑртура 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ тутарсен обществи ку пулӑма сӳтсе явать. Ҫитес ҫул кунашкалли ан пултӑр теҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакансем унти тӗп автоҫул айӗн каҫмалли вырӑн тасамарлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Анастасия Верховная ятлӑскер ҫапла ҫырса хунӑ: «Дорогие цивиляне, подскажите, как можно допустить такое? Неужели всем все равно? Да и кто должен здесь убираться?» (чӑв. Хисеплӗ ҫӗрпӳсем, калӑр, тархасшӑн, ҫакӑн пек юрать-и вара? Нивушлӗ пуриншӗн те пӗрех? Камӑн кунта тирпейлемелле?). Халӑх тетелӗнчи поста сӳтсе явма хутшӑнакансен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе хамӑр пурӑнакан вырӑна хамӑрӑн тасатмалла. Теприсем ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ятарлӑ тытӑмсен вӑхӑтра турттармалла тесе палӑртнӑ. Ко Ҫӗр айӗн каҫмалли вырӑна «ДЭП-139» предприяти тытса тӑнӑ чух йӗркесӗр пулман текен те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви отрасльти шалӑва тишкернӗ. Ведомство хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче вӑтамран 24248,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку цифрӑна министерствӑра малтанласа пӗтӗмлетни тесе хакланӑ-ха. Тӗплӗнрех шутласа пӑхсан та питех улшӑну пулас ҫук-тӑр. Маларах асӑннӑ цифрӑна иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫултипе те танлаштарса пӑхнӑ. Ӳсӗм аванах иккен – 19,7% пысӑкланнӑ. Отрасльти шалӑва Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫин шайӗпе те тишкернӗ. Капла пӑхсан та культура ӗҫченӗсем начар илменни сисӗнет: республикӑри ҫынсем уйӑхсерен вӑтамран ӗҫлесе илекен тупӑшран вӗсен шалӑвӗ 0,9% пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗрремӗш каналпа паян кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма сакӑр теҫетке ҫула ҫывхаракан чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Александровна (тӗрӗс илтрӗм пулсан. — Авт.) хутшӑнчӗ. Икӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑскерне аппӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, — иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр. Тутарстанра ӳснӗскер, Узбекистанри Бухара хулинче 25 ҫул ӗҫленӗскер чӑвашла, вырӑсла, узбекла такмаксем каларӗ, пуплерӗ, Шупашкара салам ҫитерчӗ. Хастар хӗрарӑм хӑйне валли телекӑларӑм ертӳҫинчен Леонид Якубовичран ноутбукпа телефон ыйтрӗ. Хӑй вӑл ватӑ иккенне палӑртрӗ, тӑлӑх ӳснине, вӑрҫӑ нушине курнине аса илтерчӗ, сусӑр пулнине пӗлтерчӗ. Леонид Якубович кӑларӑм йӗркине пӑсма килӗшрӗ, чӗрӗ чӑваша ноутбукпа телефон парнелерӗ. |
Политика
![]() Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Васильев Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗпе наградӑланӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ку хыпара хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ. Юрий Васильева «Тӑван ҫӗршыв тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысланӑ. Владимир Путин хушӑвӗ вӑрттӑнскер-мӗн, ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетлемен имӗш. Ҫӳллӗ шайри наградӑпа Юрий Васильева ҫеҫ мар, республикӑри хӑш-пӗр пуҫлӑха та хавхалантарнӑ пулать. Маларах асӑннӑ тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, награда пирки асӑннӑ МИХ журналисчӗсем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче кӑсӑкланнӑ. Анчах ку сӑмаха унтисем ҫирӗплетсе те паман, хирӗҫлесе те каламан. Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑшӑн хавхалантарнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре 19 ача чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управенийӗ ҫирӗплетет. Юрать, ачасем чывӑ-чӗрех. Анчах, шел те, пур тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗн айӑпӗ пур. Вӗсем ачисене пӗччен хӑварнӑ. Лешсем вара чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 1 ҫулти хӗрача иккӗмӗш хутри хваттер чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӑл та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗрремӗш хутри хваттер чӳречинен 7 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Халӗ ҫак ачасене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнче тата Патӑрьелте кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче те ҫак чир пуррине пӗлтернӗ. Ҫакна Чӑваш ветеринари лабораторийӗ ҫирӗплетнӗ. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Явӑш ялӗнчи икӗ ҫын хуҫалӑхӗнче чӑхсем вилнӗ. Халӗ ҫав тӑрӑха ҫулсене хупнӑ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Вилнӗ чӑхсене утилизациленӗ. Красноармейски районӗнчи хуҫалӑхсенче те чӑхсем вилнӗ тӗслӗх пурри пирки сас-хура тухнӑ. Паян Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче кайӑк-кӗшӗке урама кӑларма чарасси пирки каланӑ.____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита. Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ. Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова. Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ. Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |