Пӑтӑрмахсем
![]() Мускаври Печатники районта Чӑваш Енри арҫын тытса пыракан автомобиль темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ. «Зарулем.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын цемент турттаракан машинӑпа пынӑ. Тахӑш самантра вӑл тӗлӗрсе кайнӑ. Ҫав самантра машина парковкӑра ларакан тӑхӑр автомобиль ҫине пырса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель аллине суранлатнӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхи 5 сехетсенче пулнӑ. Цемент турттаракан машина автомобильсене хытах шар кӑтартнӑ, вӗсенчен хӑшне юсама та май килмест тесе пӗлтернӗ. Бетон ҫӑракан КАМАЗ «Промасфальт» тулли мар яваплӑ обществӑн иккен. Шар курнӑ автомобильсен хуҫисем тӑкака саплаштарма ыйтса коллективлӑ тавӑҫа асӑннӑ организаци ячӗпе ҫырасшӑн-мӗн. Водитель яваплӑхран пӑрӑнаясси те иккӗленӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ. «Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки. Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушкӑртри патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн тутар тата чӑваш филологийӗн кафедри тӑван чӗлхе педагогӗ пулма вӗренме илессине йышӑнаҫҫӗ. «Паянхи куна пирӗн 16 бюджет вырӑнӗ ҫеҫ юлчӗ. Кам пирӗн пата вӗренме кӗреет, студент пулса тӑраять, вӑл академиллӗ стипенди (1600—2000 тенкӗ), уйрӑм условисенче социаллӑ стипенди (5000—7000) е лайӑх вӗренсен пысӑк стипенди (6000-12000 таран) илсе пурӑнма пултарать. Килӗрех! Ырӑ сунса кӗтетпӗр сире! Колледж, техникум, училище выпускникӗсем аслӑ вӗренӳ заведенийӗн тӗрӗслевӗ витӗр иртӗҫ, вӗсене ППЭ результачӗсем кирлӗ мар!» — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Иван Тарасов. Унта сӑмах «Педагогика пӗлӗвӗ (икӗ хатӗрлев профильлӗ). Тӑван (тутар, чӑваш) чӗлхе тата литература. Ют (акӑлчан) чӗлхе» направлени пирки пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫул ҫинче кӑркӑссем вилнӗ. «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫав шутра — икӗ ача. Трасса ҫинче ҫӑмӑл машина грузовикпа ҫапӑннӑ. Инкек автоҫулӑн 725-мӗш километрӗнче сиксе тухнӑ. Инкекре пилӗк ҫын шар, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Кӑркӑстан ҫыннисем. Вилнӗ ачасенчен пӗри пиллӗкре, тепри иккӗре пулнӑ. Инкеке лекнисенчен тепӗр иккӗшне пульницӑна ӑсатнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин журналистсене ҫӑмӑл машинӑн водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнине пӗлтернӗ. Инкекре хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ хӗрарӑмпа икӗ ача вилмеллех аманнӑ. Водительпе юнашар ларакан хӗрарӑм-пассажир тата водитель аманнипе пвльницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ суд пуласса кӗтет. Ӑна должноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш-авӑн уйӑхӗсенче гимнази директорӗ саккуна пӑсса ҫынсенчен 420 пин тенкӗ илнӗ. 20 яхӑн ҫын ачисене гимназие вӗренме кӗртес тесе ӑна сӗтев панӑ. Укҫана хӑйне тыттарнӑ, ҫын урлӑ панӑ е картта ҫине куҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл пӗр хӗрачан аттестачӗ ҫине «4» тата «5» паллӑсем лартнӑ. Лешӗ вара «3» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. 2017 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче гимназири пӗр ӗҫчен директора хӑйӗн шалӑвӗнчен 20-шер пин тенкӗ парса тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 100 пин тенкӗ. Айӑпланакан экс-директора килти ареста лартнӑ. Унӑн Toyota Corolla автомобильне те арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницинче ҫӗнӗ инфекци корпусӗ тӑвӗҫ. Аукцион ирттересси пирки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗне корпус хута ямашкӑн пахча ҫимӗҫ управне, ҫӗр айӗнчи резервуара, ҫӳп-ҫап купаламалли лапама аркатӗҫ. Здани 1-3 хутлӑскер пулӗ. Хальхи инфекци корпусӗпе ӑна ҫӗр ҫийӗн тунӑ каҫӑ сыпӑнтарӗ. Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн автотранспорта дезинфекцилемелли здани, котельнӑй, ҫӳп-ҫап хумалли вырӑн тумалла. Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукциона утӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанхи хак – 338,1 миллион тенкӗ. Ҫӗнӗ инфекци корпусне килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 18 уйӑхра туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манаха шырать. Трифон атте Муркаш районӗнчи арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗнче службӑра пулнӑ. Унӑн чӑн ячӗ — Ананео Владимир Евгеньевич. Вӑл 85 ҫулта. Трифон атте утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ватӑскер ӑҫталла кайни паллӑ мар. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ манах мӗнлереххине пӗлтерет: Трифон атте 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерккескер, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, кӑштах шуралнӑ. Трифон атте манах тумне тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене 02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен – 112 номерпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер каҫхине Шупашкарта аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хваттере аҫа ҫапнӑ. «Благовещенски» микрорайонти хваттере аҫа ҫапнине ҫынсем курнӑ. «Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутсенче Пасар урамӗнче вырнаҫнӑ хваттере аҫа ҫапрӗ», - ҫапларах пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. «Эпир машинӑра лараттӑмӑр, пирӗн куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялтлатрӗ, виҫҫӗмӗш хутри хваттерӗн чӳречине аҫа ҫапрӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илчӗ, вырӑна виҫӗ пушар машини килчӗ», - тенӗ Дарья. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хваттерте тивӗҫлӗ канури ҫын пурӑнать. Вӑл урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ҫанталӑк самаях шар кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил алхаснӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗрте чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр айне лекнӗ ҫынсене ӑмсанмалли ҫук: самаях ыраттарнӑ-мӗн. Шорчекассинче пахча ҫимӗҫе те, теплицӑсене те сӑтӑр кӳнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пӑр ҫунине пӗлтереҫҫӗ. Урамри ҫынсем чарӑну патне аран чупса ҫитнӗ. Пӑр чул пекех хытӑ пулнӑ, ӳте лексен ыраттарнӑ. Синоптиксем хальлӗхе лӑпланмалли хыпар пӗлтермеҫҫӗ: ҫитес вӑхӑтра регионта вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас, ҫил алхасас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |