Хулара
![]() Ыран, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта нумай функциллӗ спорт лапамӗ уҫӑлӗ. Вӑл Соляной проездри 14-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Универсаллӑ спорт объектӗнче — 20x40 метрлӑ хоккей лапамӗ. Ӑна искусствӑллӑ курӑкпа витнӗ. Хӗлле унта хоккей выляма, ҫулла футбол выляма май килӗ. Спорт объектне уҫнӑ май Спорт аэробикин федерацийӗ, «Спартак» спорт шкулӗн ҫамрӑк футболисчӗсем тата «Спартак-Чебоксары» (чӑв. Спартак-Шупашкар) спорт ушкӑнӗн пайташӗсем уяв туса парӗҫ. Универсаллӑ спорт лапамне тума хула хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр Шупашкарта тӑватӑ спорт объекчӗ – виҫӗ мини-футбол лапамӗ (кашнин лаптӑкӗ — 20x40 м, вӗсем 61, 40 тата 10-мӗш шкулсенче вырнаҫнӑ) тата Эгер бульварӗнче 33-мӗш ҫурт картишӗнче универсаллӑ спорт лапамӗ — хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклӗҫ. 240 вырӑнлӑскерӗн хакӗ — 176 миллион тенкӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине хӑпартма халӗ строительство предприятине палӑртасшӑн. Ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ организацин объекта ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтерме тивӗ. Строильство предприятине палӑртмалли конкурса «Капиталлӑ строительствӑпа реконструкци управленийӗ» муниципалитетӑн хысӗа учрежденийӗ ирттерет. Ача пахчине хӑпартма укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ. Подрядчика кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен палӑртмалла. Маларах Ҫӗнӗ хулара 160 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвакан предприятие палӑртнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен пӗри аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменнине кура подрядчикпа хальлӗхе уҫӑмлӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнче, Чӑвашкассинче, ҫулсеренех ватӑсене асӑнса Учук ирттереҫҫӗ. Мӑчавӑр ял пуҫласа яракансенчен кашнинчен уйрӑммӑн кивӗ масар ҫинче вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑка уҫма ирӗк ыйтать. Унтан пурте ватӑсене асӑнаҫҫӗ, «тутлӑхлӑ пулӑр» теҫҫӗ. Арҫынсем авалхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем сӗтел хатӗрлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара ӗмӗт кантри ҫыхма каяҫҫӗ. Ҫав кун чӑвашкассисем юрласа ташлаҫҫӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем Чӑвашкасси мӗнле пулса кайнине архивсенче тӗпчесе пӗлнӗ. Ял 1600-мӗш ҫулсенчех пуҫланса кайнӑ. Чӑвашкассине пуҫарса яракансем Турхан тимӗрҫӗ, Шинкарей лашман тата Комсомольски районӗнчи Асанкассинчен куҫса килнӗ Элментюк пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер ЧР Наци вулавӑшӗнче белорус литературин никӗслевҫин тата классикӗн Янка Купалӑн ҫуралнӑ кунне халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна Наци вулавӑшӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд йӗркеленӗ. Унта литературӑпа ӳнер деятелӗсем, ҫыравҫӑн пултарулӑхне юратакансем пухӑннӑ. Валери Туркай Беларуҫра пулса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл унта «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» Пӗтӗм тӗнчери литераторсен сипозиумне хутшӑннӑ. Валерий Владимирович хӑнасене ҫӗнӗ куҫарусемпе - белорус авторӗсен хайлавӗсемпе – паллаштарнӑ. Ҫав шутра Янка Купалӑнне те чӑвашла куҫарнӑ. Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Виктор Овчаров, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев критик 1973 ҫулта Чӑваш Енре иртнӗ Беларуҫри литературӑпа музыка кунӗсене аса илнӗ. Палартмалла: Янка Купалӑн куҫарӑвӗсем пирӗн пичетре 1930-мӗш ҫулсенчех пулнӑ. Вӑл пӗр вӑхӑт Шупашкарта пурӑннӑ, чылай ҫыравҫӑпа паллашнӑ, Николай Шелепипе, Ҫемен Элкерпа туслӑ пулнӑ. Литература каҫне хутшӑнаканесм Чӑваш Енре чӑваш-беларуҫ туслӑхӗн обществине йӗркелеме сӗннӗ. Каласа хӑвармалла: литература каҫӗнче Янка Купалӑн тата белоруссен ытти поэчӗн сӑввисем чӑвашла, вырӑсла, белорусла янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Мари Элти вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Мари аварипе ҫӑлав службин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентеше тупнӑ, киле таврӑнма пулӑшнӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мари Элти ҫӑлав службине 59 ҫулти хӗрарӑм шӑнкӑравласа хӑй вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Хайхискер Звенигово районне, Кӗҫӗн Мартын юханшывӗ ҫывӑхне, кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Хӗрарӑм вӑрманта ҫӳреме пӗлмен. Кун пирки вӑл сӑлавҫӑсене те пӗлтернӗ. Оперативлӑ дежурнӑй ӑна хӗвеле пӑхса Кокшайск тракчӗ еннелле утма хушнӑ. Вырӑна часах Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫитнӗ. Хӗрарӑма тупнӑ, вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Утӑ уй ӑхӗнче пӗрремӗш декада нормӑран 2,5 градус ӑшӑрах тӑчӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2013 ҫулта пулнӑ. Тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Кунашкалли сайра хутра кӑна пулнине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Тепӗр 10 кун шӑрӑх пулӗ-ха. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, утӑн 11-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулӗ. Ыран чи сивӗ кун пулӗ. Канмалли кунсем тӗлне каллех ӑшӑтӗ. Ҫитес эрнере 26-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 17-18 градус. Юнкун шӑрӑх пулӗ: 30 градус ӑшӑ. Анчах кашни кун ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Шӑрӑх ҫанталӑкра аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур-ха. Утӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫумӑр ытларах ӳкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ҫул мӗнле канӑпӑр? 2019 ҫулхи производство календарӗн проектне хатӗрленӗ. Хальлӗхе канмалли кунсене урӑх куна куҫармалли пирки документа йышӑнман-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн эрнекун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Кайран каллех канмалла: шӑматкун тата вырсарникун. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата Ҫӗнтерӳ кунӗ эрне варрине лекеҫҫӗ. Ахӑртнех, канмалли кунсем вӑраха тӑсӑлмӗҫ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата пушӑн 8-мӗшӗнче виҫшер кун кантарӗҫ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Республика кунӗ, ҫитес ҫул тунтикуна лекет. Эппин, ун чухне виҫӗ кун кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ канашлура ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин утӑн 16-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» тӗлӗшпе конкурс производтстви пулнине пӗлтернӗ, ҫавна май предприяти пассажирсене илсе ҫӳреме чарӑнӑ, автобуссене ҫӗнӗ перевозчиксене тара парӗҫ. Яхатин каланӑ тӑрӑх, утӑн 4-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» кредиторӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Предприятие панкрута кӑларас тепӗр процедурӑна ЧР Арбтитраж сучӗ пӑхса тухӗ. Аса илтерер: утӑн 5-мӗшӗнчен предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Куславкка тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. Шупашкарта та 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш автобуссем валли вӑхӑтлӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Ӑна утӑн 6-мӗшӗ валли тупма палӑртнӑ, анчах вӑхӑта утӑн 11-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 7 ҫулти хӗрача хреснамӑшӗ патӗнчен тухнӑ та килелле утнӑ. Ӑна ҫур ҫула ӑсатнӑ-ха, киле ҫитме нумай та юлман. Хӗрачана хыҫалтан йытӑ тапӑннӑ, кӗлеткинчен ҫыртса юханшыв хӗрринелле сӗтӗрме пуҫланӑ. Юрать, ҫывӑхра арҫын ачасем пулнӑ. Вӗсем хӗрачана пулӑшнӑ, лешӗ вара тарма ӗлкӗрнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрачана пульницӑна вырттарнӑ. Йытӑ ачана самаях ҫыртса пӗтернӗ. Ҫавна пула пӗчӗкскер туалета та икӗ кун каяйман, аппаратпа выртнӑ. Унӑн суран нумай. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула мӗнле кайӗ-ши?» - кулянса каланӑ амӑшӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем сунар йыттине пӗрремӗш хут салтса янӑ. Йытта яланлӑхах ҫывӑратса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |