Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 19 сехет те 25 минутра Комсомольски районӗнчи Александровка ялӗнче инкек пулнӑ. Водитель 3 ҫулти ачана ҫапса хӑварнӑ. Шел те, пӗчӗкскер йывӑр сурансене пула вилнӗ. Водитель вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна кӗҫех Тутарстанра тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача асламӑшӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. Асли асӑрхаман хушӑра пӗчӗкскер йытӑ хыҫҫӑн чупса ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Водитель мӗншӗн Тутарстана тарнине каярахпа ӑнлантарнӑ: вӑл хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Арҫын руль умӗнче урах пулнӑ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта велосипедпа ярӑнакан арҫын ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ. Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ. Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2019 ҫулта хӑш кунсенче кантарма палӑртни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухнехи проекта алӑ пусса ҫирӗптеменччӗ-ха. Халӗ кану кунӗсене кӑштах улӑштарасшӑн. РФ Ӗҫлев министерстви ҫу уйӑхӗнче халӑха 9 кун кантарасшӑн. Ведомство РФ Правительствин проект постановленине хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 5 тата 6-мӗшӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) ҫу уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗ ҫине куҫармалла, нарӑсӑн 23-мӗшне вара (шӑматкун) - ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ ҫине. Ҫапла майпа 2019 ҫулта раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен, нарӑсӑн 23-24-мӗшӗсенче, пушӑн 8-10-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче тата 9-12-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче кантарасшӑн. Республика кунӗ ҫитес ҫул тунтикуна лекӗ, ҫавӑнпа Чӑваш Енре чылайӑшӗ ҫак кун та ӗҫе каймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ перевозчиксем шырани ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Халӗ вӑхӑтлӑха маршруткӑсем ҫула тухнӑ. Аса илтерер: предприяти хулари 16 маршрутпа илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. «Чӑвашавтотранс» йывӑр лару-тӑрура. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пысӑк предприятие панкрута тухни пирки пӗлтерме пултараҫҫӗ. «Чӑвашавтотранс» Шупашкарта 2, 3, 7, 10, 12, 14, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24, 26 тата 204-мӗш маршрутсемпе пассажирсене илсе ҫӳренӗ. Вӗсем вырӑнне вӑхӑтлӑха килнӗ перевозчиксем чӳкӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Кайран конкурс иртӗ. Паян ирхине хула администрацийӗн сайтӗнче 5, 7, 12, 14, 16 тата 18-мӗш маршрутсем валли перевозчик шырани пирки хыпар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, канмалли кун, Шупашкарти Элмень урамӗнче вырнаҫнӑ 204-мӗш ача пахчинче ӗҫленӗ хуралҫа полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ. Микрорайонта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ спирт шӗвекне пӗччен мар, темӗнле хӗрарӑмпа ӑша янӑ. Вӑл ача пахчинче ҫав кун хуралта тӑнӑ. Ӗҫ вырӑнне вӑл ҫав хӗрарӑма илсе пынӑ. Ача пахчин администрацийӗ хуралҫа ӗҫрен кӑларасшӑн. «Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫав ӗҫчене ӗҫ вырӑнӗнчен кайма хушнӑ, кайран йӗркене сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ӑна ӗҫрен кӑларӑпӑр», - тенӗ ача пахчин заведующийӗ Ольга Ижетникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. 85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Палӑк эскизӗ Севастопольте чӑвашсем палӑк лартас шухӑшлӑ. Ҫакӑн валли укҫа та пухма пуҫланӑ. Анчах ҫак палӑк ячӗ хӑш-пӗр ҫынсене килӗшмест иккен. Сӑмахран, Владимир Болгарский, Крымра лартма палӑртнӑ палӑка «Кӗтекен Анне» (Ожидающая мать) ят парса вырӑнлӑрах тесе Фейсбукра пӗлтернӗ. Хальлӗхе Севастопольти палӑкӑн ячӗ — «Хуйхӑракан анне» (Скорбящая мать). Вӑл палӑка 1941–44 ҫулсенче Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнса лартасшӑн. Кӳлепе авторӗ — Владимир Нагорнов. Владимир Болгарский — чӑвашсен паллӑ меценачӗ. Мускавра пурӑнса ӗҫлекен пирӗн ентеш Хӑнакурти асӑну палӑкӗ валли укҫа хывнӑччӗ. Халь вӑл чул палӑк Хӑнакур патӗнче вырӑн тупнӑ, туристсем кӗнӗ ҫӗртре вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кӑҫал ҫула 30-мӗш хут тухӗ. Ҫӗнӗ чунҫӳрев ҫурлан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те 12-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чунҫӳревҫӗсем кӑҫал Аслӑ Арапуҫра (Митта Ваҫлейӗн вилтӑпри ҫине кӗрсе тухӗҫ), Турханта (Кокель музейӗпе паллашӗҫ), Ҫӗньялта (Геннадий Айхине сума сӑвӗҫ) чарӑнӗҫ, Тикеш хулашне кӗрсе тухӗҫ. Ун хыҫҫӑн вӗсен ҫулӗ Чӗмпӗр урлӑ Хура тинӗс хӗрринчи Хӑнакур хулине выртӗ. Севастополе ҫитнӗ хыҫҫӑн каялла Шупашкаралла таврӑнӗҫ. Чунҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленков — Ултиар — пӗлтернӗ тӑрӑх автобусра тата тепӗр 10 вырӑн пур. Кӑмӑлӑр пур пулсан ҫул хакӗ — 10-12 пин. Хура тинӗс хӗрринче 1 эрне ирттерӗҫ. Ыйтусем пулсан Ултиарпа 8-927-667-93-23 номерпе ҫыхӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ҫӗршыври тата тепӗр икӗ отрасль ӗҫченӗсене тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ. Ҫӗршыв ертӳҫин утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи указӗпе «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата информацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем пулӗҫ. Сумлӑ ята тивӗҫес тесен журналистсен 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, отрасльти тата Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн наградисем пулмалла. Маларах ун пек хисеплӗ ята Якут Республикинче ҫирӗплетнӗ. Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енри хӑш журналист «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята чи малтан кам тивӗҫесси пирки халех пуҫ ватаҫҫӗ. Тӗрлӗ хисеп ячӗпе ытти наградӑна час-час валеҫнине кура вӗсен сумӗ юлашки вӑхӑтра хӑйсен сумне чакарни те вӑрттӑнлӑх мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин патшалӑх автоиспекцийӗн ӗҫченӗсене сакӑр «Лада Гранта» тата тӑватӑ «Лада Веста» машинӑсен уҫҫине панӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Уҫӑсене ҪҪХПИ ӗҫченӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑй Михаил Васильевич тыттарнӑ. Элтепер автомобиль паркне ҫӗнетни ҫул-йӗр хуралҫисене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Аса илтерер: Чӑваш халӑх сай чӗ Чӑваш Ене пушар сӳнтермелли машинӑсем килни пирки те пӗлтернӗччӗ. <s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |