Культура
![]() Иван Яковлев ҫуралнӑ ялта, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗллӗ парк уҫасшӑн. Ҫак ӗмӗтпе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов пӗлтӗр ҫунатланнӑ. Халӗ Кӑнна Кушкинче ҫӗнӗ проекта хута ярассипе тӑрӑшаҫҫӗ. «Хыпар» хаҫата Эдурад Бахмисов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Теччӗ районӗнчи «кашни яла ҫитсе курма» тӗв тунӑ хыҫҫӑн машинӑпа икӗ кун ҫӳренӗ, унтах ҫӗр каҫнӑ. «Савӑнмаллине те куртӑм, анчах чылай ялта пушӑ ҫурт йышлине асӑрхарӑм. Юхӑннисем те, ишӗлсе аннисем те пур. Ҫакӑ пӗлтӗр пулчӗ. Чӑваш ялӗсем пӗтес хӑрушлӑх пур. Вӗсен ячӗсем архивсемсӗр пуҫне ниҫта та ҫырӑнса юлман. Ара, хӑй вӑхӑтӗнче Иван Яковлев ҫав ялсем тӑрӑх та ҫӳренӗ-тӗр, шкулсем те уҫнӑ пулӗ. Ҫапла майпа Аслӑ вӗрентӳҫӗн ялӗнче ун ячӗллӗ парк тӑвас шухӑш ҫуралчӗ», — ӑнлантарнӑ Эдурад Бахмисов Надежда Смирнова журналиста. Парка Кӑнна Кушкинчи шкулпа Иван Яковлевӑн музейӗн территорийӗнче тума пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӗҫре вырӑнти халӑх та, культура ӗҫченӗсем те, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та пулӑшаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Междуречье ял тӑрӑхӗнче ҫапла асӑрхаттарса ҫырса ҫапнисем те пур Шывран вут пек хӑрама ваттисем ахальтен хушман-тӑр. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Шар курнин ӳчӗ ӗнер шыв ҫине хӑпарнӑ... Сӑр юханшывӗнче, Междуречье ялӗ патӗнче, 14-ри хӗрача шыва путнине Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисене ҫав кунах систернӗ. Леш тӗнчене ҫамрӑклах сарӑмсӑр ӑсаннӑ пикен ӳтне ӗнер шыв ҫийӗнче асӑрханӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмаха вӑраха хавармасӑр тӗпчеме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ. Шыва путнӑ пике 14—24-ри пӗлешӗсемпе Сӑр юханшывӗ хӗрне кайнӑ. Ҫамрӑксенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Апла пулин те вӗсем тарӑн мар тӗлте чӑмпӑлтатнӑ. Кӗтмен-туман ҫӗртен тахӑш самантра тарӑн ҫӗре лексе 14-ри хӗрача шыва путнӑ. Ӑна ҫӑлма май килмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнекун «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ 50 ҫулхи юбилейне уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Предприяти ӗҫченӗсене паллӑ датӑпа саламлама, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗччӗ. Издательствӑпа полиграфи комплексне чылай ҫул ертсе пынӑ Валериан Павлов хӑйне уява чӗнменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ иккен. Кун пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Калем ӑстипе полиграфист дачӑра тӗл пулса калаҫнӑ. Валериан Павлов полиграфист ӑсталӑхне Мускаври аслӑ шкулта туптанӑ. Ку отрасльти специалистсенчен ҫав шайра пӗлӳ илни енчен вӑл — республикӑра пӗрремӗш-мӗн.
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет. Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Череповецри 300 хваттерлӗ ҫурт Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Бойлер ванса кайнӑран унти ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗ юсас тенӗ. Кирлӗ саппас пайсене туянма 146 пин тенке ларнӑ. Ӑна туянакансем 120 пинне тӳлесе хунӑ. Ытларикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Череповецри юлташлӑха саппас пайсем ҫитмелле пулнӑ. Ҫуккине кура сӑлтавне шырама пуҫланӑ. Кирлӗ детальсем Череповец вырӑнне Шупашкара кайни ҫавӑн чухне палӑрнӑ. Саппас пая турттарса пыма килӗшнӗ транспорт компанийӗ кӑлтӑка йышӑннӑ, ҫитменлӗхе татса пама шантарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗнче хытах тарӑхнӑ курӑнать — шӑтар-шатӑр ҫилленине пӗлтерсе вӗсем транспорт компанине ҫыру шӑрҫалама, юсав ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайманнине пӗлтерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти кӳлмекпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитнӗ. Ӑна ҫыраканни — республикӑн тӗп хулин администрацийӗ. Вӑл Тури Атӑл шыв бассейнӗн управленийӗпе судлашма шухӑш тытнӑ. Шупашкар мэрийӗнче республикӑн тӗп хулинчи кӳлмек муниципалитет харпӑрлӑхӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хут ҫинче залив федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать иккен. Шупашкар хула администрацийӗ кӳлмек муниципалитетӑн тесе ҫирӗплетнӗ май ӑна искусствӑллӑ майпа чавса тунине, вӑл илемшӗн ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Тури Атӑл бассейн шыв управленийӗнче патшалӑхӑн шыв реестрне кӳлмеке вӗсем йӗркелеменине ӗнентереҫҫӗ. Кӳлмекӗн харпӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула администрацийӗ маршруткӑсем валли ҫула ятарлӑ паллӑ тӑвасшӑн. Ку тӗлӗшпе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх комиссийӗн элчисем те ыйтӑм ирттернине ырланӑ. Ҫынсен ҫичӗ ҫулран пӗрне суйлама май пур. - Мир проспекчӗ; - Калинин урамӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа Сергий Радонежский урамӗ таран; - Мускав проспекчӗ: Рашча ҫул ҫаври патӗнчен Афанасьев урамӗ таран; - Иван Яковлев проспекчӗ: Мир проспектӗнчи 102-мӗш ҫуртран пуҫласа «Ромашка» ҫул ҫаври таран; - Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ: «Энергозапчасть» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Кӗрӗк» ҫул ҫаври таран; - Тӑххӑрмӗш пилӗк ҫуллӑх проспекчӗ: «Ромашка» ҫул ҫавринчен пуҫласа «Шупашкар» ҫул ҫаври таран; - Трактор тӑвакансен проспекчӗ: «Шупашкар» ҫул ҫавринчен пуҫласа Монтаж проезчӗ таран. Сасӑлав ҫурлан 7-мӗшӗччен пырать. Хальлӗхе Мускав проспекчӗ малта. Ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: http://gov.cap.ru/vote.aspx?id=1116&gov_id=798. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ. «Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Цивильск урамӗнче, «ДИС» отель ҫывӑхӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Киа Рио» автомобиль тепӗр май ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра икӗ пассажир пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Ҫапах ҫакӑ савӑнтарать: кураканасем каланӑ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн вӗсем ура ҫинче пулнӑ. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, такси водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна наручник тӑхӑнтартсах илсе кайнӑ. Водитель 25-30 ҫулсенчи пек курӑнать. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви «Яндекс. Такси» такси службипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫакна пассажирсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ. Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |