Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри Ленин урамӗнче ача-пӑча валли лапам тунӑ. «Ял ӗҫченӗ» район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ятарлӑ лапам йӗркелес шухӑш темиҫе ҫул каяллах ҫуралнӑ. Ку урамра транспорт куҫӑмӗ вӑйлӑ. Пӗчӗкскерсем аслисем асӑрхаман чухне ҫул хӗрринчех выляса лараҫҫӗ. Велосипедпа та ҫул хӗрринех тухса каяҫҫӗ». Ӗҫе нимелле пурнӑҫланӑ. Ӑна Сергейпа Рада Ивановсем пуҫарнӑ. Вӗсем ӗҫе пуҫласа вӗҫличченех йӗркелесе тӑнӑ. Сергей Иванов асамлӑ юмах пӳрчӗ те пураланӑ. Александр Мижеев, Иван Иванов, Николай Иванов, Дмитрий Леньков, Александр Ефимов, Иван Николаев, Владимир Николаев, Петр Алексеев, Александр Тимофеев та хастарлӑхпа палӑрнӑ. Ырӑ ӗсшӗн укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшакансем те йышлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Артемьевӑн «Салампи» повеҫне туркӑлла куҫарнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче нумай пулмасть Бюлент Байрам чӗлхеҫӗ пӗлтернӗ. «Чӑвашсен хальхи литературин классикӑлла хайлавӗ шутланакан «Салампи» повеҫне турккӑлла куҫарса пӗтертӗмӗр. Тӳрлетӳсем ӗҫӗсем хыҫҫӑн, Турӑ пулӑшнипе, вӑл кӗске вӑхӑтрах кун ҫути курмалла», — ҫырнӑ турккӑ куҫаруҫи. Бюлент Байрам — чӑваш чӗлхине тӗпчекен паллӑ чӗлхеҫӗ. Вӑл «Улӑп» эпоса турккӑлла куҫарнӑ (2013 ҫулта кӗнекен тухнӑ). Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш юмахӗсемпе те турккӑлла паллаштарнӑ, чӑвашла-туркӑлла словарь хатӗрленӗ. «Салампи» — Алексендр Артемьев хайланӑ повесть. 1954 ҫулта вӑл пӗрремӗш хут кун ҫути курнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак роман темиҫе хут та пичетленсе халӑх патне ҫитнӗ — 1960, 1966, 1983, 2012 ҫулсенче. Бюлент Байрам 2012 ҫулти кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫак эрнере, шӑматкун, Шупашкар район центрӗ, Кӳкеҫ, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унта пурӑнакансене уяв ячӗпе саламланине ҫакса хунӑ. Вӗсенчен пӗри «уралнӑ кун ячӗпе, юратнӑ поселок» тесе курӑнать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ларакансем шӑпах ҫавӑнтан тӑрӑхлама пуҫланӑ та. «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) ушкӑнра «Мана тӗрӗсех куҫарса пачӗҫ-и? Кӳкеҫсене урӑлнӑ ятпа саламлаҫҫӗ-и?» тесе вырӑсла ҫавӑрттарнӑ, сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Михаил Вансяцкий журналист: «Кӳкеҫри саламсем — ку вӑл уйрӑм юрӑ. Ӑна хаваслӑ ачасем ҫакаҫҫӗ. Хуняма ҫурчӗ патӗнчен шӳтлемесӗр иртместӗп. Никама та кӳрентерес мар тесе ҫакна ӑнлантарам: чӑвашла эп виҫҫӗлӗх пӗлетӗп, арӑм куҫарса пачӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашсем Хула кунне тата Чукун ҫул ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунӑ. Канашра кунӗпех тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Каҫхине тӳпене фейерверк вӗҫнӗ, юрӑ-кӗвӗ кӑмӑллакансем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ. Ир-ирех автомобилистсем Ленин лапамӗнче машинӑсене лартса «Канаш» сӑмах ҫырнӑ. Космосран вӑл питӗ лайӑх курӑннӑ ахӑртнех. Водительсем вара «93» хисеп евӗр тӑнӑ, Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ хӑмпӑсене тӳпенелле вӗҫтернӗ. Мӗншӗн шӑпах 93? Канаш ҫавӑн чухлӗ тултарнӑ. Хула паркӗнче чӑваш эстрада артисчӗсем – Алексей Московский, Диана тата Эльза – юрланӑ. 21 сехет ҫурӑра ташӑ каҫӗ пуҫланнӑ, 22 сехетре фейерверк вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1991 ҫулта Шупашкарта арҫын ҫухалнӑ, анчах вӑл ҫуккине никам та сисмен-ши – шыраман та. Ун пирки 27 ҫултан, пурлӑх пайлама тӑрсан, ҫеҫ аса илнӗ. Арҫын ӑҫта ҫухалнӑ? Вӑл йӗп мар-ҫке. Ыйтӑвӑн хуравне хӗрӗ тупма пулӑшнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернине 27 ҫул вӑрттӑнлӑхра тытса пурӑннӑ. Халӗ хӗрӗ 47 ҫулта ӗнтӗ. Ашшӗне вӗлернӗ чухне вӑл 20-ре пулнӑ. 1991 ҫулта ашшӗпе хӗрӗ хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӗ ӑна тимӗр патакпа ҫапнӑ, лешӗ сывлама пӑрахнӑ. Хайхискер вилене посадкӑна, килтен 100 метр аяккарах, сӗтӗрсе кайнӑ та пытарнӑ. Арҫынна 2004 ҫулта шырава панӑ. Кӑҫал вара хӗрне полиграфпа тӗрӗслеме шутанӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакӑ полицейскисене сисчӗвлентернӗ те. Вӗсем хӗрарӑмран тӗпчесе пӗлнӗ, лешӗ вара йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи колонире тӑрӑшакансен ӗҫ условийӗпе тата айӑплава колонире ирттерекенсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ учрежденире ларакансенчен кашнинех ӗҫлет иккен. Колонире ҫӗвӗ производстви, трикотаж тата тӗрӗ участокӗсем пур. Унта 165 тӗрлӗ япала кӑлараҫҫӗ. Нефть, газ тытӑмӗсенче, хуралта тӑрӑшакансем валли тумтир ҫӗлеҫҫӗ. Колонин хушма хуҫалӑх та пур. Унта ҫӗрулми, хӗрлӗ кӑшман, нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илеҫҫӗ. Учрежденире 1994 ҫулта уҫнӑ «Дока-хлеб» (чӑв. Дока-ҫӑкӑр) пӗчӗк пекарньӑра хӑйсем валли ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ. Айӑплава колонире ирттерекенсем ӗҫленине Михаил Игнатьев ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Софья Савнеш. Ҫавӑншӑн газовиксем газ парассине чакарнӑ та ҫынсем вӗри шывпа усӑ курайми пулса тӑнӑ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти микрорайона газ панӑччӗ, унта пурӑнакансем тата ҫавӑнти ача пахчи вӗри шывпа усӑ курма тытӑннӑччӗ. Ҫынсене вӗри шывсӑр пӗр айӑпсӑр лартнӑ газовиксене 300 пин тенкӗрен пуҫласа миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн комиссийӗ пӑхса тухнӑ, анчах хальлӗхе унӑн резолютативлӑ пайӗ ҫеҫ пур. Епле явап тыттарасси ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланӗ. Ҫакна асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Вячеслав Борисов ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ. Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять. Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурс ирттерессине пӗлтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Опытлисен те, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракансен те. Юлашкинчен каланисене «Ҫӗнӗ ят» номинацире палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗҫ. Музыка премийӗшӗн иртекен конкурса хутшӑнмалли композицисене кӑҫал ҫырнине шута илӗҫ. Профессилле аранжировка тата сӑмахӗсем хитре пулни те пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине ҫитермелле е tavanradio@mail.ru электрон пуштӑпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӑсатмалла.
www.hupar.ru Фото cap.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |