Спорт
![]() Мария Кузнецова Чӑваш Енри икӗ пике, иккӗшӗ те спортсменка, иккӗшӗ те ирӗклӗ мелпе кӗрешекенскерсем, Смоленскран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗнче маларах эпир асӑннӑ хулара ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен ултӑ спортсмен тухса кайнӑ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130-а яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. 58 килограмчченхи виҫере Вероника Чумикова Кемӗр облаҫӗн хӗрне Зельфира Садраддиновӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.Тутарстанри Светлана Липатова ку виҫере — виҫҫӗмӗш. 65 килограмчченхи виҫере Мария Кузнецова бурят хӗрне Анна Щербаковӑна ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкарти Берендей вӑрманӗнче, «Журналист» сад юлташлӑхӗпе юнашар, ҫӗр ҫулхи юмансене касма тытӑннӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ. «Касма чи сыввисене суйлаҫҫӗ. Дачӑри кӳршӗ мана пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене пахчаҫӑсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн касаҫҫӗ», — ҫырнӑ А. Кряжинов. Анчах журналист юмансене ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн каснине ӗненесшӗн мар, ҫавна вӑл юмах тесе хаклать. «Депутатсем, экологсем, Халӑх фрончӗн хастарӗсем, Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура, ӑҫта эсир?» — пӑшӑрханнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 434 хӗрарӑм ЭКП (экстракорпораллӑ пӗтӗлентерӳ) пулӑшнипе ача ҫуратма тӗллевленнӗ. Палӑртмалла: ку мелпе халӗ ытларах усӑ курма тытӑннӑ-мӗн. Процедурӑна Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче тӑваҫҫӗ. Кӑҫал квота 650 процедура валли уйӑрнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта ЭКП мелӗпе 185 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Кӑҫал вара хальлӗхе 100 ытла пепке ҫак мелпа ҫуралнӑ. Пӗлтӗр Президент пепкелӗх центрӗ ҫапла хыпарланӑ: ЭКПпа усӑ курнӑ 35 ҫул тултарман хӗрарӑмсен 30 проценчӗ ача ҫуратаять. Аслӑраххисене вара йывӑртарах: тӗнчипе илес тӗк, ЭКП мелӗпе усӑ курнӑ хӗрарӑмсен 5-7 проценчӗ ҫеҫ амӑшӗ пулаять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Явӑш ялӗнче тата Патӑрьелти Крепков урамӗнче специалистсем карантина пӑрахӑҫланӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Аса илтерер: унччен асӑннӑ тӑрӑхсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене ҫынсенчен пуҫтарнӑ, вӗсене ҫунтарса тӗп тунӑ. Чӗрӗ какайшӑн тата ҫӑмарташӑн укҫа тӳленӗ. Халӗ унта карантин пӗтнӗ. Кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ хыҫҫӑн 21 кун иртнӗ. Ҫапах кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫак тӑрӑхсенчен ҫӑмартасене, чӑх-чӗпе урӑх ялсене илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн турппин пухӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ сезона тишкернипе пӗрлех ҫитес тапхӑрта епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Антуан де Сент-Экзюпери повеҫӗпе «Маленький принц» (чӑв. Пӗчӗк принц) спектакль лартӗҫ. Вӑл ачасем валли пулӗ. Юпа уйӑхӗнче куракансене «Любовь и ненависть» (чӑв. Юратупа курайманлӑх) пластика спектакльне йыхравлӗҫ. Ӑна Мускаври Владимир Беляйкин режиссер хатӗрлет. В. Беляйкина хусканусен енӗпе вӑйлӑ специалист тесе хаклаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче сцена ҫине «Асамлӑ вӑй» спектакль тухӗ. Ӑна лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе куракан патне ҫитерессипе «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен II фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи Антон Федоров (вӑл Мускавран) тимлет. Чӳк уйӑхӗнче С. Аксаковӑн «Аленький цветочек» юмахне курма чӗнӗҫ. «Любовь и ненависть», «Маленький принц», «Аленький цветочек» спектакльсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программипе уйӑрнӑ укҫапа лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Софья Николаева сӑн ӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче хӑйне евӗр йӗрке йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, кӑҫал унта пуҫласа ял кунне йӗркеленӗ. Анчах тепӗр ялсенчи пек ӗҫсе-ҫисе, юрӑ-ташӑ ӑстисен концертне пӑхнипех ҫырлахас темен: асӑнмалӑх мӗн те пулин хӑварас тенӗ. Ялтан республикӑн тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапалланнисенчен укҫа пухма йышӑннӑ. Ӑна вырӑнти хастарсенчен пӗри, Владислав Николаев журналист, шӳтлесерех «таркӑн налукӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫав нухратпа, аса илтерер, яла кӗнӗ ҫӗрте хастарсем стела вырнаҫтарнӑ. Тепӗр паллӑ арт-объект — «Ман Шӑмалак» тесе ҫырса хуни. Пӗр енчен вӑл чӑвашла вуланать, тепӗр енчен — вырӑсла: «Шемалаково – любовь моя». Унӑн варрине чӑваш орнаменчӗллӗ чӗре вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра Шупашкарти дежурнӑй чаҫе пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ та пӗчӗк ача урам тӑрӑх пӗччен унтине пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер, подгузник тӑхӑннӑскер, Кривов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче утнӑ. Полицейскисем унта часах ҫитнӗ, ӑна сиплев учрежденине илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун ирхине полицие 19 ҫулти студентка ҫитнӗ. Вӑл ҫывӑракан ачана хваттерте питӗрсе хӑварнине, хӑй тусе патне кайнине пӗлтернӗ. Лешӗ вӑрансан амӑшне шырама кайнӑ. Студентка ача ҫуккине 5 сехетре кӑна, тусӗ патӗнчен таврӑнсан, асӑрханӑ. Студенткӑран эрех шӑрши кӗнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламаншӑн ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ку информацие ачалӑха хӳтӗлекен пая ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ арҫынна пӗр эрне шырать ӗнтӗ. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 58 ҫулти арҫын ӑҫта пулнине ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Малов Александр Аркадьевич Шупашкарта пурӑнать. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе киле таврӑнман. Арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, сарлакарах хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ хура, кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫухалнӑ чухне хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ кӗпе, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫакнашкал арҫынна курнӑ тӑк шыравпа ҫӑлав отрячӗ 8 905 343 50 10 (Светлана) номерпе шӑнкӑравлама ыйтать. Тата ҫакна палӑртса хӑвармалла: арҫын куҫлӑхпа ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмаша ҫинӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмеллех наркӑмӑшланман. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 3 ҫулти арҫын ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑша тупнӑ. Ачасемшӗн йӑлтах интереслӗ вӗт, ҫыртса пӑхмалла. Хайхискер эмел евӗр ҫаврака наркӑмӑша тутанса пӑхнӑ. Ытларах чухне пӗчӗккисем аслисем ҫук чухне шар кураҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫав самантра ҫумра аслисем пулман. Арҫын ачана Канаш районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Тепӗр хутчен аса илтерер: ачасемпе тимлӗ пулмалла, вӗсене асӑрхасах тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш хулинче пӗр усламҫӑн лавккине хупма йышӑннӑ. Ҫакскер унти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, пӗрремӗш хутра, лавкка уҫнӑ. Унта вӑл автомашинӑсен саппас пайне тата машина ҫӑвӗ сутнӑ. Усламҫӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки асӑннӑ хулара пурӑнакан пӗр этем прокуратурӑна евитленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, машина ҫӑвӗ сутни этем сывлӑхне сиен кӳрет. Надзор органӗнич пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Чӑн та, тӗрӗсех, сутма юрамасть», — пӗтӗмлетнӗ прокуратура ӗҫченӗсем. Прокуратура тавӑҫне пӑхса тухса Канашри суд лавккана хупмалла тесе татӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. Строительство виҫисемпе правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, автомобильсен саппас пайӗсене, урапасене, машина ҫӑвне ҫын пурӑнакан ҫуртри пӗрремӗш хутра сутма юрамасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |