Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӳршӗре

Нумай пулмасть Google хӑйӗн GBoard программине ҫӗнетнӗ — туҫи ҫармӑс сарӑмне кӗртнӗ. Кун пирки Мари Элте тухса тӑракан «Ваш новый день» (чӑв. Сирӗн ҫӗнӗ кун) хаҫат пӗлтерет.

Раҫҫейре вырӑс чӗлхисӗр пуҫне темиҫе теҫетке чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ GBoard программӑн техника менеджерӗ Даан ван Эш. — Вӗсене пӗлекенсен чылай чухне мобиллӗ устройствӑсенче тӑван чӗлхесемпе усӑ курма пит йывӑр. Уйрӑмах, хатӗр-хӗтӗрӗ вырӑс чӗлхипе кӑна пичетлеме май парать пулсан. Тӗслӗхрен, чылай чӗлхере хушма кириллица саспаллийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсем вара ахаль сарӑмра ҫук.

Туҫи ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн GBoard Раҫҫейри кӑк халӑхсен 22 чӗлхипе усӑ курма май парӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Паллах, GBoard вырӑс чӗлхипе те пичетлеме май парать.

GBoard — Андроидлӑ смартфонсем валли Google хатӗрленӗ сарӑм. Унпа усӑ курса пурӗ 400 ытла чӗлхепе пичетлеме пулать. Ытти сарӑмсемпе танлаштарсан, пичетленӗ май вӑл йӑнӑшсене тӳрлетме тӑрӑшать, тата сӑмахсене вӗҫлеме пулӑшать.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Шупашкарти кадет корпусне тӑвасси малалла пырать. Унта ӗҫлекенсен йышне виҫ хут ӳстермлеле. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче хӑй ирттернӗ канашлура хытарсах каланӑ.

Строительство епле пынипе Михаил Игнатьев вырӑна тухса тӑтӑшах паллашнине палӑртнӑ. Чӑн та, ӗнер вӑл унта пулнине ҫирӗплетекен фоторепортажа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн лартнӑччӗ.

Ирхи канашлура вара республика ертӳҫи «Старко» строительство компанине хурланӑ. Ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ май рабочисен йышне виҫ хут ӳстермеллине каланӑ. Стройкӑра 300 ҫын тӑрӑшмалла-мӗн, унччен пурӗ те 90 ҫын ӗҫленӗ. Ӗнер Элтепер стройкӑпа паллашнӑ самантра унта, чӑн та, 300 ҫын тимленӗ. Ҫакна Михаил Васильевич Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 17, 18, 19-мӗшӗсенче кадет корпусӗнче шӑматкунлӑх ирттермелле. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене те явӑҫтарасшӑн.

Стройкӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Мускаври Сербский ячӗллӗ институт
Мускаври Сербский ячӗллӗ институт

Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗр ҫул ҫитмен хӗрачана пусмӑрланӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗпчев пуҫарнӑ. Калаҫтаракан ҫак пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчеме пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров килнӗ. Мускавран ҫитекен пакунлӑ ҫав ҫын пуҫиле ӗҫе тӗпчекенсемпе тата шар курнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнер пӗлтернӗ. Хамӑр регионти тӗпчевҫӗсен ӗҫне те вӑл хак памалла.

Паян пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ май ҫак ӗҫе В.П. Сербский ячӗллӗ психиатрипе наркологин нацин медицинӑпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсене те явӑҫтарӗҫ. Ура ҫине РФ Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫисем таранах тӑнӑ. Ачана Мускаври сиплев учрежденийӗсенче психологи тата кирлӗ ытти медицина пулӑшӑвне кӳмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑпӑх ҫанталӑк хӑҫанччен пулӗ? Ку кӗҫнерникунччен ӑшӑ тӑрӗ, эрне вӗҫнелле вара самаях сивӗтӗ.

Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫумасть, кӑнтӑрла 25-27 градус ӑшӑ пулӗ. Ку нормӑран 3 градус пысӑкрах. Чи шӑрӑх кун кӗҫнерникун пулӗ – хӑш-пӗр вырӑнта термометр 30 градус таранах кӑтартӗ.

Кун хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр килӗ. Пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур, ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнекун та ҫумӑр ҫукалӗ, 20-22 градус ӑшӑ пулӗ. Икӗ кунра пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Шӑматкун та сивӗ пулӗ: кӑнтӑрла 17-19 градус ҫеҫ. Тепӗр кунхине кӑштах ӑшӑтӗ: 22 градус таранах.

 

Ҫул-йӗр
Елена Нарпи
Елена Нарпи

«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.

Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.

Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.

Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн тӗп хулинче иртнӗ ирхи планеркӑра паллӑ пулнӑ.

Алексей Ладыков сити-менеджер ертсе пынипе тунтикунсерен иртекен планеркӑра Шупашкарти шкул ачисен пӗрлехи картти пулассине сӳтсе явнӑ. Алексей Ладыковӑн ҫумӗ Алексей Маклыгин ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ вӑхӑта ӗлкӗресси пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ иккӗленсе калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗнчи яваплӑ специалистсем техника ыйтӑвӗсене вӑхӑтра татса парайман. Ҫавӑншӑн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ.

Шкул ачин пӗрлехи карттипе транспортра, шкулта апат ҫинишӗн, хушма пӗлӳ илнишӗн татӑлма май килӗ. Ача шкула турникет витӗр кӗрсе тухни те паллӑ пулӗ. Карттӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур информаци ачан ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитӗ.

 

Чӑвашлӑх

Томскри «Палан» чӑваш ансамблӗ шӑматкун Кузбасри VII чӑвашсен фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗ.

Чӑваш культурин Пӗтӗм Кузбасри фестивальне Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнчи чӑвашсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ял йӗркеленнӗренпе 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Томск облаҫӗнчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Яков Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале «Чӑваш наци конгресӗ, шел те, ҫитеймен».

Михайловка ялне чӑвашсем пуҫарнӑ. Вырӑнтисемпе савӑнма Томскри «Палан» ансамбль те кайнӑ. Ушкӑн йышӗнче, сӑмах май, — Яков Мульдияров та. Вӑл Тутарстанри ялта ҫуралнӑ, Томскра пурӑнать.

«Палан» ансамбле Кузбасра «чӑваш культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн, халӑхра сарнӑшӑн тата аталантарнӑшӑн», фестивале хастар хутшӑннӑшӑн дипломпа чысланӑ.

 

Спорт

Шупашкар 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ май хулара ҫӗрлехи велочупу йӗркелеме палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтерет.

Велочупу ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Хӗрлӗ лапамра старт илӗ. Маршрут ҫапларах: К.Маркс урамӗ – Ленин проспекчӗ – Хула ҫум вокзал урамӗ – Ленин проспекчӗ – К.Маркс урамӗ. Пӗтӗмпе – 9 ҫухрӑм. Финиш - Хӗрлӗ лапамра. «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ умӗнче тата Чапаев скверӗнче пип-стоп пулӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнас килет-и? Чи кирли – велосипед тата хунар пулччӑр. Ҫук тӑк велосипеда финиш патӗнче те проката илме май пур.

Сӑмах май, кунашкал велочупу 2015, 2016 ҫулсенче иртнӗ, ун чухне унта 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/51768
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 13 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 113-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ районӗнче, туй машинисем ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Калина» машина рулӗ умӗнче ларакан 40 ҫулти водителе пула сиксе тухнӑ. Вӑл ҫул хӗрринче чарӑннӑ «Тайота» машина ҫине кӗрсе кайнӑ. Ун хыҫҫӑн «Калина» ҫине «14-мӗш» маркӑллӑ машина ҫапӑннӑ.

Аварире пилӗк ҫын шар курнӑ. Вӗсен йышӗнче 16-ри хӗр тата 8 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсем «14-мӗшӗн» салонӗнче ларнӑ.

Халӗ, ШӖМ, пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Хулара

Нумаях пулмасть Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ ушкӑн «Иванушки» килессине пӗлтернӗччӗ. Темиҫе кунтан вӑл килмесси паллӑ пулчӗ. Ку таранччен шупашкарсене саламлама кам ҫитесси паллӑ марччӗ.

Аса илтерер: уяв ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Концерт Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре иртӗ.

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килессине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2002, 2003, 2004, 2005, 2006, 2007, 2008, 2009, 2010, 2011, [2012], 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, 2018, 2019, 2020, 2021, 2022, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.