Пӑтӑрмахсем
![]() Темиҫе кун каялла Тӑвай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫав кунах унӑн япалисене пӗве хӗрринче тупнӑ. Арҫын путса вилни каярахпа ҫирӗпленнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 10 сехет те 25 минутра Мучар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн вилли ишсе тухнӑ. Ӑна ҫынсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӑл, ҫул-йӗр ӗҫченӗ, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫыннӑн кӗҫех ҫуралнӑ кунӗ ҫитмелле пулнӑ. Вӑл 35 ҫул тултариччен темиҫе кун ҫеҫ пурӑнса ҫитереймен. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн 18 тата 19-мӗшӗсенче паллӑ тӑвӗ. Уяв программи пуян, унпа паллашас килет тӗк ҫак каҫӑпа усӑ курӑр: https://afisha.cheb.ru/topics.php?type=2&shownews=230426. Уяв кунӗсенче Шупашкарта халӑх лӑк туллиех. Хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче мероприятисем, ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗрлечченех пырать. Ҫавна май ҫынсене киле ҫитме меллӗ пултӑр тесе троллейбуссене ҫур ҫӗрччен ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Филиппов транспортпа тивӗҫтерессипе ӗҫлекен пай ертӳҫине Андрей Васильева пассажир транспорчӗн ӗҫне йӗркелеме хушнӑ. Аса илтерер: уява Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килӗ. Концерт ҫурлан 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ. Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2002 ҫулта пӗр хӗрарӑм Патӑрьел район администрацине ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Анчах унӑн аслӑ пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен дипломӗ суя иккен. Ҫакӑ 16 ҫултан тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хайхи хӗрарӑм диплома тӗнче тетелӗ урлӑ палламан ҫынран илнӗ-мӗн. Вӑл суя пулнине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑма урӑх должноҫа, пӗчӗкреххине, куҫарнӑ. Унта дипломсӑр та ӗҫлеме май пур. Ҫапах ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суя документпа ӗҫленӗшӗн унӑн судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Иван Моторин икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ Паян Чӑваш Енри икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусене республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин умлӑ-хыҫлӑн алӑ пуснӑ. 587-мӗш номерлӗ хушура ҫырса хунӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова должноҫсӑр хӑварнӑ. 588-мӗш номерлинче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова министр ҫумӗнчен кӑларассине палӑртнӑ. Республика шайӗнчи икӗ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хушусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министрсен ҫумӗсен пуканӗсене йышӑннисене ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ленин район сучӗ сутуҫӑна явап тыттарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗнче ӗҫленӗ 23 ҫулти сутуҫӑ хӑйӗн пӗлӗшӗсене пулӑшас тесе ята кӗнӗ. Тӳресем тата тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен пулса иртнӗ. 30 ҫулхи пӗлӗшӗ (ӑна хӗрӗхри паллаканӗ сӗннӗ) ыйтнипе ҫамрӑк сутуҫӑ карас ҫыхӑнӑвӗн тытӑмӗнчи информацие копи туса илнӗ. Ҫавӑнта абонент ӑҫта, хӑҫан шӑнкӑравланине тата ҫав ҫын патне кам тата хӑҫан шӑнкӑравланине кӑтартакан информаци пулнӑ. Хӗре лешсем ахаль туман — тав сӑмахӗ вырӑнне укҫа тӳленӗ. Правӑна пӑснӑ ӗҫшӗн хӗре ик ҫуллӑха ирӗкрен хупмасӑр хӑтарнӑ. Унӑн ҫулти паллаканне 11 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, виҫҫӗмӗшне — ҫулталӑклӑха ӗҫлеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлари хытӑ каяша турттарас йӗрке малашне улшӑнӗ. Ҫак ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнче ӗнер иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Йӑлари хытӑ каяша турттарассипе ҫӗнӗ йӗрке ҫине куҫмалли хушу Мускавран килет. Килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла. Пире, ахаль ҫынсене, тӳрремӗнех пырса тивекен уйрӑмлӑх хака епле тӳлеттерессипе ҫыхӑннӑ. Паян эпир, хваттерсенче пурӑнакансем, йӑлари каяшшӑн хамӑр пурӑнакан лаптӑка кура тӳлетпӗр. Малашне килте миҫе ҫын пурӑннине шута илӗҫ. Ҫакна та палӑртар: пӗр кубла метр каяш турттарса кайса тирпейлемепирӗн республикӑри тариф 442 тенкӗ те 22 пуспа танлашать, тоннӑшӑн — 4 пин те 138 тенкӗ те 64 пуспа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Атӑл юханшывне таса мар шывсем юхса кӗрессине 2024 ҫул тӗлне виҫ хут чакармалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шыв ресурсӗсен федераци агенствин Атӑлҫи тӑрӑхӗн управленийӗн ертӳҫипе Александр Бариновпа тӗл пулсан шӑпах ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви Атӑла сыватас программӑна хутшӑнма федераци хыснинчен 4,7 миллирада яхӑн укҫа имле ӗмӗтленет. Пӗлтерер, Раҫҫей Президенчӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Атӑла сыватассипе хушу кӑларнӑ. Раҫҫейӗн пысӑк юханшывне тасатас ыйтупа кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Аҫтӑрханта «ҫавра сӗтел» иртӗ. Александр Бариновпа Михаил Игнатьев экологипе тата шыв ресурсӗсене тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫӗкленекен Кадет корпусӗнче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче унта шӑматкунлӑх иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Нимелле ӗҫлессине ыранччен кӗтмен. Паянах унта 100 волонтер ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемсӗр пуҫне 350 рабочи тимлет. Кадет корпусӗ тавралли территорие хӑтлӑх кӗртме тухнисем хушшинче Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗн студенчӗсем те пур. Вӗсем паян 50 ҫын таран пухӑнса тухнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем нимене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсемшӗн вӑл — хӑйне евӗр практика. Тепӗр енчен — Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ стройкӑна тӳпе хывни. Чӑваш ялӗсенче мӗн авалтан нимелле ӗҫленӗ. Ырӑ йӑла манӑҫманни паха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ. Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ. Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |