Спорт
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, физкультурниксем хӑйсен уявне палӑртаҫҫӗ. Ҫав ятпа районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Вӑрнар поселокӗнче бассейн уҫӑлмалла. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт сооруженине Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ (ертӳҫи — Владимир Свешников) хута янӑ. Вӑл фирма «Август» предприятин филиалӗ шутланать. Спорт сооруженийӗ 3,6 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Унта 25 метр тӑршшӗ бассейн, ишекенсем валли ултӑ ҫул пӑхса хӑварнӑ. Пӗчӗккисене ишме вӗрентмешкӗн уйрӑм вырӑн пур. Тата — салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, душ кӗмелли, тренажер залӗ. «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗ 2014 ҫулта поселокра фитнес-зал уҫнӑччӗ, 2016 ҫулта — парк, 2017-мӗшӗнче — стадиона юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашри компрессор станцийӗнче 42 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ арҫынна темиҫе кунран Мускавра тытса чарнӑ. 51 ҫултискер унччен те судпа айӑпланнӑ. Юлашки ҫулсенче хайхискер ҫав хӗрарӑмпа савни пек ҫӳреме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Ҫурлан 4-мӗшӗнче вӑл компрессор станцине ҫитнӗ. Хӗрарӑм хальхинче те савни пулма хирӗҫленӗ. Арҫынна ҫакӑ уртарнӑ ахӑртнех – вӑл ӑна вӗлернӗ те Мускава тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» редакцине видео ҫитнӗ. Унта кушак аҫине хӑйӑр ӑшне чавса чикнине ӳкернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, видеона 6-7 ҫулсенчи хӗрача ӳкернӗ, ӑна хӑй ҫулӗсенчи тусӗ, арҫын ача, пулӑшнӑ. Ачасем хӑйӑр ҫинче вылянӑ. Кушак аҫине мӑйӗ таран хӑйӑр ӑшне чавса чикнӗ. Хӗрача ӑна хӑйӑрпа сапсах тӑнӑ. Юлашкинчен пӗчӗкскер чӗрчунӑн пуҫӗ ҫине вылямалли машина тӑхӑнтартнӑ. Ача видеона халӑх тетелӗнчи хӑйӗн подписчикӗсем валли ӳкернӗ. Вӑл куншан «лайк» лартма, хӑйӗн страницине ҫырӑнма ыйтнӑ. Ҫак ачан ашшӗ-амӑшне тупса палӑртайман-ха. Ачине тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн вӗсене штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ». Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ. Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ. Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри усламҫӑсем Беларуҫ Республикинчи производительсен ячӗ-сумӗпе пӗркенсе хӑйсен брендне сӗнеҫҫӗ имӗш. Ҫакӑн пирки ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Игорь Данилов ятлӑ ҫын Фейсбукра пӗлтернӗ. Тӗнче тетлӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи хыпара вуланӑ хыҫҫӑн www.belnovosti.by сайтра та ҫырнӑ. Игорь Данилов ятлӑ этем Мускавра пулнӑ имӗш, унта вӑл «Белорусские традиции» маркӑллӑ турӑх илсе ӗҫес тенӗ. Анчах ӑна турӑх тути килӗшмен. Туяннӑ савӑта ҫавӑрса пӑхнӑ та ӑна Чӑваш Енре кӑларни палӑрнӑ. Унти ӳкерчӗке ӗненсен, «Белорусские традиции» турӑха Етӗрнери «Ядринмолоко» сӗт-ҫу савутӗнче кӑларни палӑрать. «Беларуҫра туса кӑлараканнине юраакансене нимӗнле Роспотребнадзор та хирӗҫ тӑраймӗ! Пирӗн ҫимӗҫе Раҫҫее кӳрсе кайма хутран-ситрен чарсан кӑна!», – пӗтӗмлетнӗ кӑмӑлсӑрланса арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезд картлашкине юсанӑ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Строительсем кайрӗҫ. Урлӑ ҫыхнӑ хӑйӑва никам та салтакан ҫук, ҫуртра пурӑнакансем пандуспа ҫӳреҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл. «Чарӑва пӑхӑнма хӑҫанччен чӑтӑмлӑх ҫитӗ-ши?» — йӗплесерех ҫавӑрттарнӑ пултаруллӑ калем ӑсти. Ҫав хыпара сӳтсе явнӑ май Александр Белов тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Виҫӗ подъезд крыльцине юсанине управляющи компани 400 пин енкӗпе хакланӑ иккен. «Ҫуртра пурӑнакансем пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах хӑю патне пырса тӗкӗнме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ», — ҫырнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать. Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн. Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ. Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ. Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тобольскра Иртыш юханшывӗн ҫыранӗ ишӗлнипе унти чӑваш сӑмахӗ шар курнӑ. Асӑннӑ хулари «Тобольск-Информ» интернет-портал ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юханшыв ҫыранӗ черетлӗ хутчен ишӗлнӗ. Ҫавна май унти чӑваш сӑмсахӗн пайӗ анса ӳкнӗ. Ирина Трофимова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш сӑмсахӗнче хӗрес вырнаҫтарнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫыран ишӗлнӗ. Асӑннӑ вырӑнтан ҫӗр вунӑ метрта йӑтӑнса аннӑ. Ҫав кун аслати авӑтнӑ, вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ишӗлнӗ вырӑнпа ҫынсем пӗрех иртсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Тобольск хулинчи чӑваш сӑмсахӗ — историлле вырӑн. Унта Ермакпа Ҫӗпӗр патши Кучум ҫапӑҫнӑ. Ҫав саманта каярах Василий Суриков вырӑс художникӗ «Покорение Сибири Ермаком» (чӑв. Ермак Ҫӗпӗр ҫӗнсе илни) ӳкерчӗкре сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн транспорт министерстви рейса автобус вырӑнне маршрутка кӑларнӑ усламҫа ку маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме чарнӑ. Сӑмах кунта 109-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Тутаркасси» маршрут пирки пырать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме Н.А. Евдокимова ирӗк илнӗ. Контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн ку рейспа нумай вырӑнлӑ автобус ҫӳретмелле, анчах вӑл ҫул ҫине маршрутка кӑларнӑ. Ҫакӑ ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Унсӑр пуҫне обществӑллӑ транспортра панӑ билетра урӑх усламҫӑн ят-шывне ҫырнӑ: Н.А. Евдокимова вырӑнне С.Ю. Георгиев. Палӑртса хӑвармалла, халӗ Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме пултаракан урӑх пайтаҫа шырать. Автобуссене рейса унӑн ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑлармалла. Контракта ҫур ҫуллӑха ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче 8 пин те 600 ҫын ҫурт-йӗр, хваттер туянма ипотека кредичӗ илнӗ. Халӑха банксем пӗтӗмпе 13 миллиард тенкӗ кивҫен панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Ҫынсене ипотека кредичӗ парасси кӑҫалхи ултӑ уйӑхра, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 63,5% ӳснӗ. Вӑтамран вӗсем кивҫене 16 ҫултан парса татмалла илнӗ. Ытларахӑшӗ мӗн чухлӗ илни те паллӑ: 1 миллион та 500 пин тенкӗ. Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вяткӑри тӗп управленийӗн Чӑваш Енри наци банкӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн кредит илекенсен шучӗ пысӑкланни процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче кредита 11%-па панӑ пулсан, кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑрта — 9,6%-па. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |