Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума.

Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ.

Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Иртнӗ уйӑхра Иркутск облаҫӗнчи «Байкал-Трек» кану базинче «Этноподиум на Байкале» (чӑв. Байкал ҫинчи этноподиум) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Юбилейлӑ, вуннӑмӗш, мероприятие чӑвашсем те хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ йыхравланипе ҫавӑнта художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми ҫитнӗ. Унччен вӑл ҫав фестивале хутшӑнса курман.

Фестивале Раҫҫейри, Казахстанри, Кӑркӑстанри тата Монголинчи 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — паллӑ та ятлӑ-сумлӑ дизайнерсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, ӳнерҫӗсем. «Этноподиумӑн» эксперт канашӗн ертӳҫи пулма мода историкне, Мускаври Лидия Соколова-Сербскаяна ҫирӗплетнӗ.

«Паха тӗрӗ» фирмӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Времен связующая нить» (чӑв. Вӑхӑта ҫыхӑнтаракан ҫип) конференцире чӑваш тӗррине упраса хӑварас енпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

«Этностиль в современном костюме» (чӑв. Хальхи тумтирти этностиль) номинацире «Паха тӗрӗ» фирма I степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнче Уйкасра пурӑнакансем ял уявне клубра паллӑ тунӑ. Кӑҫал вара уява урӑх ҫӗрте – сцена ҫинче – йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем хӑйсен вӑйӗпе хӑпартнӑ. Ку ӗҫе ял ҫыннисем пурте хутшӑннӑ. Ялта 100 ытла ҫын кӑна пурӑнать.

Клуб тӑррине улӑштарсан стройматериал каштах юлнӑ. Уйкассем унпа сцена тума шухӑшланӑ. Хӑш-пӗр материала хӑйсем туяннӑ. Ҫамрӑксем ӗҫленӗ, ваттисем канашпа пулӑшнӑ. Пӗрле тӑрӑшсан ӗҫ те кал-кал каять. Кӗҫех сцена та хатӗр пулнӑ. Кун пек ял уявне ирттерме та лайӑхрах.

Хальхинче сцена умне, клубрипе танлаштарсан, ҫынсем нумайрах пухӑнайнӑ. Сценӑшӑн уйрӑмах ялти «Мерчен» ансамбль тата ача-пӑча савӑнать. Ара, унта халӗ юрлама-ташлама, выляма пулать-ҫке-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/20115
 

Пӑтӑрмахсем

Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре Вӑрнар районӗнчи Кивьял Нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнче трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ. Шел те, водитель вилнӗ.

Тракторист хӑйӗн участокӗнче утӑ тавӑрнӑ. Вӑл ҫыран хӗррине пырсан руле итлеттереймен. Транспорт ҫырмана анса кайнӑ. Водитель вӑйлах суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ.

Трактора регистрациленӗ, кӑҫал техосмотр кӑларнӑ пулнӑ, арҫыннӑн права та пулнӑ. Чӑваш Енри патшалӑх технадзорӗ тимлӗ тата асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Уйрӑмах транспортпа каҫхине ӗҫленӗ вӑхӑтра кун пирки манмалла мар.

 

Республикӑра
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать

Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха.

Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ.

Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ.

Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51532
 

Хулара

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ.

«Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ.

Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире.

Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51540
 

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Юрма» агрохолдингра чӑх-чӗп каяшне тирпейлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Шупашкарти ырӑ мар шӑрша ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та туйнӑ ахӑртнех — ку ыйтупа канашлу ирттернӗ.

Хапрӑк ертӳҫи Владимир Ермолаев каяшран удобрени тумалли проектпа паллаштарнӑ. Сӑмах май, унччен вӑл унашкал савута ҫулталӑк вӗҫне туса пӗтерессине пӗлтернӗччӗ.

Россельхознадзорӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Романов ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ. Шупашкар тата Шупашкар районӗн ҫыннисем лайӑх мар шӑршӑран йӑлӑхнӑ-мӗн, ҫӑхавсем килсех тӑраҫҫӗ.

Канашлура каяша утилизацилемелли паянхи мелтен хӑтӑлмаллине пӗлтернӗ. Палӑртмалла: халӗ ЧР Арбитраж судӗнче агрохолдинг тӗлӗшпе килнӗ тӑватӑ тавӑҫа пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑри клиника больницинче 250 ҫынна пиҫсе кайнинчен сипленӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан пиҫсе шар куракансен шучӗ сахалрах. Ҫапах та пӗр инкек те ҫыншӑн ҫӑмӑллӑн иртмест.

Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи кил хуҫи шӑратмалли лампӑпа ӗҫленӗ чухне питне пӗҫертсе янӑ. Тухтӑрсем ҫак тӗслӗхре ҫын хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине палӑртасшӑн. Тимсӗрлӗхе пула инкеке лекекенсем, шурӑ халатлисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, татах пур.

Вӗри шывпа пиҫсе кайнисем ытларах. Акӑ пӗри мунча кӗнӗ чух пиҫсе кайнӑ. Сивӗ шыв тесе вӗрине ярса илнӗ те хӑй тӑрӑх янӑ. Пӗҫертнӗ вырӑна сиплеме сахалтан та 2 эрне кирлӗ-мӗн.

Пиҫсе каякансен хушшинче ытларахӑшӗ ачасем — ҫулталӑкран пуҫласа 3 ҫулчченхисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/20089
 

Хулара

Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен.

Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ.

Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса.

Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет.

 

Персона

Ӗнер фольклор тӗпчевҫипе, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, доцентпа, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Ефросиния Сидоровӑпа сыв пуллашнӑ.

Ҫухату ҫинчен Лидия Филиппова публицист тата журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл та асӑннӑ преподаватель патӗнче вӗреннӗ Ефросиния Сидорова утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.

Ефросиния Сергеевна 1981-1990 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ.

Фольклор тӗпчевҫине пӗлекенсем, унӑн вӗренекенӗсем, тӑванӗсем Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал службинче ӗнер 13 сехетре сыв пуллашнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2011, 2012, 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, 2018, 2019, 2020, [2021], 2022, 2023, 2024, 2025, 2026, 2027, 2028, 2029, 2030, 2031, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.