Хулара
![]() Мотоблок ҫине утӑ тиенӗ водитель инҫе каяйман – ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче чарма ыйтнӑ. Водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Мотоблоксен ҫулпа ҫӳреме юраманнине пӗлнӗ-ши вӑл? Руль умӗнчи арҫын ашшӗ-амӑшне пулӑшма шухӑшланӑ-мӗн. Лешсем хулара ҫуртра пурӑнаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Утӑ турттармалли урӑх транспорт ҫук-мӗн. Патшалӑх автоинспекцийӗ асӑрхаттарнине шута илӗр: мотоблок пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳремелли транспорт мар. Ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмаллискер транспорт шутланмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрнери «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Приставсем унӑн алӑкӗ ҫине пичет ҫапнӑ. Спорт комплексӗ Ростехнадзорӑн Сӑрҫи управленине 2017 ҫулхи отчета тӑратман-мӗн. Суд ларӑвӗнче «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫапах унӑн административлӑ майпа явап тытма тиветех. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче суд приставӗсем комплекса 5 талӑклӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри чӑвашсен вырсарни шкулӗнче ӗҫлекенсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерме шантараҫҫӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Ирина Кузьмина ҫакӑн пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ. «Вырсарни шкулне мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр? Ӗпху хулинче чӑваш культура центрӗ хӑҫан уҫӑлӗ-ши тесе вунӑ ҫул ҫеҫ ӗмӗтленместпӗр ӗнтӗ. Ҫак ӗмӗт пурнӑҫа кӗрес патнех ҫитрӗ темелле. Чӑваш культура центрне уҫма ҫурт та тупӑнчӗ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫуккипе унта икӗ ҫул ӗнтӗ нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттермен. Тен, чӑвашсен хушшинче ҫак ӗҫе ниме туса пурнӑҫлас текенсем тупӑнӗҫ. Тытӑнӗҫ те ӗҫе вӗҫне ҫитерӗҫ», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унта палӑринӑ тӑрӑх, Калинин районӗнчи Чӑваш вырсарни шкулӗнче занятисем авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫланӗҫ. Халӗ педагогсем шыраҫҫӗ. Унта валли музыка, вокал, ташӑ преподавателӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗ кирлӗ-мӗн. «Ытти ҫӗртен килнӗ вӗрентекенсене, енчен те вӗсем хӑйсен тивӗҫне пӗр ҫулталӑк хушши пурнӑҫласан, пурӑнмалли тӳлевсӗр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ», — шкул ертӳҫи. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-967-45-41-303, 8-917-75-15-903. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫыру копийӗ Чӑвашла калаҫнӑшӑн пӑтӑрмах сиксе тухни сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумай ҫул хушши Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Валентина Никитина тӑван ялне таврӑннӑ чухне транспортра пӗрле лартса пыракан пӗр хӗрарӑм ӑна телефонпа тӑван чӗлхепе калаҫнӑшӑн ятлама пикеннӗ, автобус водителӗ вара вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварассипе хӑратнӑ. Иртнӗ эрнекун Ямаш хӗрӗ Валентина «Канаш автовокзалӗ» акционерлӑ обществӑна ҫыру ҫитернӗ — асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн унашкал тискер япаласем сиксе тухасран тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ыйтнӑ. Ҫыру копине вӑл пирӗн редакцине ҫитерчӗ. Заявленинче Валентина чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулнине, ӑна пирӗн патшалӑх — Чӑваш Республики — хӳтӗлени пирки асӑрхаса каланӑ. Хуравне те вӗсенчен чӑвашла кӗтет. Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ те автовокзалтан комментари кӗтет, хальлӗхе вӗсенчен хурав ҫитеймен-ха. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни пирки эпир сӑнасах тӑрӑпӑр. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пакунлипе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Аллине ирӗке янӑскер Росгвардин ӗҫченӗн питне чавса илнӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. «Киккирикне самай хӗртнӗ» хӗрарӑм унта хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫавна кафере канакансем вӑрах пӑхса ларма килӗшмен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем вырӑна пырса кӗрсен те лӑпланас вырӑнне тулашнӑ хайхискер. Ведомствӑлла мар хуралта ӗҫлекен ӗҫченсенчен пӗрин питне чавса илнӗ вӑл. Чарусӑр хӗрарӑма ҫапах та пакнулисем чарнӑ. Пуҫтахланнӑскере шалти ӗҫсен пайне лартса кайнӑ. Влаҫ представительне хирӗҫ тӑнӑ тесе хӗрарӑма халӗ 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Тӗнче Пирӗштисем» куравра чӑваш букварӗллӗ хӗрачана курма май килӗ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи искусство центрӗнче «Тӗнче Пирӗштийӗсем» арт-проектӑн пуххинчи картинӑсен куравӗ уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей, Аслӑ Британи, Македони, Хорвати, Беларуҫ, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникӗсен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. «Тӗнче Пирӗштийӗсем» проекта Юлия Иванова ҫамрӑк художник пуҫарса янӑ. Вӑл 1997 ҫӳлта йывӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн сываласса тухтӑрсем те ӗненмен иккен. Хӗрарӑм кашни кун Пирӗшти ӳкернӗ. «Манӑн анне — чӑваш. Ҫавӑнпах картинӑсене Шупашкара илсе килме уйрӑмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникӗ пӗр картина илсе килчӗ. Унта вӑл чӑваш букварӗ тытнӑ хӗрачана ӳкернӗ. Унӑн историне курав уҫнӑ чухне каласа кӑтартӑп», — пӗлтернӗ Марина Тумалановӑна Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн пресс-ҫыруҫи, ҫав проектӑн директорӗ Олег Ровда. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑксене Росгварди тытӑмне ӑсатнӑ. Пурӗ 70 ҫынна. Вӗсем — ҫурзи призыв вӑхӑтӗнче ҫара юрӑхлӑ пулнӑ ҫамрӑксем. Ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри 1359 каччӑна ҫара илнӗ, вӗсенчен 1289-шне Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене ӑсатнӑ, 70-шне — Росгварди тытӑмне. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Праивтельство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Ҫурхи призыв ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлчӗ. Ҫав вӑхӑтра призыв комиссийӗсене чӗнсе 5508 ҫамрӑка медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Тухтӑрсем ӗнентернӗ атта ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 5508 каччӑран 98,6 проценчӗ хӗсмете тӑма сывлӑх енчен юрӑхлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ватӑ профессора вӗлернӗ вӑй питтине 12 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ вырӑнта тытса усрӗҫ. Аса илтерер, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗччӗ. 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ. Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлерни ҫиеле тухнӑччӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ-мӗн те услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр арҫын тата унӑн ваккаци апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплав виҫине ылмаштарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пирӗн республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене 100-шер пин тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах, тӳрех уҫӑмлатар, кашни педагога мар. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине ӑша хывтаракан ачасем ҫав предметсемпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑра мала тухнине е ҫӗнтернине шута илнӗ. Тата тепӗр самант та пур: чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене кӑна мар, тутар тата мордва чӗлхисен олимпиадисенче палӑрнӑ ачасемшӗн те вӗсен вӗрентекенӗсене хавхалантарма йышӑннӑ. Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен кӑмӑлне укҫан ҫӗклес йӑлана пирӗн республикӑра пӗлтӗр пуҫласа йышӑннӑччӗ. 2018 ҫулта 16 вӗренекен палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ ҫӗнтернӗ, 9-шӗ малти вырӑнсене тухнӑ. Ҫавӑншӑн 18 педагога 100-шер пин тенкӗ преми лекӗ. Пӗлтӗр вӑл нухрата 19 педагог тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ. Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |