Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри психиатрсем Хусанта ташланине ҫирӗплетеймӗпӗр-ха, анчах бала хутшӑнни паллӑ. Унти В.М. Бехтерев ячӗллӗ республикӑри клиника пульницинче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Бал у Бехтерева» (чӑв. Бехтерев патӗнчи бал) иртнӗ. Ӑна клиникӑн 149-мӗш ҫулхине халалланӑ. Мероприятие сывлӑх сыхлав учрежденийӗн тӗп врачӗ Ф.Г. Зиганшин пуҫарнӑ. Владимир Михайлович Бехтерев — Раҫҫейри паллӑ психиатр, невропатолог, физиолог, психолог, рефлексологипе патопсихологи енӗпе ҫӗршыври паллӑ специалист, академик. Хӑйӗн ӗҫӗе вӑл Хусанта пуҫланӑ. Унӑн тӗп тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ нерв чирӗсене тӗпчесе сиплени ҫеҫ мар, чун чирӗллисемпе этемле пулма вӗрентни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Маларах эпир асӑннӑ Фарит Зиганшин психика енӗпе чирлӗ ҫынсемпе ӗҫлекенсен паха ӑс-хакӑллӑ пулмаллине, ӳнер ҫак енӗпе ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ. Бал пирӗн республикӑри специалистсем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен республикӑри института ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Унпа паян коллектива республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ хыпарпа паллаштарнине министерствӑн пресс-служби аякран пуҫланӑ: коллективпа тӗл пулнинчен, отрасльти тӗллевсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнинчен. Ҫӗнӗ ректорпа, Нина Емельяновӑпа, министр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллаштарнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх тухӑҫлӑ ӗҫлеме тата професси енчен ассе пыма суннӑ. «Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен институт ырӑ кун-ҫуллӑ тата республика аталанӑвне витӗм кӳрет», — ырланӑ Нина Николаевна хӑй ертсе пыракан учреждение. Нина Емельянова биографийӗпе хыпарта паллаштарман. Институт сайтӗнче те ҫӗнӗ ректорпа ҫак самантра паллаштарманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ. Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Черетлӗ сезона хупнӑ каҫ лартнӑ спектакль саманчӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи икӗ актер ҫӗнӗ сезонта сумлӑ юбилейсене уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки театрӑн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров ӳнер учрежденийӗ черетлӗ сезона хупнӑ май каланӑ. 100-мӗш сезонти чаршава театр И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесипе лартнӑ спектакльпе ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хупнӑ. Театра пухӑннисем умӗнче ҫав каҫ тухса калаҫнӑ Юрий Владимиров иртсе кайнӑ юбилейлӑ сезона пӗтӗмлетнӗ. Ҫитесси пирки асӑнса хӑварнӑ май чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина 95 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева 80 ҫулхи юбилея палӑртӗ. Тӑван сцена ҫине тухма вӗсем пӑрахман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ. Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускава чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ те унта хутшӑннӑ. Ансамбль Нацисен ҫурчӗн картишӗнче хӑнасене наци тумӗпе, чӑваш юрри-кӗввипе кӗтсе илнӗ. Патӑрьелсем уявран савӑк кӑмӑлпа тата Хисеп грамотипе таврӑннӑ. Ара, вӗсем унта ентешӗсене те курса савӑннӑ. Хӑнасен йышӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсем «Илем» ансамбль юрласа ташланине курса савӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Ансамбль Раҫҫей халӑх артисчӗпе, хӑйсен ентешӗпе Станислав Садальскипе сӑн ӳкерӗннӗшӗн хӗпертенӗ. Уявра Ҫуттакӑларуҫӑн Иван Яковлевӑн тӑванӗсем, граждан вӑрҫин паттӑрӗн Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ачи те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Мензелинск аэродромӗнче Екатеринбург, Пермь, Челепи, Ижевск, Шупашкар тата Мускав парашютисчӗсем «Вингсьют – пысӑк формацисем» дисциплинӑра Урал тата Атӑлҫи рекордне ҫӗнетнӗ. Парашютистсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Эппин, Евгений Абрамов та рекорда ҫӗнетес ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Парашютистсем улттӑмӗш хутӗнче фармаци пуҫтарнӑ. Унта 10 ҫын хутшӑннӑ. Ҫапла вӗсем регионсен хушшинче спорт ҫитӗнӗвӗ тунӑ. Халӗ спортсменсем Раҫҫей тата Европа рекорчӗсене ҫӗнетес ӗҫе хутшӑнма пултарӗҫ. Ӑмӑрту Коломнӑра ҫак уйӑхра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Статистика савӑнтармасть: юлашки икӗ эрнере республикӑра 4 ача тата 8 аслӑ ҫын путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче те инкек пулнӑ. Унта 6 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ача ялпа юнашар вырнаҫнӑ пӗвере путнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман, пӗчӗкскер вара ишме пӗлмен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Кунта криминал ҫукки паллӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ачасенчен куҫ вӗҫертме юрамасть. Вӗсене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() СУОР строительство организациийӗнче ӗҫлекен 139 ҫын тӑватӑ уйӑх шалу илмен. Компанин ӗҫченӗсене укҫа тӳлемешкӗн май пулнӑ, анчах хуҫа ҫакна пурнӑҫламан. Ҫапла майпа парӑм 8,5 миллион тенке ҫитнӗ. Компанин генеральнӑй директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура суда ярса панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин парӑмне татнӑ. Генеральнӑй директора суд штрафӗ тӳлеттерме пултарӗҫ. Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса панӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫын ытларах пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – 159 ҫын. Анчах парӑм виҫӗ пӗчӗкрех-мӗн – 76,9 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал федераци Сапантуйӗ Шупашкарта иртесси пирки сай тра хыпарланӑччӗ. Тутарсем уява утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче пухӑнӗҫ. Унта Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов та килме палӑртнӑ. Президент Чӑваш Ене пушӑ алӑпа ҫитмест. Вӑл наци кӗрешӗвӗнче ҫӗнтернӗ спортсменсене хаклӑ парнепе чысласшӑн. 20 ытла виҫе категорийӗнче мала тухнисене такапа тата хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ. Тӗп ҫӗнтерӳҫе, паттӑра, президент «Вольскваген Поло» машина парнелӗ. Рустам Минниханов регонти тутарсен наци культурин автономине те парнепе хавхалантарасшӑн. Вӑл Чӑваш Енри тутарсене «Форд Транзит» микроавтобус пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |